Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

23.10.2018 16:12
Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май

Музыка тӗнчине кăмăллакансем Чӑваш Наци вулавӑшӗнче яланах пĕрле пухăнса тĕлпулусем, кăсăклă калаçусем, концертсем ирттернĕ. Юлашки çулсенче Светлана Макарова музыка тĕпчевçи тата Вера Архипова искусствӑпа литература пайӗнче информаципе тивӗҫтерекен тата массӑллӑ ӗҫшӗн яваплӑ тӗп специалисчӗ пуçарнипе кунта «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗ йĕркеленĕ. Вӑл Чăваш Енри музыка искусствипе паллаштарас, тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине упраса хӑварас, вӗсене ҫӗнӗ варкӑш кӗртсе куракан патне ҫитерес тӗллевпе ӗҫлет. Ҫавӑн пекех «Мерчен» кӗтречӗ чӑваш культурипе искусствин паллӑ деятелӗсен пурнӑҫӗпе пултарулӑхне туллин кӑтартса парас енӗпе те тӑрӑшать.

Хальхинче те тĕл пулăва талантлă композитор, дирижер, патшалăх тата общество деятелĕ Филипп Миронович Лукин 105 çул çитнине те халалларĕç. Ҫак чаплӑ пулӑм тӗлне наци библиотеки «Филипп Лукин - юрӑ-кӗвӗ ӑсти» электронлӑ кӑларӑм хатӗрленӗ. Пӗр изданире композиторӑн нумай енлӗ пултарулӑхне - ун ҫинчен калакан кӗнекесемпе статьясене, сӑнӳкерчӗксене, аудио, видеоматериалсене, архив докуменчӗсене системӑласа - анлӑн кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Пуян материал культура тытăмĕнче ĕçлекенсене çеç мар, ахаль çынсене те кăсăклă пулĕ. Çавăнпа та мусӑкҫӑ пултарулăхĕпе çыхăннă компакт-диска пахаламашкăн «Мерченре» çын йышлăн пухăнчĕҫ - республикăри культурăпа ӳнер ĕçченĕсем, наукăпа вĕрентӳ ĕçĕнче тăрăшакансем, Ф. Лукинăн ентешĕсем тата студентсемпе вĕренекенсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн хастарĕсем те паллă мероприятирен юлмарĕç.

Уявӑн программи хӑйне евӗрлӗ питӗ пуян пулчӗ, асра юлмалла иртрӗ. Тухса калаҫакансем пултаруллӑ ентешпе мухтаннине, мӑнаҫланнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе ят-сумӗ ҫтӗнекен ӑрӑва пӗчӗклех тӑван ене юратма вӗрентине каларӗҫ.

Филипп Лукина тата унăн еткерлĕхне халалланă каçа «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн ертӳçи, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова йĕркелесе ертсе пычĕ.

Тухса калаçакансем композитор пурнăçне аса илчĕç. Чăваш Республикин композиторсен союзĕн ертӳçи Николай Казаков композиторӑн кĕввисем вăрçă хыççăнхи çулсен самана символĕсем пулса тăнине палăртрĕ. «Эпир, хальхи чăваш композиторĕсем, ăна чунтан тав туса аса илетпĕр. Пирĕн пултарулăх çулĕ çине кăлармашкăн вăл пĕр вĕçĕмсĕр тăрăшнă», - терĕ.

Трак Ен администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ Рена Осипова ятлӑ-сумлӑ ентешӗпе мӑнаҫланнине пӗлтерчӗ: «Ентеш-композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитни, унӑн ҫутӑ сӑнарӗ, таланчӗпе пултарулӑхӗ пирӗншӗн, Трак енче пурӑнакансемшӗн, нихӑҫан та манӑҫмӗҫ».

Пухăннисене композиторӑн Мускавра пурăнакан мăнукĕ Марианна Левитова видеокурав мелĕпе саламларĕ, аслашшĕне чӑваш халахӗ манманшăн, пултарулăхне сума сунăшăн тав турĕ.

Ф. М. Лукин хăйĕн паллă произведенийĕсемпе Чăваш Ене кăна мар, Раççей культурин ылтăн фондне пуянлатнă. Унӑн ячӗ Раҫҫей культурин юрӑ ӳнерӗнче Тихон Хренников, Анатолий Новиков, Матвей Блантер, Серафим Туликов, Назиб Жиганов, Александра Пахмутова ячӗсемпе юнашар тарать. «Камерлӑ сочиненисем те, унӑн юррисем пекех, кӗвӗ илемӗпе ҫутӑ гармонипе паларса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен хашӗ-пӗрисем тӗнчипе паллӑ музыкантсен – Э. Грач, В. Жук, Л. Евграфов, А. Любимов, В. Галкин тата ытти ӑстаҫӑсен репертуарне кӗрсе чикӗ леш енче те янӑрама тивӗҫлӗ пулчӗҫ», - тесе ҫырать музыковед Юрий Юлюхин.

