Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ — пӗр-пӗр япалана тӗпченипех унӑн сумне ӳстерекен ӑслӑлӑх дисциплини».


«Таврапӗлӳ «автортан пулса кайман» тавралӑха историлӗх витӗмне парать, унӑн аваллӑхӗнче, вӑл ытлашши ватӑ пулмасан та, мӗн те пулин ҫӗнни, пахи тупса палӑртать».

Дмитри Лихачёв академик

07.12.2018 08:23
Халӑх юррисене шӑрантаракансен «Юрӑ – чун уҫҫи»  конкурс-фестивалĕ иртрĕ

Раштав уйӑхӗнче Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕ тимленипе Шупашкарти Туслăх çуртĕнче «Юрӑ – чун уҫҫи» регионсем хушшинчи 1-мӗш фестиваль-конкурс иртрӗ. Мероприятие чӑваш халӑх юррисене пухнӑ тата шӑрантарнӑ Ираида Вдовина ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестиваль Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗ пуҫарса янӑ «Аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе» проектпа килӗшӳллӗн иртрĕ. Форумăн тӗп тӗллевӗ - тăван халăх йăли-йĕркине, уйрӑмах авалхи юррисене упраса хӑварасси, çитĕнекен ăрăва ку тупрана тивĕçлипе хаклама вĕрентесси.

Конкурс-фестивале ЧНК культура комитечĕн ертÿçи, проектӑн авторӗ Вера Архипова уçрĕ, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Малалла конкурса комитетăн пайташĕ, ЧНК çумĕнчи çамрăкĕсен «Хастар» пĕрлешĕвĕн председателĕ Людмила Засыпкина ертсе пычĕ.

Ираида Вдовинăн пултарулăхĕ, вăл пуçтарнă юрăсем тăван халăха чăваш халăх юррисене юратма, ламран лама малалла тăсса пыма хавхалантараççĕ.

Конкурс-фестивале республикăмăрăн районĕсенчен пурĕ 25 яхăн фольклор ушкăнĕсем хутшăнчĕҫ. Вĕсенчен виççĕшĕ ачасен ушкăнĕсем тата ятарлă музыка уйрăмĕнче вĕренекенсен «Юрай чечекĕ» ушкăнĕ пулчĕ. Çавăн пекех Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тӑван» Ассоциацийĕ йĕркеленипе унти фольклор ушкăнĕсем, ҫавӑн пекех уйрăм юрăçăсем юрлас ăсталăха кăтартас, ыттисенчен вĕренес кăмăлпа конкурс-фестивале хутшăнчĕç.

Ираида Вдовина 1000 ытла халӑх юррине, 1500 такмакне ҫырса илнӗ. Унӑн юррисене «Мелодия» фирма виҫӗ пластинкăпа кӑларнӑ. 1970 ҫулта Александр Осипов музыковед пухса хатӗрленӗ Ираида Вдовинан «Юрӑ - чун уҫҫи» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнă. Ҫак кӗнекене туй, салтак, ҫӑварни, сӑпка, хӑна – ӗҫкӗ, ача –пӑча юррисем; хӗр йӗррисем, ташӑ такмакӗсем, сюжетлӑ юрӑсем, пейетсем кӗнӗ. Конкурс-фестивальте Ираида Вдовина çырса илнĕ юрăсем анлӑн та уççăн янӑрарĕç.

Халӑх юррисене шӑрантаракансен конкурс-фестивальне Гала-концертпа вĕçлерĕç. Уяв программине культура комитечĕн пайташĕ, Чăваш наци радиовĕн музыка редакторĕ Ирина Лампасова килĕшÿллĕн те ăшшăн ертсе пычĕ. ЧНК вице-президенчĕ, ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ухтияров, жюри председателĕ, «Уяв» халӑх фольклор ушкӑнӗн тата «Юрай чечекӗ» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чăваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова, жюри пайташĕсем - Шупашкарти Федор Павлов ячӗпе хисепленсе тӑракан музыка училищин вӗрентекенӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Лаврентьева, «Телей» халăх фольклор ушкăнĕн ертÿçи, шкулта ачасене музыкăна вӗрентекен, конкурс-фестивалĕн авторĕ Наталия Арсентьева, сăвăç, композитор Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӗмпӗр облаҫĕн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Азмат, Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван" Ассоциацийĕн президенчĕ Ираида Маслова тата ЧНК пресс-службин ертÿçи, Чăваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Яковлева, культура комитечĕн пайташĕсем Нина Андреева, Раиса Васильева конкурс-фестиваль çулти шайра иртнине палӑртрĕç.

Юлашкинчен жюри пайташĕсем конкурса хутшăннă тĕрлĕ ушкăнсен пултарулăхне номинацисемпе чысларĕç. «13 çултан пуçласа 15 çулхи юрлакансем» номинацире 1-мĕш вырăна Юлия Любимовăна, Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Лапсарти ÿнер шкулĕнче вĕренекене пачĕç. «Ача-пăча фольклор ушкăнĕсем» номинацинчи 1-мĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейран килнĕ «Хĕлхем» ача-пăча фольклор ушкăнĕ илме тивĕç пулчĕ. «Профессионал-студентсем, ятарлă музыка уйрăмĕнче вĕренекенсем» номинацири 1-мĕш вырăна Чăваш Патшалăх педагогика университетĕнчи «Юрай чечекĕ» ушкăна парса чысларĕç. «26 çултан аслăрах солистсем» номинацинчи 1-мĕш вырăна иккĕн пайларĕç - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мария Чуксина тата Элĕк районĕнчи «Валинкке» халăх ушкăнĕн юрăçи Владислав Герасимов. «26 çултан аслăрах фольклор ушкăнĕсем» номинацинче 1-

мĕш вырăна Çĕмĕрле районĕнчен килнĕ «Шанчăк» халăх фольклор ушкăнне тăвăллăн алă çупса саламларĕç.

Жюри пайташĕсем конкурс-фестивале хутшăнакансене ятарлă номинацисемпе дипломсем парса савăнтарчĕç: «Хăйне евĕр юрлакан» - Ирина Ильина (Шуршăл), «Ираида Вдовина юррисене чи лайăх юрлакан» - Галина Сергеева (Хĕрлĕ Чутай районĕ), «Хăйне майлă юрлакан» - «Куракансем кăмăлланă юрăç» - «Тăван» ушкăн, (Тюмень облаçĕ).

Фойере культура комитечĕн пайташĕ Роза Степанова (Кĕлчечек), йĕркеленĕ ал-ӗҫ куравĕ тата ЧНК «Чăваш хĕрарамĕ» комитечĕн пайташĕ Светлана Азамат хатĕрленĕ кĕнекесен куравĕ ĕçлерĕç. Вĕсемех авалхи чăваш юрррине шăрантарас ӑсталӑха ӑша хывтарас тесе хăнасемпе маҫтӑр-класс ирттерчӗҫ.

Çавăн пекех Туслăх çуртĕнче Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен «Тăван» Ассоциаци президенчĕпе тата пайташĕсемпе çавра сĕтел евĕр тĕл пулу иртрĕ. Кунта Чăваш Енри культура ĕçченĕсемпе Тюмень тăрăхĕнчен килнисем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç. ЧНК «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов та çак çавра сĕтеле хутшăнса ял уявĕсене еплерех паха йĕркелемелли пирки тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕ, хăй тунă проектсемпе паллаштарчĕ. Ку енĕпе тюменьсене пулăшма шантарчĕ. Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван" Ассоциацийĕн президенчĕ Ираида Маслова тата ЧНК культура комитечĕн ертÿçи Вера Архипова чăваш йăли-ĕркине упраса хăварас енĕпе туса ирттернĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Вера Севастьяновна Тюмень тăрăхĕнчи ентешсене инçе çула кĕскетсе килсе «Раççей чăваш пики-2018» тата «Юрӑ – чун уҫҫи» фестивальсене хутшăннăшăн, хамăр культурăна аталантарас тĕлĕшпе Çĕпĕрте хастар пулнăшăн тав турĕ, яланах пĕрле ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Тюмень тăрăхĕнчи йăхташсемшĕн те, Чăваш Ен районĕсенчен килнĕ фольклор ушкăнĕсемшĕн те Ираида Вдовина ячĕллĕ юрă фестивалĕ тухăçлă та усăллă пулчĕ.

Вера Архипова, Наталья Арсентьева