Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».


«Таврапӗлӳ — пӗр-пӗр япалана тӗпченипех унӑн сумне ӳстерекен ӑслӑлӑх дисциплини».

Дмитри Лихачёв академик

05.10.2017 10:47
ХВАТЕЙ ПИЧЧЕН ХӐВАЧӖ ПУР

Хватей пичче – Фадей Константинович Константинов (Шупашкар районӗ, Сарпак ялӗ, 1.8.1929 ҫ.ҫ.) – Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн (ЧТП) хастар пайташӗ, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ, халӑх академикӗ, районти паллӑ ҫын. Сакӑрвун саккӑрта чухне те вӑл лара-тӑра пӗлмест, ӗҫсӗр пӗр кун ирттермест. Ункӑ шывӗ вӑй парать-ши ӑна е Ишек киремечӗпе турри хавхалантарса тӑраҫҫӗ-ши? – эпӗ калама пӗлес ҫук.

«Ялти-колхозри ӗҫе 12 ҫулта кӳлӗнтӗм те, паянчченех пӑрахман-ха», - тет Фадей Константинович, виҫӗмкун Ишек пасарӗнче туяннӑ туйине алӑк хыҫнерех тӗртсе хурса. Ишек таврашне вӑл хӑйӗн килкартинчен те тӗплӗрех пӗлет пулмалла, мӗншӗн тесен ӗмӗр тӑршшипех халӑх ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ – культура ҫурчӗн ертӳҫинче, ял канашӗн председателӗнче, «Гвардия» (кайран «Сталинская гвардия», «Слава») колхозра председатель ҫумӗнче, комсомолпа парти организацийӗсен секретарӗнче кӗрленӗ, кашни килте пулса курнӑ. Хвати пичче хутшӑнмасӑр кунта пӗр пулӑм та пулса иртме пултарайман – унӑн ӳсӗмӗнче парти алли пурне те ҫирӗп тытса тӑнӑ.

Эпӗ унӑн ятне Ишлейре тухса тӑракан «Колхозник хаҫатӗнче» пуҫламӑш класра вӗреннӗ чухнех курсаттӑм. Вӑл район хаҫатӗнче куллен пичетленетчӗ. «Манӑн пӗрремӗш статья 1949 ҫулта кун ҫути курчӗ, халӗ ӗнтӗ вӗсен шучӗ икӗ пинрен иртсе кайрӗ», - тесе ҫырчӗ ял хыпарҫи пӗринче. Ишекре таврапӗлӳ музейне йӗркеленӗ чухне, Шупашкар районӗн энциклопедийӗ валли мӗнтелсем пухнӑ кунсенче Фадей Константиновичпа калаҫнисем аса килеҫҫӗ те, унӑн ал-хапӑллӑх хӑвачӗ тапса тӑнине пӗлсе савӑнатӑп. Ыйтнӑ е хушнӑ ӗҫе тумасӑр, кирлӗ е васкавлӑ пулӑмран пӑрӑнса нихҫан та аюклатса тӑман пулӗ тесе шутлатӑп.

Авалхи еврей чӗлхинчен куҫарсан Фадей ят «мухтани-ырлани», «мухтава тивӗҫ» тенине пӗлтерет. Манӑн мӗншӗн вара Хватей пиччене ырлас мар. Эпӗ унӑн кӗнекисене йӑлтах тимлесе тӑратӑп, кӑранташпа чӗрсех вуласа та тишкерсе сӑвӑратӑп. Лайӑх, кирлӗ, вӑхӑтлӑ кӗнекесем кӑларчӗ вӑл. Чунри-кунри тӑван ҫӗршыва ырлакан, таврари маттур ҫынсене мухтакан кӗнекесем турӗ таврапӗлӳҫӗ. Икӗ кӗнекеллӗ «Сторона моя Ишакская», икӗ кӗнекеллӗ «Тӑван Ен» хаҫат историйӗ (пӗри те тепри районти калем ӑстисене тата ял хыпарҫисене чыслать). Тепӗр икӗ кӗнеки Ишекпе Кӳкеҫ тӑрӑхне ҫӳлелле ҫӗклет.

