Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский
29.09.2017 16:59
«Фёдор Павлов – чӑваш музыкипе литературин классикӗ» ҫавра сӗтел иртрӗ

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ композитор, дирижёр, драматург Фёдор Павлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫавра сӗтел иртрӗ. Уява тӗпчевҫӗсем, ӑсчхасем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ.

Ҫавра сӗтеле «Чӑваш кӗнеки» центрӑн ертӳҫи Галина Соловьева уҫрӗ, чӑваш литературипе культурине атлантарас ӗҫре Ф. Павлов тӳпи пысӑк пулнине палӑртрӗ.

Ӳнер ӗҫӗн докторӗ, Чӑваш патшалах гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ӗҫченӗ Михаил Кондратьев Фёдор Павлов композитор пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ, пухӑннисене ятарласа юбилей тӗлне кӑларнӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» («Ылтӑн ту…» Фёдор Павлов тата унӑн самани) монографипе паллаштарчӗ.

Чӑваш Республикин Наци библиотекин «Кӗнеке палати» уйрӑмӗ «Талант, отданный народу»: к 125-летию Федора Павловича Павлова (1892-1931)» (Халӑха пилленӗ талант) электронлӑ кӑларӑм хатӗрленӗ, ҫавра сӗтелре унпа Наталия Хомуткина библиограф паллаштарчӗ. Кӑларӑма Фёдор Павлов биографие, тулли библиографие, сӑн ӳкерчӗксемпе архив докуменчӗсене, литература тата музыка хайлавӗсене кӗртнӗ.

Фёдор Павлов чӑваш литературинче те паллӑ йӗр хӑварнӑ, вӑл хайланӑ сӑвӑсем, фельетонсем, пьесӑсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Унӑн литературӑри ӗҫӗ-хӗлне филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Кириллова туллин ҫутатса пачӗ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Ф.Павлов ячӗпе хисепленекен музыка училищин вӗрентекенӗ Надежда Кириллова Фёдор Павловӑн чӑваш культурипе ӳнерӗнчи пӗлтерӗшӗ пирки калаҫрӗ, унӑн сӑввисене хавхаланса вуласа пачӗ.

Ҫавра сӗтел ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май пухӑннисем Фёдор Павлов ӗҫӗ-хӗлӗпе пултарулӑхӗнче тӗпчемелли тата та нумаййине палӑртса хӑварчӗҫ.

 

Ольга Тимофеева