Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».


«Таврапӗлӳ ҫын таврашӗнчи ӑс-хакӑла ӳстерет, унсӑрӑн этем мӗншӗн пурӑнмаллине ӑнланаймасть».

Дмитри Лихачёв академик

06.02.2018 18:33
«ТӖТТӖМ КАҪРА ҪӐЛТӐРСЕМ ҪУТӐРАХ...»

Вулакансем ыйтнипе Агафья Гаврилова çинчен В.П. Станьял çырнӑ статьясене пичетлетпĕр. Вырăсли «Республика» хаçатра, чăвашли «Хыпарта» пичетленнĕ.

(А.Г. Гаврилова революционерка ҫуралнăранпа 140 ҫул ҫитнине палăртса)

** Гаврилова Агафья Гавриловна (Укахйе, Укахви, Ахахпи* 26 1. (7. 2). 1878, Шупашкар уесӗнчи – хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи - Энӗш Кӑршка ялӗнче ҫуралнӑ, _ 7.10.1918, Хусанта персе вӗлернӗ, ăҫта пытарни паллă мар) - чăваш наци ирӗклӗхӗн хастар кӗрешӳҫи, талантлă педагог, публицист-журналистка. Шӗнерпуҫӗнчи шкултан, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ ҫумӗнчи хӗрачасен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Кӑнна Кушкинче, Тури Чаткасри хӗрачасен пуҫламӑш шкулӗнче, Тӳмерлере пурӗ 14 ҫул ӗҫленӗ. Л.Н.Толстой шухӑшӗсене сарнӑшӑн, ял халӑхне пуху йышӑнӑвӗсем (приговорсем) ҫырса панӑшӑн ӑна вӗрентӳ ӗҫӗнчен пӑрса янӑ. Вара тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе пӑхнӑ, Хусанти сыватӑша шут ӗҫне вырнаҫнӑ. Нарӑсри пӑлхавӑр хыҫҫӑн Хусан Питӗр хулипе тан кӗрлесе тӑнӑ. Вичкӗн чӑваш хӗрӗ эсерсен партийӗнче тепӗр хут хӑюллӑн кӗрешме, «Хыпар» хаҫата ҫырса тӑма пуҫланӑ. 1917 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна «Хыпар» хаҫата ӗҫе илнӗ, ҫӗртме уйӑхӗнче эсерсен партийӗн ертӳлӗхне суйланӑ, ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш наци пӗрлӗхӗн (ЧНО) ҫыруҫине лартнӑ. Вӑл 1918 ҫулхи ҫӗртмере Чӑваш хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвне йӗркелесе янӑ. ҫав ҫулах ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче - «Хыпар» хаҫат тӗременӗ (редакторӗ). Шурӑ чехсене Хусантан хӑваласа янӑ хыҫҫӑн Агафья Гаврилована, унӑн яшлӑхран савса пурӑннӑ ҫыннине Тимахви Хури революционера, ытти «контрреволюционерсене» большевиксен ЧК тытӑмӗ ним шеллемесӗр персе пӑрахнӑ. Укахйепе Хурин айӑпсӑр ятне хальхи «Хыпар» ыйтнипе 2006 ҫулта тӳрре кӑларчӗҫ.

Ҫӗр ҫул ӗлӗк, 1918 ҫулта, Хусан тӗрминче ларакан Гавриил Алюнов революционер, «Хыпар» хаҫат тӗп тӗременне (редакторне) Агафья Гаврилована чекистсем тискеррӗн персе пӑрахни ҫинчен пӗлсен кӑшкӑрса янӑ: «Чӑваш халӑхӗн ылтӑн хӗвелне персе антарчӗҫ! Хамӑр таврашра таса хӗрарӑм пурӑннине ку ирсӗрсем чӑтма пултараймарӗҫ! Мӗнле куҫпа тухӗҫ-ши вӗсем халӑх куҫӗ умне».

...Чӑваш кӗнеке палатинче Иоаким Степановичпа темиҫе хутчен калаҫни аса килет. «Тӗрлемес таврашӗнче» драма сыпӑкӗсене «Чӑваш литератури» вӗренӳ кӗнекине кӗртес тесе шутлаканскер, эпӗ ӑна ыйтусем пама шикленсе тӑмарӑм. Ку вӑхӑта 1917-1918 ҫулхи «Хыпар» хаҫата йӑлтах вуласа тухнӑччӗ, Мӗтри Юман кӗнекисене (Шупашкарта вулама чарнӑ пулсан та) шӗкӗлчеме ӗлкӗрнӗччӗ, вӑл ҫырнисене пухса кӑларма ӗмӗтленеттӗм.