Шупашкар районӗнчи хаҫат юбилейӗ тӗлне пухса кӑларнӑ «Тӑван Ен»: 85 ҫул халӑхпа пӗрле» ҫӗнӗ кӗнеки (2017, 84 с.) тӑпӑл-тӑпӑл, илемлӗ, тулли пулса тухнӑ. Унта район хаҫачӗн (вӑл шутра Ишлей районӗн «Колхозник хаҫачӗн» те) тата Кӳкеҫ типографийӗн кунҫулӗ уҫӑмлӑ ӳкерӗннӗ. «Колхознӗк ҫулӗ» хаҫатӑн малтанхи кӑларӑмне пӗтӗмпех Шуркасси каччи, учитель, сӑвӑҫ Герман Ошмань (Серебряков) хатӗрленӗ, пӗрремӗш тӗременне (редакторне) Порфирий Ростова лартнӑ. Синкерлӗ килсе тухнӑ Порфирий Матвеевич шӑпи. Вӑл хаҫат редакторӗнче 1932-1942 ҫулсенче тӑнӑ тесе каламалла. Анчах 1937 ҫулта ӑна «халӑх тӑшманӗ» туса пуҫиле яраҫҫӗ те 4 ҫул ҫулӑмсӑр вутра ҫунтараҫҫӗ. Айӑпсӑр этем 1941 ҫулта каллех тӑван хаҫата таврӑнать, тепӗр ҫултан хаяр вӑрҫа тухса каять. Орел хулине ирӗке кӑларнӑ чухне ҫамрӑк политрук харсӑр пуҫне ҫапӑҫура хурать. Ҫакӑн пек таса чунлӑ паттӑрсене хисеплесе Кӳкеҫре палӑклӑ аллея тусан пӗрре те ытлашши пулмӗччӗ.

Кайран хаҫат тӗременӗнче (редакторӗнче) ӗҫленӗ 25 журналист ячӗ-сӑнӗ кӗнекере йӑлтах пур. Ӑста ҫыракан редакторсенчен (кӗске хыпар ҫырайманнисем те пур-ҫке-ха вӗсен хушшинче!) республика вулаканӗсем Геннадий Мальцева, Андрей Михайлова, Петр Матвеева, Геннадий Егорова, Владимир Савинкина, Юрий Листопада, Борис Чиндыкова, Виктория Вышинскаяна аван паллаҫҫӗ. Ытти хаҫатҫӑсене – малтанхисене, хальхисене _ пурне те ҫӗнӗ кӗнекере чыслӑ вырӑн панӑ, вӗсемпе пӗрле – хаҫатӑн ялти хыпарҫисене (ялкорсене) те. Ытти районсенчи хаҫатсен, паллах, вырӑнти хыпарҫӑсем сахал мар, анчах вӗсем Шупашкар районӗнчи пекех чӑмӑртануллӑ, пит хастар пулнине урӑх ҫӗрте пӗлместӗп. Ҫавсем ҫырни курӑнмасан хаҫат кӑларӑмӗн тути ҫук пек туйӑнать мана. Тӑван Енӗн шалуллӑ хаҫатҫисем питӗ пултаруллине курса тӑратӑп, вӗсем сӑмах хӑватне ӗненекен ача-пӑчапа карчӑк-кӗрчӗке те хӑйсемпе юнашар вырӑн панӑшӑн савӑнатӑп. Ҫав ватӑла пӗлмен ял хыпарҫисен ретӗнчен пирӗн хисеплӗ ҫыннӑмӑр Фадей Константинович Константинов таврапӗлӳҫӗ.

Ҫӗнӗ кӗнеке пухса кӑларнӑ ятпа Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ (ЧТП) чӗререн ӑшшӑн саламлать сана, Хватей пичче! Чунри хӑватна чӑтӑмлӑн упра!

Виталий Станьял,

ЧТП хисеплӗ председателӗ