Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

В Богатыреве одни богатыри!

09.08.2015 19:52
В Богатыреве одни богатыри!

Мне с 60-х годов прошлого века, будучи сотрудником республиканских газет, приходилось не раз бывать в Богатыреве, Унгасемы, Актае и в других деревнях на нижнем течении родной реки Унга. В недавнее время посещал Малые Тиуши, любовался низкобережным круглым прудом Тури кÿлĕ и интересовался курганами, наследием старейшего художника Федора Лаврентьева, в Богатыреве участвовал на конференциях в честь юбилеев Федора Павлова и Гурия Комиссарова, в Актае посетил дом былинника Хведера Сюина. Поэтому было приятно читать об этих местах и событиях, о знакомых людях. Жителям Богатыревского края, конечно, интересна каждая страница, заметна каждая новизна и ошибка.

Неспроста селение получило название Богатырево (Патăръел). Евгений Ерагин не называет имени богатыря. В верховьях реки Унги героя зовут Чора батором. Он принял бой от татар-монгол на берегах Волги у Адылъяла Чебоксарского района, под натиском несметных полчищ врага отступал по реке к Цивилю. Последний смертный бой произошел у деревни Актай. Чора батора схоронили на высоком берегу Унги у деревни, которую назвали Паттăр ялĕ.

Описание природы и истории реки Унги, рода первопроходца Топтула, вырастившего военачальника Богатыря, легенды про жестокого мурзы и баскака Салдыкхана плавно переходят к архивным документам Х1У-ХУ веков и доводят историю края до наших дней. Для любителя старины здесь много разнообразных сведений, имен, событий, таблиц, цифр: схем. Можно только радоваться, что сельчане сохранили эти сведения и предоставили краеведу возможность работать над ними.

Получилась содержательная книга. Надеемся, что у нее будет продолжение.

Виталий Станьял, почетный председатель Союза чувашских краеведов

Хуралтури Питравкка хавасӗ

15.07.2015 21:12
Хуралтури Питравкка хавасӗ

Çуллахи пысăк та паллă уявсенчен пĕри – Питравкка. Вăл яланах çĕртмен 12-мĕшĕнче пулса иртет, çав кунпа каç яш-кĕрĕм çимĕк хаваслăхне, уяв вăййисене ăсатса ярать. Пирĕн енче, Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер хутлăхĕнче, çимĕке Хравути поххи текен акатуйпа пуçлаççĕ. Кăçал вăл Станьял (Малый Сундырь) ялĕ патĕнчи Чемен паттăр картинче районти акатуйпа пĕрле нихçанхинчен чаплă иртрĕ. Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи (председателĕ) Сергей Сорокин акатуй тĕлне тăватă пашнеллĕ, 16 «яллă» хулаш хӳми картарчĕ.

Çимĕк эрнисем Питравкка уявĕпе вĕçленеççĕ. Халĕ чăвашсен сĕм авалхи Питравкки вырăс петровкипе (мăнкунпа пасха пекех) пĕрлешсе кайнă. Питравкка тени «пĕтрекке» (кăтра) тенинчен тухса кайнă теççĕ, мĕншĕн тесен çав кун кашни ăратне е кил-йыш Çут тĕнчене тав туса пĕтрекке така пусса чӳкленĕ.

Пирĕн Ишлей-Шарпаш ушкăнне кĕрекен 20 ял халăхĕ Питравккана ĕмĕртенпех Салапай-Вăрманкас тавринчи уçланкăсенче ирттернĕ. Кăçал ăна Вăрманкас çыннисем хăйсен ялĕнчи авалхи вырăна – Хуралту сăрчĕ çине тавăрчĕç.

Вырăнĕ ку историе çырăнса юлнăскер. Вăл «Утес» кану çуртне каймалли çул хĕрринчех, Хыркассипе Вăрманкас хушшинче, Атăл варри текен улăхра, пысăк пĕве пуçĕнче. Вырĕнĕ питĕ меллĕ. Вăл такама та килĕшмелле. Сăрт çинчен ял урамĕсем, тарăн варсем, аслă Атăл çӳллĕ йывăçсем урлă курăнса выртаççĕ. Тавралăхĕ Кавказри пекех темелле.

Тăпăлкка, хитре те тӳрем сăрт çинче Атăлçи паттăрĕсен тăшманран сыхланмалли хулашĕ ларнă (ун пек пĕчĕк хулаш Атăлъял патĕнчи Чура паттăр сăртĕнче те пур). Авалхи нӳхреп вырăнĕсем Хуралту çинче халĕ те палăраççĕ. Уява пыракансене хулаш картинчен кĕрсен Паттăрсене асăнса купаланă Чулпалăк кĕтсе илет. Малашне кунта пысăк стелла тума тата Транквиллин Соминов таврапĕлӳçĕ хатĕрленĕ алçырăва пуянлатса кĕнеке кăларма шутлаççĕ.

