Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ — пӗр-пӗр япалана тӗпченипех унӑн сумне ӳстерекен ӑслӑлӑх дисциплини».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

03.10.2017 15:19
Кĕрхи уяв - Кĕр сăри

Чемен хулашĕнче,

Кĕр сăри уявĕнче.

Аслисене пуçтарса,

Савăнтăмăр пĕрле пулса.

Авалтан пыракан йăлапа чăвашсем кĕрхи ĕçсене вĕçлесен Кĕр сăри уявне паллă тунă.Иртнĕ шăматкун Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче те ăна Ваттисен кунĕпе пĕрле çыхăнтарса анлăн паллă турĕç.

Станъялĕнчи "Чемен карти" этнопарк каллех хăнасене йышăнчĕ. Вĕсене Никита Макаровпа Катя Тосканова аслă хапха умĕнче çĕнĕ çăкăрпа, сăрапа кĕтсе илчĕç. Палăртнă вăхăта ял тăрăхĕнчи 11 ялăн хастар çыннисем хурансем çакса яшка, пăтă пĕçерчĕç, чей вĕретрĕç, сĕтелсем хатĕрлерĕç. Кашни ял хăйĕн кил картишне илемлетрĕ.

Чи малтанах, "Чемен карти" çумĕпе Экологи çулталăкне халалласа хыр хунавĕсене лартрăмăр. Унта Шупашкар райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Муркаш шкул директорĕ Николай Смирнов, Станъялĕнчи Ваттисен Канашĕн ертÿçи Владислав Эльмен тата вырăнти депутатсем хастарлăх кăтартрĕç. Таврапĕлÿçĕсен сцени çинчен ЧР Ваттисен тĕп Канашĕн ертÿçи Виталий Станъял ăсчах кĕр сăри пилне пачĕ, ваттисене асăнса сăра пички пуçларĕ. Уяв программине Çÿлтикассипе Шупашкаркасси клубĕн ертÿçисем Светлана Мартьяновăпа Любовь Иванова ертсе пычĕç. Сумлă çынсем Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Юрий Зорин, Григорий Данилов тата Александр Андреев, Шупашкар районy депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Хорасев, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Борис Романов, Чӑваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Сорокин, ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов, чăвашсен "Атăлçи Пăлхар" фонд ертÿçи Юрий Чутай çыравçă, "Сувар" фонд ертÿçи Владимир Тяпкин, Чӑваш Республикин писательсен пĕрлĕхĕн членĕ Николай Кортунов- Хоначи таврапĕлÿçĕ, Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнерçи Юрий Ювенальев, Чӑваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Алмантай т.ыт. сăмах каларĕç, музея парнесем пачĕç. Юрий Чутай вырăнти музея авалхи Атăлçи Пăлхар патшалăхне сăнарланă ялав парнелерĕ.

"Эсир ĕçленине эпир пысăка хурса хаклатпăр, нихăçан та манмастпăр. Сирĕн пурнăç çÿлти шайра пултăр тесе, пенсипе пособи укçисем ÿсчĕр тесе малалла та тăрăшса ĕçлĕпĕр",- терĕ Григорий Данилов аслисене уяв ячĕпе саламланă май. Александр Андреев "Кĕр сăри" уявĕн йăли-йĕрки аслă ăрури çынсем тăрăшнипе, вĕсем вĕрентсе пынипе сыхланса юлнине палăртрĕ. "Питĕ вăйлă, сумлă музей туса хунă. Экспонатсем нумай. Виталий Станъял, Сергей Сорокин, Эдуард Бахмисов, Юрий Ювенальев, Владимир Алмантай пек çынсем пулсан пирĕн чăваш наци культури нихăçан та пĕтмест",- палӑртрӗ хăйĕн сăмахĕнче Юрий Зорин.

Котеркассинчи Надежда Михайлова ертсе пыракан "Шордан" халăх фольклор ушкăнĕ, Малти Ункăпуçĕнчи Родион Долговăн "Ункă шевлисем", Çÿлтикассинчи Владимир Мартьяновăн "Палан", Кăшавăшри "Алтăр çăлтăр" пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Хăнасемпе жюри членĕсем ял картишĕсене тишкерчĕç. Атăлъял ял клуб ертÿçи Кристина Семеновăпа Ольга Романова вут чĕртсе 2 хуран çакса шаркку пĕçернĕ, чей вĕретнĕ. Нина Матюшкина, Валентина Прокопьева тата Галина Романова сăра вĕретсе хатĕрленĕ. Хăнасене тулли сăра пичкипе, çавра çăкăрпа кĕтсе илчĕç.

