Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский
09.04.2018 09:22
Чăваш наци конгресĕн уҫӑ вулавӗсем: «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе»

Пӗлтӗр Раҫҫей шайӗнче ЧНК ал-ĕç ăстисен ассоциацийĕн председателĕ Зинаида Воронова йӗркелесе янӑ «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурс-фестиваль питӗ пысӑк шайра иртсе кайрӗ. Кӑҫал конгресӑн культура комитечӗ ҫӗнӗ проектсемпе ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак йышра Чăваш наци конгресĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» ятлӑ уҫӑ вулавӗсем.

Проектӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварасси тата ҫак ӗҫе ҫитӗнекен ӑрӑва явӑҫтарасси. Кашни чăваш ашшӗ-амӑш чӗлхине, тӑван халӑх историне, йӑла-йӗркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пӗлме тивӗҫ. Пирĕнтен кашниех хӑш халӑхран тухнине пӗлмеллех, унсӑрӑн эпир тымарсӑр йывӑҫ пекех пулӑпӑр. Тымарсӑр йывӑҫ часах хӑрать, типет, пирӗн вара хамăр халӑх историне, йӑли-йӗркине ытларах тӗпчесе пӗлсе вӑйланса, ҫирӗпленсе ҫеҫ пымалла пултӑрччӗ. Ҫак проекта пуçласа ярса хамӑр ума эпир шӑпах ҫак тӗллеве лартнӑ. Палӑртнине пурнӑҫлас тесе -

- Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине вӗрентӳ лекцийӗсен циклӗ урлӑ лекторсем каласа парӗҫ.

-Раҫҫей субьекчӗсене, республикӑри тӗрлӗ районсене, ялсене ҫитсе унта пурӑнакансене, шкул ачисене вырӑнти тата тулайри чӑвашсен культурипе, историйӗпе, йӑли-йĕркипе тӗрлӗ ӗҫ-пулӑм (мероприяти) урлӑ паллаштаратпӑр. Палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн пухнӑ материала тӗпе хурса мультимедийлӑ диск тата кӗнеке кӑларасшӑн.

«Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» çĕнĕ проекта Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ пирĕн юратнă Андриян Николаев çуралнă ялтан – Шуршăлтан пуçларĕ. Культура комитечĕн председателĕ, проект авторĕ Вера Архипова йĕркеленипе Шуршӑлти культура çуртне пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем ҫитрӗҫ. Культура комитечĕн пайташĕсем: Наталья Васильева, Эльвира Альмешкина, Елена Светлая, Роза Степанова, Любовь Вазюкова, Наталья Арсентьева, Елена Шурту, Зоя Яковлева, Нина Андреева, Раиса Васильева çак проекта йĕркелесе пыракансем. Вӗсен йышӗнче лектор - вӗрентӳ комитечӗн ертӳҫи Геронтий Лукиянович Никифоров, наука комитечĕн ертÿçи Василий Пушкин пулчӗç.

Шуршăл халăхĕ ЧНК пайташĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Культура çуртне вĕсем чылайăн пуçтарăннă. Алевтина Николаевна Петрова ертсе пыракан Шуршӑлти «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкăнĕ мероприятине хатĕрленсе чылай ĕç тунă. Фойере авалхи пурнăçа кăтартса паракан курав, кĕнекесен куравĕсене йĕркеленĕ, кунти халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен тĕплĕн йĕрлесе тухнă, хăйсен коллективĕ çинчен видеопрезентаци монтажланă.

Малтанах сцена çине Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников хăпарчĕ. Вăл чăваш халăхĕ авалхи, йăла-йĕркепе пуян халăх пулнине каларĕ. Чăваш наци конгресĕ «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекта Шуршăл ялĕнчен пуçлани районшăн хисеп те чыс пулнине асăнчĕ.

«Ламран лама куçарса пырса сыхласа хăварнă йăла-йĕрке пирĕнпе ан вĕçлентĕр тесе тăрăшса ĕçлемелле. Айтăр пурте кар тăрса упратпăр хамăрăн культурăна, йăла-йĕркесене!»,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Проект çинчен тĕплĕнрех ЧНК культура комитечĕн ертÿçи Вера Севастьяновна Архипова каласа пачĕ, вăлах конгресран килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ.

ЧНК президенчĕн проектсемпе ĕçлекен пулăшуçи Елена Светлая конгресс РФ президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ «Халăхсен наци пуянлăхĕ – Раççей пуянлăхĕ» проект çинчен ăнлантарса пачĕ, çав шутпа мĕнлерех ĕçсем пулса иртни пирки каласа пачĕ.

Конгресăн наука комитечĕн ертÿçи Василий Пушкин пирĕн чаплă виççĕмĕш космонавт Андриян Николаев чăн чăваш пулса пурăнни, хамăр йăласене чунтан хисеплени çинчен аса илчĕ.

Мероприятин тĕп лекторĕ Геронтий Никифоров чăваш йăли-йĕркисем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Алевтина Николаевна Петрова ертсе пыракан Шуршӑлти «Ҫутӑ ҫӑл» фольклор ушкӑнӗ вырӑнти йӑла-йӗркене сцена ҫинче кӑтартса пачӗ. Каласа хăварас пулать, çаксене вĕсем ваттисенчен ыйтса пĕлсе, халăхран авалхи тумсене пуçтарса йĕркеленĕ, çавăнпа инсенировкăсем пăхма кăсăклă пулса тухнă.

Мероприятире чăваш халӑх тата Пушкарт чӑвашӗсен халӑх юррисене Роза Степановапа Елена Шурту шӑрантарчӗҫ кăна мар, халăх йăли –йĕрки, юрăсен историйĕ çинчен каласа пачĕç.

Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗн пайташӗсем – ал-ӗҫ ӑстасем (Любовь Вязюкова, Раиса Васильева), ташӑ лартакансем (Наталья Васильева, Эльвира Альмешкина), юрӑ ӑсталӑхне ӑша хывтаракансем (Наталья Арсентьева, Роза Степанова, Елена Шурту) шуршӑлсемпе маҫтӑр-классем ирттерчӗҫ. Уява килнисемшĕн ку тĕлĕнмелле кăсăклă пулчĕ, чылай кирлĕ япалана вĕрентрĕ.

Шуршăла çитсе епле-ха космонавтика музейне çитсе килмĕн, Андриян Николаев вил тăприне пуç таймăн. ЧНК хастарĕсене музейри çĕнĕ экспонатсемпе Зоя Антонова музей ĕçченĕ хаваспах паллаштарчĕ.

Конгресс пайташĕсем Андриян Григорьевича пытарнă часавая кĕрсе çуртасем лартрĕç, кашни хăй ăшĕнче пирĕн юратнă космонавтăн çутă сăнарне аса илчĕ, вăл чăннипех те хамăр халăхăн улăпĕ, чăвашсене чапа кăларакан пулнине çĕнĕрен ăнланса илчĕ.

Андриян Николаев пек пурте чӑвашлӑхшӑн, унӑн ламран лама куҫса пыракан йӑли-йӗркине, ӑслӑлӑхне упраса малалла аталантарса пырса наци сумне, чапне ҫӳле ҫӗклер!

Чӑвашлӑх туйӑмӗ кашни чӑваш чӗринче Шуршăлти çутă ҫӑлкуҫ пек тапса тӑтӑр!

Зоя Яковлева, Вера Архипова.