Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».


«Таврапӗлӳ — пӗр-пӗр япалана тӗпченипех унӑн сумне ӳстерекен ӑслӑлӑх дисциплини».

Дмитри Лихачёв академик

10.01.2019 17:11
Виталий Станьяла Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫыннин ятне панӑ

Виталий Петрович Станьялпа Алексей Петрович Майраслова Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни ята тивӗҫнӗ. Ку пирки вырӑнти депутатсен пухӑвӗ иртнӗ ҫул раштавӑн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

Виталий Станьяла «Ҫеҫпӗл» культура фончӗ Ҫеҫпӗл Мишшин ятне нумай ҫул хушши ҫӗкленӗшӗн тӑратнӑ. Алексей Майраслова вара Шупашкарти паллӑ поэтӑн бюстне ӑсталанӑшӑн тивӗҫ тесе сӗннӗ.

Чыслав кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗсенелле иртмелле.

Аҫтахар Плотников, Чӑваш халӑх сайчӗ.