Салапайкассисен картишĕнчи сĕтелĕ те туллиех, сăри те пур. Хуранти "Салтак пăттине" Галина Ковковăпа Надежда Морозова пĕçернĕ. Кукăльпа сăрине Галина Ельмешкина хатĕрленĕ. Вĕсен ялĕнчен уява килнĕ 87-ри Елизавета Лебедева уяв кăмăла кайнине пĕлтерчĕ.

Вăрманкассинчи "Сăра картишĕн" сĕтелĕ çинче 11 тĕрлĕ хăмлаллă сӑра. Вĕсене Александр Селедкинпа Надежда Ерманова хатĕрленĕ. Ия Степанова пĕçернĕ "сысна çури" тата "пулă" евĕрлĕ кукăльсене те юратса тутантăмăр. Юлия Петуховăн какай шÿрпийĕ те ăнса пулнă. "11 тĕслĕ- Кĕр сăри" номинацире вĕсем çĕнтерни çавăнпа та кĕтменлĕх пулмарĕ.

Кипечкассисен куравĕпе Фаинăпа Эльвира Смирновăсем паллаштарчĕç. Михаил Смирновпа Вениамин Павлов пулă яшки пĕçерчĕç. Пÿртĕнче Ваттисен сăмахĕсене вуласа тĕлĕнетĕн. Вӗсем "Сбитень- напиток" номинацире ҫӗнтерчӗç. Кайри Ункăпуçĕнчи Мария Изванова хăй вĕретнĕ сăра пичкине пуçласа хăнасене ĕçтерчĕ, кăмпа кукăлĕпе сăйларĕ. "Кăмпа яшки мĕнле тутлă, пирĕн Шарпашсем çавнашкал",- тесе юрласа кĕтсе илчĕç хăнасене Татьяна Языкова ертсе пыракан Шарпашри "Мерчен" ушкăн хĕрĕсем. Кăмпа яшкипе шампиньон шашлăкне Светлана Гайкова пĕçернĕ. Сĕтел хушшинчи купăста -"мулкачă" - пурне те уяв "саламĕ" ярать. Хастарсем "Купăстаран мулкач" номинацие тивӗҫрӗҫ.

Хыркассисем уяв сĕтелне лаша урапи çине вырнаçтарнипе паллах "Кĕр сăри урапи" номинацие илчĕç. Какай шÿрпине Светлана Семенова пĕçерчĕ.

Шупашкаркассисем хăнасене çăкăр тăварпа, сăрапа кăна мар, юрă-ташăпа та кĕтсе илсе "Юрăпа кĕтсе илчĕç" ята тивĕçрĕç. Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова уява хăйĕн янаварĕсемпе хутшăнчĕ, лаша кÿлнĕ урапапа ярăнтарчĕ. "Шурăмпуç" ушкăн хĕрĕсем лаша урапи çине ларса юрла-юрла çаврăнни пурне те савăнтарчĕ.

Станъял ялĕнчи какай шÿрпине ял старости Николай Артемьев пĕçерчĕ. Вĕсем хăнасене Татьяна Майоровăпа пĕрле "Пиç-пиç палан" юрра шăрантарса кĕтсе илчĕç. Тĕрлĕрен курăкран вĕретнĕ "Вĕри çырла шывĕ" чей чирлесен питĕ сиплĕ. Станъялсем "Сиплĕ сĕткен" номинацире палăрчĕç.

Çÿлтикассинчи Алевтина Мартьянова тăрăшнипе уяв сĕтелĕ туллиехчĕ. Солянкăпа плов та пур вĕсен. Сĕтел çинчи "Пахча-çимĕç кăвакалĕ" вара ятарлӑ номинацие тивĕçрĕ.

Малти Ункăпуçĕнчи Клавдия Ярдухина, Спиридоновсемпе Рязановсем, Мочаловсем тĕрлĕ сăра вĕретнĕ, чăвашла ятсем парса тухнӑ. "Çывăх юлташ" ятли вара диплом çĕнсе илме пулăшрĕ.

Чăваш апат-çимĕçне хатĕрлессипе жюри Атăлъялсен пÿремĕчĕпе Салапайкассисен "Салтак пăттине", Кайри Ункăпуçсен кăмпа кукăльне тата Вăрманкассисен "Кĕр сăрисене" палăртрĕ. Уяври çĕнтерÿçĕсене Сергей Сорокинпа жюри членĕсем тĕрлĕрен парнесемпе чысларĕç. Эдуард Бахмисов Владимир Мартьянова ЧНК президенчĕн хушăвĕпе чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Чӑваш таврапĕлÿçисен ертÿçи Сергей Сорокин вара Владимир Мартьяновăн кăкăрĕ çине Никита Бичурин ячĕллĕ медаль çакрĕ, ĕнентерÿ хутне пачĕ. Чăн та, халăхпа пĕрле ĕçлеме те уявра савăнма та аван çав, сăлтавĕ пултăр кăна.

Николай Смирнов, Атăлъял