29.12.2020 09:50

Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хаваслӑ лару-тӑрура Наци библиотекин «Чӑваш кӗнеки» центрӗн пултаруллӑ ертӳҫине, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗн ҫумне Галина Павловна Соловьевӑна «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» патшалӑх наградипе чысларӗ.