Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ — пӗр-пӗр япалана тӗпченипех унӑн сумне ӳстерекен ӑслӑлӑх дисциплини».


«Таврапӗлӳ «автортан пулса кайман» тавралӑха историлӗх витӗмне парать, унӑн аваллӑхӗнче, вӑл ытлашши ватӑ пулмасан та, мӗн те пулин ҫӗнни, пахи тупса палӑртать».

Дмитри Лихачёв академик

10.10.2018 08:38
Людвига Виссарова таврапӗлӳҫӗ - 80 ҫулта

Хисеплӗ Людвига Дмитриевна!

Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ, Чӑваш Республикин наци библиотекин ӗҫченӗсем Сире чаплӑ юбилей ячӗпе чӗререн саламлаҫҫӗ!

Сирӗн ӗҫ биографийӗ 30 ҫула яхӑн республикӑн тӗп библиотекипе ҫыхӑннӑ. Паха опытлӑ, ҫӳллӗ шайри специалист пулса, Эсир библиотека ӗҫне аталантарас енӗпе чылай тӑрӑшрӑр. Библиотекӑн краеведени пайне йӗркелесе нумай ҫул хушши ӑнӑҫлӑ ертсе пытӑр. Республикӑри библиотека ӗҫченӗсене методикӑпа практика пулӑшӑвӗ парас ӗҫре нумай вӑй хутӑр. Чӑваш енре краеведени юхӑмне аталантарас ӗҫре те Сирӗн тӳпе пысӑк. Эсир тӑрӑшнипе библиотекӑра таврапӗлӳҫӗсен клубӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗ. Библиографи пособийӗсем хатӗрлесе чӑваш культурин ӗҫченӗсен ячӗсене Эсир ӗмӗрлӗхех асра хӑвартӑр. Вулакансем хушшинче кӗнекене сарас тӗллевпе тӗрлӗ йышши мероприятисем ирттерсе вулакансен асӗнче юлтӑр.

Ҫамрӑксемшӗн Эсир паха тӗслӗх пулса тӑтӑр. Эсир пуҫарса янӑ пархатарлӑ ӗҫе краеведени пайӗн ӗҫченӗсем тивӗҫлӗн аталантарса пыраҫҫӗ.

Паянхи кун Сире чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм ӗмӗр, ҫурхи хӗвел пек ҫутӑ пурнӑҫ, кӗрхи кун пек тулӑх кун-ҫул, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ таппиллӗ вӑй-хал сунатпӑр.