Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ ҫын таврашӗнчи ӑс-хакӑла ӳстерет, унсӑрӑн этем мӗншӗн пурӑнмаллине ӑнланаймасть».


«Таврапӗлӳ ҫын таврашӗнчи ӑс-хакӑла ӳстерет, унсӑрӑн этем мӗншӗн пурӑнмаллине ӑнланаймасть».

Дмитри Лихачёв академик

28.02.2019 13:58
Вăрман-Çĕктерсем Йошкар-Олара

2019 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи 46 хастар ир-ирех Хыркасси салине пуçтарăнчĕ. Туристсен хăтлă автобусĕ вĕсене Мари Республикин тĕп хули– Йошкар-Ола- тăрăх инçе çула илсе тухрĕ.

Уявсенче те, ĕçре те тăрăшуллă çынсене хавхалантарас шутпа Чӑваш таврапĕлÿçисен пӗрлӗхӗн председателĕ Сергей Сорокин çакăн пек мероприятие йĕркелерĕ. Йошкар-Олана çитме - 120 км. Çул çÿрев чи малтанах Шупашкар ГЭСĕн анлă кĕперĕ тăрăх Мари Республикине выртрĕ. Ăна Шупашкаркасси клубĕн ертÿçи Любовь Иванова ертсе пычĕ. Автобусри микрофонпа кашни ял çыннинех сăмах пачĕç. Çак йĕркесен авторне - чи малтан. Мари Республики маншăн тăванла республика пулса тăни çинчен, Йошкар-Олари политехника институчĕнче вĕреннĕ вăхăта тата Мари Республикин 1-мĕш Президенчĕпе Владислав Зотинпа тĕл пулнине аса илтĕм. Владислав Эльменьпе Зоя Аввакумовăн та (Станъял), Вера Семеновăн та (Хорнсор), Юлия Ивановăпа Зоя Мазяровăн та (Шупашкаркасси), Александр Селедкинпа Раиса Соминовăн та (Вăрманкасси), Мария Извановăн та сăмахĕ кăсăклă пулчĕ.

Йошкар-Олари Хĕрлĕ лапамра пире Ольга Муралева экскурсовод кĕтсе илчĕ. Ленин палăкĕпе Майоров Шкетан ячĕпе хиселенекен Мари драма театрĕ, политехăн "Волготех" университечĕн 1-мĕш корпусĕ, хăна çурчĕ пулнă, халĕ çынсен хваттерĕсем вырнаçнă çурт та хăйсен вырăнĕнчех. Йошкар-Ола юлашки 15 çул хушшинче палăрмаллах илемленнĕ, Атăлçи тăрăхĕнчи Европа хулине çаврăннă. Кунта Мари Республикине нумай çул хушши ертсе пынă Леонид Маркеловăн тÿпи пысăк. Чи малтанах экскурсовод пире "Йошкар-Ола кушакĕпе" паллаштарчĕ. Унăн тяппипе сăмсине сăтăрса, хăлхинчен вăрттăн сăмах каласа шутланă ĕмĕтсене пĕлтермелле иккен, унтан вĕсем пурнăçланасса шанмалла. Çак ырă йăла-йĕркене пурте пурнăçларĕç. Кушака 2007 çулта ăсталаса лартнă.

Йошкар-Ола (чăвашла- "хĕрлĕ хула") 1584 çулта Федор Иоанович (Иван Грозный ывăлĕ) чухне пуçланса кайнă. Когшага юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă май малтанах Царевококшайск унтан 1919-1929 çулсенче Краснококшайск ятлă пулнă. Хулара 270 пин çын пурăнать. Чи малтанах хулана çĕнетес ĕçсем Оболенский-Ногодковăн лапамĕнчен пуçланнă. Унта "Троеручница" Турă амăшĕн сехечĕ, хулан 1-мĕш çар пуçне Оболенский-Ноготков княçе тата Леонида епископа асăнса лартнă палăксем, "Патша" туппипе етрисене, икĕ пĕчĕк тупă курма пулчĕ. Турă амăшĕпе Республика лапамĕсем тата Сергей Чавайн бульварĕ те пур. Йошкар-Ола кремлĕн çÿллĕ, хĕрлĕ стенисем, шпилĕсемпе башнисем инçĕтренех куçа илĕртеççĕ, хула сумне ÿстереççĕ. Унăн 4 башни- Мускав, Чулхула, Хусан тата Псков кремлĕсен евĕрлĕ. Кремль картишĕнче Белоруç Республикин ярмăркки пырать. Çавăн пекех кунта тĕрлĕрен фестивальсем те тăтăшах ирттереççĕ. Когшага хĕрринчи çуртсене Итали, Голланди тата вырăс стилĕсемпе тунă. Вăрман-Çĕктер турисчĕсем Йошкар-Ола кремлĕн башнисемпе, Благовещени соборĕпе тата унăн башнипе, Гавриил Архангел палăкĕпе, Турă амăшĕ Марияпа пĕчĕк Иисуса асăнса лартнă палăкпа, Халăхсен туслăхĕн башнипе, Мария Медичи палăкĕпе, Троицкийпе Вознесенский, Успенский чиркĕвĕсемпе, Воскресенский соборĕпе, Петĕрпе Февроний часавайĕпе, вĕсене асăнса лартнă палăксемпе т.ыт. паллашрĕç. Патриарши лапамĕнче Шереметьево керменĕ (Юрино поселокенчи евĕр) вырнаçнă. Унта вырнаçтарнă "12 апостолсен сехечĕ"- тĕнчипе çук тĕлĕнтермĕш. 12 сехетре чиркÿ хорĕн кĕвви янраса кайнă хыççăн апостолсем пĕрин хыççăн тепри алăкран тухаççĕ, чи малта ашак çине утланнă Иисус Турă ертсе пырать. Композици юхăмĕ 7 минут çурă тăсăлать, унтан пурте тепĕр алăкран кĕрсе каяççĕ. Кашни кĕлетке 1,5 м çÿллĕш, тумĕсем те илемлĕ. Сехет кашни 3 сехетре курантсем çапса, кĕвĕ янраттарса çакăн пек сценкăпа савăнтарать. Ăна 2011 çулта ăсталанă. Лапама 2-мĕш Алексей патриарх палăкне лартнă пирки - Патриарший ят панă. Кĕперĕн тепĕр енче Федор патшан палăкĕ. Юнашарти илемлĕ керменте пукане театрĕ вырнаçнă. Кĕскен, курса çÿремелли тем чухлех пулчĕ. Кокшага урлă 8 кĕпер хывнă, вĕсенчен 5-шĕ çуран каçмалли кĕперсем. Вознесенский урамĕнче уçă "Юмах музейĕ" пур. Ăна Аркадий Столяров хула çынни пуçарса янипе ăсталанă. Александр Пушкинăн юмахĕсемпе Иван Крылов баснисен тата ытти авторсен сăнарĕсен кĕлеткисене урамрах курма тÿр килчĕ. Вутăшпипе Ăслă кушак йывăç çинче лараççĕ. Чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать.

