Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ ӑслӑлӑх кӑна мар, ӗҫ те вӑл».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

01.02.2019 13:20
«Кӗмӗл тумлӑ халӑх»

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Кӗмӗл тумлӑ халӑх» курав иртӗ!

"Кӗмӗл Чӑваш Ен" хӑй ӗҫлеме пуҫӑннӑран 3 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Уяв каҫӗнче пирӗн коллекцине тата Чӑваш Енри чи чаплӑ ювелирсен ӗҫӗсене курма пултаратӑр. Николаев В. В. туса хатӗрленӗ тата Балтай лаҫҫинчен тухнӑ капӑрлӑхсене тӑхӑнса пӑхма тата туянма та пулать. Паянхи ҫипуҫпа ӗлӗкхи эрешлӗ капӑрлӑхсем мӗнле илемлӗ пулнине хӑвӑр курса туйса илӗр!

Каҫӑн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса памӑпӑр, анчах интереслӗ пуласса шантарӑпӑр. Сире чылай кӗтменлӗхсемпе тӗлӗнтерме тӑрӑшӑпӑр.

Уяв нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Наци библиотекинче 2 хутри вулав пӳлӗмӗнче 16 сехетре пуҫӑнать! Пурне те хапӑл туса кӗтетпӗр!

Светлана Константинова