Питĕ тăрăшса хатĕрленнĕ Вăрманкас çыннисем Питравккана. Вăйă карти вырăнне кавир сарнă, çумăртан пытанма чатăрсем карнă. Ял халăхĕпе хăнасене сăйлама тулăх сĕтелсем хатĕрленĕ. Унтах килти сăра пичкисем кăпăкланса чашкăратчĕç. Эпĕ те тутанса куртăм сăрине – темлĕ, сиплĕ, чăнласа урпа сăри тесех шутларăм. Çăлкуç тапса тăракан енче, авалхи йĕркепе, пĕтрекке така яшки сиксе вĕретчĕ.

Хальхи уявсем хитре иртеççĕ. Ĕçчен те пуçаруллă çынсене ял хутлăхĕн Пуçĕ Николай Хорасев хаклă хутсемпе парнесем пачĕ, вырăнти «Вăтам Атăл» хуçалăх ертӳçи Владимир Еремеев, Николай Матюшкин депутат тата ыттисем хаваслăн саламларĕç. Çӳлтикассинчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕ (илемлĕх ертӳçи Владимир Мартьянов) тата яш-кĕрĕм ташă ушкăнĕ чуна çĕклентерсе ямалла таса та ирĕклĕ концертпа çаврăнчĕç.

Вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ Оня тантăшăмпа Питравккара курса савăнтăм. Оня-Анисим ман пекех ватăлнă, анчах ăс-тăнĕ яш чухнехи пекех çивĕч. Вăл мана Хуралту, Чулпалăк, Атăлварри тата ытти авалхи ятсем пирки каласа пачĕ. Унăн Чалтан вăрçинче çапăçнă ашшĕ колхоз председателĕ пулнă чухне кунти çăлкуç патĕнче ял валли пысăк мунча ларттарнă. Мунча кĕрсе тасалнă чиперккесем çимĕкре е питравра Хуралту тавра «хĕр аки» ирттернĕ. Çав йăлана та чĕртесшĕн-ха ял çыннисем. Мунчана та сăрт айккинче çĕклесшĕн. Паллах, вăл ĕлĕкхи пек хĕсĕк пулмĕ – унта клубри е музейри пекех - ларма та ирттерĕç, вăйă-ташă та пулĕ, çуралнă кунсене паллă тума пуçлĕç. Ялти туй халăхĕ Паттăрсене пуç тайма çак Хуралту çине çӳреме тытăнĕ. Эпĕ тантăшăмăн ывăлĕпе - хастар таврапĕлӳçĕ Олег Ермановпа калаçса пăхрăм та, ашшĕн ĕмĕчĕсем пурнăçланаççех тесе шутларăм.

Çитес çулсенче те Хуралту çинче така яшки те, каччăсемпе хĕрсен вăййи те, юрă карти те пăрăнми пулатех тесе тăратăп.

Çапла пултăрччĕ.

Виталий Станьял.

Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлешĕвĕн хӑйӗн сайчӗ уҫӑлчӗ

14.07.2015 20:25

Ӳркенми хастар тусăмсем, таврапĕлӳçĕсем!

Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлешĕвĕн (унăн председателĕ Сергей Сорокин пайтаçă тата маттур «эрешменçĕ» Платник Аçтахарĕ тăрăшнипе) Интернетра хăйĕн сайчĕ уçăлчĕ. Çакă пире куллен кун тачă çыхăну тытма, пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнма тата хамăрăн кĕнекесемпе, тĕпчевсемпе халăха паллаштарса тăма май парать.

Таврапĕлӳçĕсен ятарлă «картинче» чăваш тавралăхне тĕпченĕ паллă çынсем çинчен çырнисем, хальхи пултаруллă тĕпчевçĕсен сăнĕсем, хамăрăн ЧТП (Союз) историйĕ, докуменчĕсем, Шупашкарти тата вырăнти ертӳлĕх ушкăнĕсене кăтартнисем, кирлĕрех кĕнекесем пирки çырнă ĕнчĕхетсем (рецензсем) пулĕç.

Тăван тавралăх çинчен çырнисем кунсерен йышлă пичетленсе пыраççĕ. Вĕсене хамăрăн «электрон картинче» ĕлкĕрсе пынă чухлĕ ӳкерсе тата кĕскен ăнлантарса пыма тăрăшăпăр.

Пирĕн шутпа, тавралăх тĕпчевĕсене Чăваш Республикинчи районсем тата тулай чăваш вырăнĕсем тăрăх ушкăнласа тухсан лайăхрах пулать. Мала пĕтĕм район е регион пĕлтерĕшлĕ кĕнекесене (энциклопедисене, словарьсене, кăтартмăшсемпе пухчăсене) лартма тăрăшăпăр, унтан уйрăм ялсем, шкулсем, вырăнсем, йăхсем тата ытти çинчен çырнисем пулĕç. Çапла çутатнă чухне кашни районти таврапĕлӳ ушкăнĕ е канашĕ хăйĕн кĕнекисене сайта кĕртме тăрăшасса шанатпăр, вара вĕсен ĕçне-хĕлне пĕтĕмшле хак пама, кирлине часрах шыраса тупма меллĕрех пулĕ.

