Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский
16.06.2017 13:59
Александр Пушкин: «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе»

Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валери Туркай вулакансене Александр Пушкинӑн «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе» чӑвашла куҫарнӑ сӑвӑсен пуххипе паллаштарчӗ.

Александр Сергеевич Пушкин – Раҫҫей историйӗн уйрӑлми пайӗ, чапӗ, тӗнче шайӗнчи поэт. Вӑл чӑваш халӑх культурин аталанӑвӗнче те паллӑ йӗр хӑварнӑ. Унӑн чылай хайлавне – сӑвви-поэмине, калавӗсемпе юмахӗсене, повеҫӗсене — чӑвашла куҫарнӑ. Куҫаракансен шутӗнче К. Иванов, Куҫма Турхан, Семен Элкер, Митта Ваҫлейӗ, Петӗр Хусанкай, Яков Ухсай, Александр Алка, Стихван Шавли, Артемьев, Айташ, Юрий Сементер, Николай Теветкел тата ытти пултаруллӑ калем ӑстисем.

Валерий Туркай юлашки вӑхӑтра куҫару ӗҫӗнче те палӑрчӗ. Вӑл тӑрӑшнипе, унӑн куҫарас ӑсталӑхӗ ҫӳллӗ шайра пулнипе паян эпир тӗрлӗ халӑх литературине чӑвашла киленсе вулама пултаратпӑр: Шевченко, Тукай, Чехов, Джалиль, Гамзатов, Ли Бо тата Ду Фу китай поэчӗсем…

Кӗнеке уявӗнче Валерий Владимирович куҫару юхӑмӗ еплерех йӗркеленсе пыни тата хӑйӗн пултарулӑхне Пушкин мӗнле витӗм кӳни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ, Чул Хула облаҫӗнчи Болдинӑра аслӑ поэта халалланӑ мероприятисенче хутшӑннине хавхаланса аса илчӗ. Пухӑннисене Валери Туркай тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Кириллова Пушкин сӑввисене чунтан хӑпартланса, хумханса вулани уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ.

Юрий Артемьев литература тӗпчевҫи калашле «Пушкина эпир хамӑр поэт тесе хаклама пултаратпӑр. Вырӑс литературин «кӗмӗл ӗмӗрӗнче» те чаплӑ сӑвӑҫсем пулнӑ, анчах ҫав вӑхӑтри чӑваш ҫыравҫисем Пушкин патне таврӑнаҫҫӗ, ӑна куҫараҫҫӗ, мӗншӗн тесен гениллӗ поэтӑн чӑваш чунӗнче хӑйӗн вырӑнне йышӑнмалла пулнӑ, унсӑрӑн мала кайма ҫукчӗ».

Виталий Станьял литература критикӗ палӑртнӑ тӑрӑх «Валери Туркай хатӗрленӗ пархатарлӑ ӗҫ – «Чӗрем ман юлӗ сирӗнпе» кӗнекен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Ырламалли куҫарусем кӗнекере сахал мар. Халиччен пачах куҫарман хайлавсене нумай суйласа илни хӑйех пысӑк утӑм. Шкул кӗнекисене кӗнӗ сӑвӑсене тӑрӑшса куҫарни тата пахарах. Хайлавсене икӗ чӗлхепе юнашар лартни вулакан курӑмне уҫса пырать».

Ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа Валери Туркая саламлама хӑнасем йышлӑн пухӑннӑ: Виктор Овчаров журналист, Раиса Сарпи, Василий Пушкин, Ара Мишши, Арсений Тарасов, Лидия Сарине, Василий Кервен, Ольга Туркай тата ытти ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсем, библиотека ӗҫченӗсем ӑста куҫаруҫӑна ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ҫак ҫӑмӑлах мар ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Уяв каҫне Кӳкеҫри «Телей» фольклор ушкӑнӗ хаваслӑ юрри-ташшипе илем кӗртрӗ.

Ольга Тимофеева