«Унăн кĕввисемпе çырнă юрăсене çĕршыври чи паллă композиторсемпе ӳнерте тăрăшакансем пысăка хурса хакланă. Ф. М. Лукин еткерлĕхĕ тĕнче шайĕнче, çулсем, ĕмĕрсем иртсен те хăй хакне çухатмĕ» - ҫирӗплетрӗ Светлана Макарова музыковед.

Паллă композитор пирки искусствоведени наукисен кандидачĕ Любовь Бушуева та чылай калаласа пачĕ. Вăл Филипп Миронович çинчен М. Г. Кондратьев редакциленĕ «Филипп Лукин: музыкант. Общественный деятель» (Филипп Лукин: мусӑкҫӑ. Общество пурнӑҫӗнчи хастар ӗҫченӗ) ятлă документсен пуххи тухни пирки аса илтерчĕ.

Пултаруллӑ композиторпа чăвашсен чи паллă поэчĕсем: В. Давыдов-Анатри, Ю. Сементер, А. Артемьев, А. Кăлкан, Г. Ефимов, Г. Краснов туслă çыхăнса ĕçленĕ, нихăçан манăçман хайлавсем çырнă. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер пухăннисене пур те пĕлекен «Уçланкăри палан» юрă мĕнле çурални çинчен каласа кăтартрĕ. «Филипп Лукин композиторпа чӗрӗк ӗмӗр алла-аллӑн ӗҫлесе эпир вӑтара яхӑн юрӑ ҫыртамӑр. Ҫавсенчен чи палли, чи ӑнӑҫли – ман шутпа, - «Уçланкăри палан» юрӑ. Янкăс юрă ҫуралнӑранпа кӑҫал 35 ҫул ҫитрӗ», - палартрӗ ҫыравҫӑ.

Филипп Мироновичпа культура каҫалӑкӗнче нумай ҫул хушши пӗрле ӗҫлесе пынӑ музыковед, тележурналист Александр Осипов та сӑмах илчӗ: «Филипп Лукин пирӗншӗн аслӑ юлташчӗ, чӑн-чӑн искусство халӑх пултаруллахӗ ҫинче никӗсленсе тӑмаллине яланах асра тытма вӗрентетчӗ».

Ирина Лампасова, Зинаида Воронова, Анастасия Севастьянова, Эльвира Альмешкина, Роза Степанова Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем композитора асăнса ирттернĕ пултаруллăх каçĕ питĕ пуян та усăллă иртнине, чăн-чăн чун апачĕ пулнине палăртрĕç.

Уяв концертне курма кăсăклă пулчĕ. Куракана вӗсем композиторӑн халӑхра пурӑнакан юрӑ-кӗвӗпе тыткӑнларӗҫ. Пĕччен юрлакансемпе пĕрле тĕрлĕ инструмент калакансем те пулчĕç. Çавăн пекех Александра Васильева ертсе пыракан Шупашкар хулин «Классика» тата Лукин ячĕпе хисепленекен 5-мĕш номерлĕ музыка шкулĕн хорĕсем программăна пуянлатрĕç.

Композитор пурнӑҫӗпе паллашма килнӗ хӑнасене ӑна халалланӑ видеофильм кӑмӑла кайрӗ. «Мерчен» тӗпелӗнче «Музыкӑна панӑ пурнӑҫ» ятпа кӗнеке экспозицийӗ ӗҫлерӗ. Куравра Филипп Лукинӑн пултарулӑхӗн пуянлӑхне наци библиотекинче упранакан кӗнекесем, нота изданийӗсем, медиа-ресурсем уҫса параҫҫӗ.

Музыка енӗпе Федор Павловран, Степан Максимовран, Василий Воробьевран пил илсе юлнӑскер, каярахпа Исаак Дунаевский мусӑкҫӑпа ҫыхӑну тытса ӗҫленӗскер, Филипп Лукин хӑйӗн мӗн-пур талантне, хастарӑхӗпе пултарулӑхне наци культурине аталантарас ӗҫе хывнӑ. Ентешӗмӗрӗн сумлӑ та сӑваплӑ ячӗ чăваш халăх кун-çулĕнче пысăк сас паллисемпе çырăнса юлнă.

Максимилиан Севастьянов,

ЧНК культура комитечӗн пайташӗ