Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский
28.11.2018 14:50
«Варкӑш» хӑни – Римма Прокопьева

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн кӗрекине хӑнасем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Хальхи тӗлпулура тӑван литературӑна юратакансем Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата журналистӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» кӗнекине тишкерсе тухрӗҫ.

Чи малтан сӑмах автор хӑй илчӗ, ҫак документаллӑ повесть хӑҫан тата мӗнле ҫуралнине уҫса пачӗ, Павел тата Перасковья Коринсен кӑткӑс та тӗлӗнмелле пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Пухӑннисенчен чылайӑшӗ хайлавпа паллашма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем ӑна пысӑка хурса хакларӗҫ, питӗ интереслӗ те усӑллӑ кӗнеке тесе палӑртрӗҫ. Елен Нарпи ҫыравҫӑ, тӗпчевҫӗ шухӑшӗпе «Римма Прокопьевӑн ҫырас стилӗ чуна ҫывӑх, хитре каҫӑсем туса лирикӑлла туйӑмсем вӑратать автор. Хайлавра Раҫҫей историйӗ, историре пулнӑ ятсем, пулӑмсем ҫырӑнса юлнӑ».

Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вара ҫапла каларӗ: «Кӗнеке мана тӳрех килӗшрӗ, ку – ман кӗнеке. Перасковья Петрова ахаль ҫын пулман, тӳрех палӑрать. Турӑ паллӑ тунӑ чӑваш хӗрарӑмӗ».

Кӗнеке редакторӗ пулма Ольга Австрийскаяна шӑпа тивнӗ. «Ҫак кӗнекепе ӗҫлеме тӳр килнӗшӗн эпӗ телейлӗ пултӑм, унччен Павел Коринпа Прасковья Петрова ҫинчен илтменччӗ», — терӗ пултаруллӑ ҫамрӑк ҫыравҫӑ. Чӑнах та, повеҫпе паллашнӑ хыҫҫӑн вулакан халиччен пӗлменнине-илтменнине нумай ӑса хывӗ.

Хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртакансем татах та пулчӗҫ: Арсений Тарасов драматург тата ҫыравҫӑ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Людмила Васильева, Раиса Воробьева сӑвӑҫ, Галина Матвеева ҫыравҫӑ, Алина Герасимова, Лариса Петрова журналистсем, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Федорова тата ыттисем те. Повеҫе вуласа килейменнисем унпа кӑсӑкланса кайрӗҫ, часрах вуласа тухма хавхаланчӗҫ. Клуб ларӑвӗ пурин кӑмӑлне те ҫавӑрчӗ, хутшӑнакансем Чӑваш Республикин наци библиотекине «Варкӑш» клуба пуҫарса янӑшӑн, ҫакӑн йышши халӑха кирлӗ тӗлпулусем ирттернӗшӗн тав турӗҫ. Ҫитес тӗлпулу раштав уйӑхӗнче пулать.

Ольга Тимофеева