- Сирӗн 1918 ҫулхи хушусенче, ҫав-ҫав чӑваш тӑшманӗсене (вӑл шутра – «ҫӳллӗ мар, ырхан, шӗвӗр сӑмсаллӑ, катӑк шӑллӑ, хӑйӑлти саслӑ» Агафья Гаврилована та) Чӑваш пайне тытса памалла тенӗ ҫӗрте, Мӗтри Юман ячӗ ҫук. Мӗншӗн? - ҫакӑнтан пуҫланчӗ пирӗн вӑрӑм калаҫу. Вара хӑй ун чухне Гавриил Алюнов патне тӗрмене кӗрсе калаҫнине, паллӑ террорист-эсер Борис Савинков пирки тавлашнине (Алюнов унпа Ярославльте пӗрле пулнӑ), Кевӗрле «комиссародержавие» хытӑ тиркенине каласа пачӗ. «Пулӑшас, хӑтарас тенӗччӗ, итлемерӗ, каялла чакмарӗ». «Эппин, эсир ӑна персе пӑрахнӑ?» – «Ҫук. Вӑл шунтӑри чӳречерен сиксе вилнӗ».

Арсентий Изоркин историҫӗ Укахвипе Хурие персе вӗлернӗшӗн Иоаким Максимов-Кошкинский айӑплӑ тесе ҫырчӗ. Ман шутпа, ку юриех пӑтратни пулчӗ пулас. Иоаким Степанович мана хӑй ыйту пачӗ: «Пӗр чӑвашне персе вӗлер, тепӗр чӑвашне, вара манӑн кампа ӗҫлемеллеччӗ. Вӗсен шăпине 5-мӗш ҫар политпайӗнчи чӑвашсем мар, кӗпӗрнери синкерлӗх комиссийӗнчи лациссемпе бабкевичсем касса татнӑ».

Ӑслӑ, чипер, хӑюллӗ хӗр Ахахпи 1905-1906 ҫулсенче анат чӑваш тӑрӑхӗнче Анна Сидорова хӗр-тантӑшӗпе, Мӗтри Юманпа, Гермоген Титовпа тата ытти ҫамрӑк революционерсемпе пӗрле Чӑваш вӗрентекенӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗ, халӑх хушшинче пухусем ирттерсе ҫӳренӗ. Яш вӑхӑтра чӑвашсен пит пултаруллӑ революционерӗпе, Шӗнерпуҫӗнчи шкулта пӗрле вӗреннӗ Тимахви Хурипе туслӑ пулнӑскер, вӑл тӑван халӑх ӗҫӗшӗн кӗрешме тупа тунӑ. Патша тытӑмӗ хӑйне хытӑ хӗсӗрленине пӑхмасӑр, ӗмӗрӗпех кӗрешӳ ҫулӗпе пынӑ. Ӑна та, ытти хастар вӗрентекенсене шкултан хӳтернӗ пекех, ачасемпе савӑнса ӗҫлеме ирӗк паман. Ӑҫта кайса вырнаҫсан та, шыраса тупнӑ та шкултан хӑваласа кӑларнӑ. Тупмасӑр, хӑваламасӑр! Вӑл хӑравҫӑ та айван учительсенчен темчуль уйрӑлса тӑнӑ. Ӑҫта ҫитет – унта унӑн сӑмахӗпе ӑсӗ, чиперӗпе тасалӑхӗ курӑнса каять. Етӗрне патӗнчи Кӗҫӗн Тӳмерлере ӗҫленӗ чухне Укахйе «Тури чӑвашсен туйӗ» тӗпчевлӗ хайлӑк ҫырать – унта вӑл туй йӗркине сӑнланӑ чухне вырӑнти калаҫу уйрӑмлӑхӗсене палӑртса тухать. ҫав пӗчӗк ӗҫрех пысӑк ӑсталӑх тан тапса тӑрать! Чӑваш хӗрне ӑслӑлӑх анинче ӗҫлеме май килнӗ пулсан, вӑл Ашмаринпа Никольский ӗҫӗсене тӑсаканӗ пулса тӑнӑ пулӗччӗ.

Пӑлхавӑрсен хумӗ Укахвие Чӑваш наци пӗрлӗхне (ЧНО) тата Чӑваш социал-революционерӗсен партине илсе ҫитерет. Кунта та вӑл пит ҫивӗч те маттур пулни палӑрать. Тӗслӗхе Кавӑрле хӗрӗ Укахйе ҫырнӑ (вӑл тепӗр чухне ҫапла алӑ пуснӑ) «Хыпар» хаҫатри (1917, чӳк, 1, 52 №) «Чӑваш ҫулӗ» хӑтавне вуласа пӑхма сӗнетӗп. Кӑткӑсем мӗнле туслӑ пурӑннине мухтанӑ хыҫҫӑн ҫапла калать: «Пӗр-пӗрне юратса, пулӑшса пурӑнни анчах этем пурнӑҫне малалла ярать. Пӗр ҫын тӑвайманнине ҫӗр ҫын тӑвать, ҫӗр ҫын тӑвайманнине пин ҫын тӑвать, пин чӑваш тума пултарайманнине пӗтӗм Чӑваш халӑхӗ (пӗр мӗльюн та икӗ ҫӗр пин ҫын) тума пултарать. Савнӑ ырӑ тӑвансем, ҫав кӑткӑсене курса пӗрле пурӑнма вӗренер! ... Кам та пулсан пирӗн хушшӑмӑрта начартарах пулсан, ӑна начар тесе таптар мар, аллинчен ҫавӑтса хамӑрпа пӗрле ертсе пырар. Ют хисеплетӗр тесен, пирӗн хамӑрӑн пӗр-пӗрне хисеплес пулать». Мана ҫак сӑмахсем пире паян чӗнсе каланӑ пекех илтӗнеҫҫӗ.