Тимофей Евсеев ячĕллĕ наци музейĕпе Екатерина Рыбаковăпа Светлана Жучкова экскурсоводсем паллаштарчĕç. Музейăн куравĕсем 3 этажра вырнаçнă. 2-мĕш этажри 1-мĕш экспозици- "Çут çанталăк" çинчен каласа парать. Куракансем чи малтан Сохатый текен пăшисен çемьпе паллашаççĕ. Мăнаçлă Пăши Йошкар-Ола гербĕнче те пур. Упа, кашкăр, çÿлевçĕ т.ыт. чĕрчунсемпе кайăксен кĕлеткисене куртăмăр. Чи пысăк кайăк- Беркут - 6,5 кг таять пулсан, ухутара 20 кг таякан чĕрчуна çĕклесе кайма пултарать. Чи пĕчĕкки - королек кайăк 10-15 гр кăна таять. Неясть тăмана пуçĕ 270 градус таран çаврăнма пултарать. 3-мĕш этажри 2-мĕш экспозици- "Юхан шывпа кÿлĕсенчи тата çыран хĕрринчи" чĕрчунсемпе паллашма май парать. Тĕрлĕрен пулăсем, хур -кăвакал кĕлеткисене куртăмăр. Кунта хир сысни çемьи, йĕтĕр, арлан, мулкач, чĕрĕп т. ыт. чĕрчунсеме кайăксен кĕлеткисем пур. 3-мĕш залра - "Этнографи залĕ". Унта Туçи, Уй-хир тата Хĕвел тухăç мари халăхĕсен 19-20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи пурнăçĕпе йăла-йĕркине сăнласа панă. Хăш-пĕр тĕрĕсемпе, ĕçпе уяв хатĕрĕсем чăвашсенни пекех. Залра, хĕрача çуралсан ăна ят хуни, пÿртре пăхса çитĕнтерни, ĕçлеме, пир станокĕпе кавир тĕртме, тĕрлеме вĕрентни, качча кайма хатĕрленни, хĕр çураçни, çăварни (пирĕнни пекех ячĕ те), çветкесем çÿрени, апат-çимĕç хатĕрлени, туй ирттерни, çĕнĕ çемье пурнăçĕ, пулă тытни, кĕпе çуни, сунара çÿрени, пыл-хурт ерчетни, юлашки çăла ăсатни, кĕркуннехи тав тунă йăлана т.ыт. курса тĕлĕнтĕмĕр. Унтан туристсем сăн ÿкерĕнчĕç, сувенирсем туянчĕç.

"Çул çÿревпе питĕ кăмăллă, архитектура илемлĕ, пуян, курса çÿремелли пур", - терĕ кăмăллăн Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова. "Эпир телейлĕ çынсем, мари халăхĕн йăли-йĕркипе паллашрăмăр. Мана питĕ килĕшрĕ", - пĕлтерчĕ Любовь Иванова. Çÿл çÿревпе Атăлъялти Алина Прокопьевăпа Надежда Никифорова та Хорнсорти Вера Семеновăпа Наталья Олангина та кăмăллă юлчĕç. Каяллахи çул тата хаваслăрах иртрĕ. Хыркасси Йошкар-Ола çул çÿревре пулса, нумай курса çаврăннă Вăрман-Çĕктер çыннисем вăрăм çула кĕскетсе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял