Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

06.01.2019 20:43
Сурхури уявӗ «Ҫӑлкуҫра» кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче иртӗ

Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» кафере чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем кашни ҫул Сурхури уявне уявлама пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӗтересшӗн мар — Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ кафене вӗсем тунтикун, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, пухӑнӗҫ. Сурхури уявне уявлама пурне те 13 сехетелле чӗнеҫҫӗ.

Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!

Сурхури, сурхури терӗмӗр,

Сурхури ҫитрӗ курӑнать.

Атьӑр тухӑр, ачасем,

Урам тӑрӑх кайӑпӑр,

Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,

Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.

Аçтахар Плотников