Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ ҫын таврашӗнчи ӑс-хакӑла ӳстерет, унсӑрӑн этем мӗншӗн пурӑнмаллине ӑнланаймасть».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

02.10.2017 10:31
Поэтсем яла таврăнаççĕ

Турхан Энтри те, Яккăвĕ те, Хĕветĕрĕ те Х1Х ĕмĕр вĕçĕнче çуралса йывăр вăхăтра чăваш литературишĕн тăрăшакан поэтсем пулса тăнă. Вĕсем çак çĕр çине ахаль çын пулса килменнине хăйсен кун-çулĕпе, сăвă-поэмипе, куçарăвĕпе, вилĕмĕпе çирĕплетсе панă.

Турхансен çемйинче 11 ача пулнă. Ашшĕ-амăшĕ хутла пĕлмен пулсан та, пур ачине те вулама-çырма вĕрентнĕ. Вун пĕр ачаран виççĕшĕ паллă сăвăçăсем пулса тăнă.

Пĕр тăван Турхансем чăваш поэзине XIX ĕмĕр вĕçĕнчех пырса кĕнĕ. Пырса кĕнĕ те хăйсен сассипе пуянлатнă. Шыравлă, ăнăçуллă пулнă вĕсен ĕçĕ.

Вĕсем хăйсен поэзийĕнче социаллă пысăк ыйтусем хускатас, чăваш хресченĕсен нушаллă пурнăçне сăнласа кăтартас тĕллев лартман. Вĕсен сăввисенче социаллă пурнăç ыйтăвĕсем тĕп вырăн йышăнман. Турхансем ытларах лириксем пулнă, пултарулăхĕ те лирикăра ытларах палăрнă. Ырăпа усал проблемине вĕсем çут çанталăк çинчен çырнă сăввисенче хускатнă.

Çыравçăшăн чи пысăк хисеп – шкул программине кĕртни тесе калать чăваш литература тишкерÿçи, таврапĕлÿçĕ В.П.Станьял. Чăнах та, ку питĕ тĕрĕс сăмах. Тата ватăсем ырă çынна ырă ят тесе те калаççĕ. Çак сăмахсене асра тытса Турхан Хĕветĕрĕн мăнукĕпе Турхан Энтри ывăлĕ пысăк ĕç пуçарса ячĕç.

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче виçĕ поэт çуралса ÿснĕ ялта ентешсене асăнса «Турхан юпи» палăк уçрĕç. Пирĕнпе пĕрле çак паллă та асăмра юлакан куна уявлама тĕрлĕ çĕртен хăнасем килсе çитрĕç:

Алексей Александрович Турханпа Софья Александровна Матросова, Турхан Хĕветĕрĕн мăнукĕсем;

Евгений Андреевичпа Вероника Андреевна, Турхан Энтри ачисем;

Николай Григорьевич Кондрашкин, «Турхан юпи» палăкăн авторĕ;

Илле Иванов, Чăваш республикинчи çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ, Пĕтĕм тĕнчери Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕн элчи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченӗ;

Петр Петрович Сидоров, республикăри «Елчĕк ен» ентешлĕх ертÿçин яваплă секретарĕ, писатель, журналист, спорт ветеранĕ;

Александр Никонович Семенов, Тутарстанри Чăваш таврапĕлÿçисен ертÿçи;

Ираида Ивановна Васильева, Елчĕк район пуçлăхĕ;

Антонина Анатольевна Александрова, Елчĕк район администрацийĕн культурăпа информаци пайĕн ертÿçи;

Николай Федорович Малышкин, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертÿçи;

Вера Петровна Турхан, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Пухăннă хăнасемпе ентешсем паллă поэтсем çинчен нумай ăшă сăмах каларĕç. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренекен ачасем Турхансем çырнă сăвăсене шăрантарчĕç, хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç.

Пĕр тăван Турхансене ăруран ăрăва асра тытса, пĕр тăвансем пек пултаруллă та ятлă çынсем пулма шкул ачисем сăмах пачĕç. Ял ятне, чăваш чапне çĕклес тесе пурăнма, хамăр хыççăн ырă ят хăварма тăрăшни çинчен пĕлтерчĕç.

Чӑваш Республикин Елчӗк районӗ