1918 ҫулта Хусанта Чӑваш хресченӗсен Аслӑ пухӑвӗнче Агафья Гаврилова чӑваш арӑмӗн шӑпи ҫинчен вирлӗ доклад туса панӑ, хӗрарӑма арҫынпа тан хисеплеме тивӗҫлине тӗрлӗ енчен ҫирӗплетсе кӑтартнӑ. «Хӗрарӑма эшафот ҫине хӑпартаҫҫӗ пулсан, унӑн трибуна умне тухма та право пур!» - тенӗ чӑваш Жанна-д”Аркӗ.

Аслӑ трибуна умне ӑслӑ сӑмахпа тухма пултарнӑ чӑваш хӗрӗн телей ҫӑлтӑрӗ вӑрах вӑхӑт ҫутатса ҫунма пултарайман. Малта Элтешлӗх вӑрҫин тимӗр тылли шалтлатса тӑнӑ. Тӑван халӑха пӗтӗм ӑш-чикӗпе юратса пурӑнакан Укахйе хӑйне революци тӑшманӗ тесе шутламасть, ҫавӑнпа шургвардипе, Комуч ҫарӗпе пӗрле ӗпхӳ урлӑ ҫӗпӗре кайма килӗшмест. Хусанти чекистсем ӑна тӳрех ярса тытаҫҫӗ, персе пӑрахаҫҫӗ.

Укахвин таса кӑмӑлӗ хӑйне персе пӑрахас умӗн ҫар трибуналӗн комендантне Хусан тӗрминче ҫырса панӑ юлашки евитре уҫҫӑн курӑнать, «Эпӗ вилнӗ хыҫҫӑн манӑн перекет кассинче упранакан 2039 тенкӗ укҫана Хусанта вӗренекен чухӑн чӑваш хӗрачисене партарма ыйтатӑп. Ку манӑн пӗртен-пӗр юлашки сӑмахӑм». ҫапла тӗнчекурӑмпа пурӑннӑ, кӗрешнӗ, вилӗм умне тӑнӑ чӑваш хӗрӗ. ҫак паттӑрлӑх патне вӑл ӗмӗр тӑршшипе ҫирӗппӗн хӑпарса пынӑ.

Ун пек хӑюллӑ, ӑслӑ та паттӑр хӗрарӑм халӗ чӑвашра пуррине эпӗ пӗлместӗп.

Виҫҫӗмӗш хут ҫуралнӑ «Хыпар» хаҫатӑн тӗременӗ Агафия Гавриловна пӗр уйӑх тӑршшинче виҫӗ кӑларӑма ҫеҫ алӑ пусма ӗлкӗрнӗ. Унта мӗн пичетленине, чӑваш хӗр-редакторӗ ҫутӑ та аслӑ шухӑшсемпе пурӑннине Алексей Леонтьев тӗпчевҫӗ «Хыпар»: минувшее и настоящее» (2011) кӗнекере тӗплӗн тишкерсе хакларӗ, ятне тӳрре кӑларас тесе ҫирӗп утӑм турӗ. ҫак тӗрӗслӗх мана хытӑ савӑнтарчӗ. Унччен тата Евгений Михайлов археолог Чӑваш наци музейӗнчи тусан айӗнчен (ун чухне вӑл музей директорӗччӗ) манӑҫа янӑ чиперкке сӑнне «чавса кӑларса» парсан хытӑ хӗпӗртерӗм. Килӗшӳллӗ, хитре те ӑслӑ-пуҫлӑ сӑн-пит, шӗвӗр сӑмсаллӑ та, катӑк шӑллӑ та мар – чӑваш артисткисен ретӗнче (Укахйе Георгий Тал-Мӑрса театрӗнче вылянӑ), ҫӗрпӳ районӗн Культура керменӗнче, Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗнче (пур пирӗн ҫавӑн пек пӗрлӗх), «Хыпар» хаҫат тӗременлӗхӗнче малти вырӑнта курӑнса тӑма тивӗҫ.

...Мӗтри Юман, Алексей Милли, Кавӑрле хӗрӗ Укахйе ҫырнисен пуххисене кӑларас ӗмӗтпе пурӑннӑччӗ. Пулмарӗ, пултармарӗҫ.

Тӗттӗм каҫсенче кӑна курӑнмалла-ши ҫутӑ ҫӑлтӑрсем.

Виталий Станьял