Чăваш таврапĕлӳçисен союзĕн тӳлевлĕ «эрешменçĕ» тытса тăма нухрат çук, çавăнпа таврапĕлӳçĕсен, районти ушкăн ертӳçисен хăвăр çинчен хăвăрăнах хыпар-хăнар пĕлтерсе тăма тивет. Сире такам аякри асăрхасса кĕтсе ан ларăр.

Нацин пысăкрах пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсемпе кăларнă ĕçсене уйрăм ушкăна кĕртсе палăртăпăр. Ку шута чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, ăс-хакăл еткерĕпе, чĕлхе е ӳнер ыйтăвĕсемпе çырнă кĕнекесем кĕрĕç. Сăмахран, В.В.Николаев ăсчахăн «История предков чувашей: ХХХ в.до н.э. –ХУ в.н.э.), Г.П.Кеннамăн «Чуваши – скифы: потомки египтян и шумеров», Д.Ф.Мадуровăн «Традиционное декоративное искусство и праздники чувашей», Е.Е.Ерагинăн «Çимĕк-çинçе çитсессĕн», В.Н. Алмантайăн «Культура суваро-булгар», В.Ф.Макаровăн «По следам болгар, сувар и чувашей» ĕçĕсем пĕтĕм чăваш халăхне кирлĕ тесе шутлатпăр.

Тăван тавралăхăн, тăван халăхăн паттăр тĕпчевçисем! Сире иксĕлми хастарлăхăршăн мухтаса, ырă сунса, тĕнчери «эрешмен картине» хăюллăраххăн кĕме чĕнсе cаламлатăп.

В.П.Станьял, ЧТП хисеплĕ пашханĕ.

Куславккасен Акатуй иртнӗ

16.06.2015 23:13
Куславккасен Акатуй иртнӗ

Ҫӗртме уйӑхӗнче Акатуйсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вал Куславкка районӗнче те пулнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.

Куславкка районӗнчи ял тӑрӑхӗсем кӗнеке куравӗсем йӗркеленӗ. Хӑнасене кӗнекепе те, ҫӑкӑр-тӑварпа та кӗтсе илнӗ.

Уява Атӑл хӗрринче йӗркеленӗ. Тӗп сцена патне ҫӗр-ҫӗр куракан пухӑннӑ. Кӑҫал район ҫуракине ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫченӗ чунтан савӑннӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Хӑшӗ-пӗрине ялта ҫурт хӑпартмашкӑн е туянмашкӑн социаллӑ тӳлев панӑ. Ҫав йышра Рожновсен ҫемйи те пулнӑ.

Михаил Игнатьев хуҫалӑх тытса пыракан ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ку ӗҫ йывӑр пулнине ҫирӗплетнӗ.

Юпшик Ялтӑра ял уявне ирттернӗ

16.06.2015 20:55

Ҫӗртме уйахӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑрара уяв иртнӗ. Ял халӑхӗ перле пухӑнса савӑннӑ.

Уява паллӑ тумашкӑн маларах хатӗрленме тытӑннӑ: сценари ҫырнӑ, конкурссем тупнӑ.

Паллах, малтан Аҫӑм Ҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров ентешӗсене саламланӑ. Вӑл чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ. Ӑна Степановсен ҫемйи, Елена Владимирова тивӗҫнӗ.

Юбилярсене те чыслама манман. Георгий Осипова, Валентина Макаровӑна ҫавра ҫулсемпе саламланӑ. Вӗсем валли Настя Владимировӑпа Татьяна Иванова «Ма хитре-ши ҫуркунне?» юрра шӑрантарнӑ. «Хохотушки» ташӑ ушкӑнӗ чӑваш тата вырӑс халӑх ташшисене тӑпӑртаттарнӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ял уявӗнче шӳрпепе, шашлӑкпа хӑналаннӑ. Вӗсене Калинин райповӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ.

Мӑн явӑшсем ял уявӗнче савӑннӑ

16.06.2015 09:05
Мӑн явӑшсем ял уявӗнче савӑннӑ

Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ял кунӗ иртнӗ. Унта яланхи пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев, «Мураты» ЯХПК тӗп директорӗ Геннадий Спиридонов хутшӑннӑ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хисеплӗ тата ватӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Вӗсене Спиридонов Г.П., Спиридонов Ю.П., Спиридонова Ю.М., Яковлева М.Я., Романов А.Н., Прокопьева И.А., Алексеева Э.Н., Федоров А.Г., Петров С.И., Ивановой А.В., Сергеева М.М., Порфирьева А.М., Семенова З.С., Мартынова Р.С., Владимиров М.В., Владимирова З.С., Семенова А.М., Федорова Р.И., Порфирьева Р.А., Владимиров С.П. тивӗҫнӗ.

Унтан Мӑн Явӑш клубӗн ӗҫченӗсем концерт пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех уява чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ.

Ҫав вӑхӑтра мини-футболла вылянӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене укҫан хавхалантарнӑ.

Страницăсем: 1 ... 34, 35, 36, 37, 38, [39]