Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ «автортан пулса кайман» тавралӑха историлӗх витӗмне парать, унӑн аваллӑхӗнче, вӑл ытлашши ватӑ пулмасан та, мӗн те пулин ҫӗнни, пахи тупса палӑртать».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

16.03.2019 14:07
Пӗлмелли татах нумай, чарӑнса тӑрас ҫук

(Чӑваш таврапӗлӳҫисен Пухӑвӗнче 2019 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнче вуласа пама Союз ертӳҫин ҫумӗ Галина Соловьева ыйтнипе Виталий Станьял ҫырнӑ сӑмах)

Пуху делегачӗсем! Сире саламласа тата республикӑри районсенче, Чӗмпӗрпе, Оренпур, Самар облаҫӗсенчи, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мускав, Питӗр тата ытти ҫӗрсенче пурӑнакан чӑваш таврапӗлӳҫисене тав туса, чунтан пехиллетӗп.

Чӗрӗк ӗмӗрте калама ҫук пысӑк ӗҫ пулчӗ. Иртнӗ 2018 ҫулта та каялла чакмасӑр тӑрӑшрӑр. Унӑн пархатарӗ каярахпа тата ытларах палӑрӗ. Ун пирки сирӗнтен никам та ан иккелентӗр. Анчах халӗ тумалли те пайтах-ха. Халиччен пирӗн пӗрлӗх тытса пынӑ таврапӗлӳ ҫулне-йӗрне тата ҫитес вӑхӑтра мӗн тӑвасси ҫинчен калама ирӗк парӑр.

1. Тӑван ен, ял, район, республика, регионсен тӗпчевӗсемпе тивӗҫлипе мухтанма пултаратпӑр. Ку енӗпе чӑваш таврапӗлӳҫисем Раҫҫее тӗслӗх кӑтартрӗҫ. Тӗпчерӗмӗр, шырарӑмӑр, Хысна пулӑшӑвӗсӗрех паха кӗнекесем кӑлартӑмӑр. Ун пекки тата хӑш республикӑра пуррине эпӗ пӗлместӗп. Халӗ республикӑра хӑйсен энциклопедийӗсӗр е ун алҫырӑвӗсӗр район юлмарӗ. Таврапӗлӳҫӗсен кӑмӑлне курма пӗлнӗ район ертӳҫисене ӗмӗрлӗх сӑвап пултӑр. Пирӗн тав сӑмахне вӗсене киле ҫитсен ятарласах калӑр.

Хамӑрӑн пысӑк ӗҫре Чӑваш тавпӗлӳҫисен союзӗ Тӗпчев институчӗпе, краеведсем ҫуратса ӳстернӗ Чӑваш наци академийӗпе пӗр хушӑ килӗшӳ тупаймарӗ. Кӳршӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхӑр – Тутарстан, Мариэл, Удмурт республикисенче патшалӑхпа общество оргнизацийӗсем пӗрлешсе мӗнле хӑюллӑ утӑмсем тӑваҫҫӗ! Эпир вара пӗр-пӗрне ура хума пӑрахаймастпӑр. Тӗнче умӗнче намӑс.

Академин ӳсме вӑхӑт. Краеведени наукипе ҫырлахса лармалла мар, ытти гуманитари наукисене хӑвӑртрах ура ҫине тӑратмалла. Академие ҫавӑнпа йӗркеленӗ.

2. Вулавӑшсен таврапӗлӳ хастарлӑхӗ мухтава тивӗҫ. Ку тарана ҫитсе ман тӗле начар ӗҫлекен вулавӑшпа вулавӑшҫӑ лекмерӗ. Тӑван тавралӑха юратман ҫын вулавӑшра тытӑнса тӑраймасть. Кухаллӗн «Библиотека и краеведение» кӑларӑмӗсенче пӗтӗм теорипе практикине тӗплӗ ҫутатса пыраҫҫӗ. Мӗн тӗрлӗ ӗҫ ҫырса кӑтартмаҫҫӗ унта! Пирӗн наци вулавӑшӗ, Раҫҫейре маттуррисенчен пӗри пулнипе, асӑрханса юлнӑ. Союза нумай ҫулсем ирӗк ҫул уҫса пынӑшӑ пӗтӗм библиотекӑна Бичурин орденӗпе вымпелне парса чыслама сӗнетӗп.

3. Пирӗн татӑлнӑ туслӑх – вӗренӳ тӳри-шарипе. Миҫе министр улшӑнчӗ, таврапӗлӳ ӗҫне хаклама пӗлмерӗ. Ҫине тӑрса шкула «Культура и история родного края» кӗртрӗмӗр, вӗренӳ кӗнекисене хатӗрлерӗмӗр. Халӗ Елена Еньккан лайӑх кӗнекисем пур – анчах урокӗсем ячӗшӗн ҫеҫ юлчӗҫ.

Шкул краеведенийӗ – хальхи ҫивӗч ыйту. Истори, географи, биологи, экологи, литература тата ытти наукӑсен тӑван тавралӑхпа ҫыхӑннӑ курӑмлӑ ӗҫӗсем палӑрмаҫҫӗ. Туризмпа краеведени станцийӗ, кружоксем, походсемпе экскурсисем, слетсем, класс тулашӗнчи ытти ӗҫсем ҫукпа пӗрех. «Халӑх шкулӗ» журнал тӑван тавралӑх тӗпчевӗ пирки ҫырать, анчах шкулти ӗҫӗ-хӗлӗ ӑҫта. Чемен картинчи - Туризмпа краеведени центрӗнче - шкул тӗпчевҫисен икӗ е виҫӗ район тӗлпулӑвӗсене, республика семинарӗсене, вӗренӳ похочӗсене, ӑмӑртӑвӗсене тата ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен слечӗсемпе фестивалӗсене йӗркелесе яма май пур. Ҫакна Вӗрентӳ министерствипе пӗрле пуҫлаймасан ҫӗнӗ Министра та, Союз ертӳҫине Сергей Сорокина та ҫитес суйлавпа шайлав съездӗнче (вӑл ҫитес ҫул пулмалла) ӳпкев сӑмахӗ тивессе пӗлсех тӑратӑп.

Шкул краеведенийӗн лайӑх тӗслӗхсем нумай. Тӗлӗнмелле пуян музейсем пур, хастар таврапӗлӳ-учительсем пур.. Вӗсене кам шута илмелле, кам пулӑшмалла, хӳтӗлемелле, хакламалла. Патшалӑх тӳрисене шанса тӑрӑпӑр, анчах ыйтӑвне хамӑрах хускатӑпӑр.

4. Тӑван Чӑваш ҫӗршывне тӗпчекенсен пӗрлӗхӗ 100 ҫул тултарнине кӗтсе илнӗ май, ятарласа ӗҫсем тума палӑртнӑ. Таврапӗлӳҫӗсен Союзӗн ӗҫне пӗтӗмлетекен кӗнеке кӑларас тетпӗр. Унта ХХ ӗмӗрте тата халь палӑрнӑ кашни таврапӗлӳҫӗ ячӗ вырӑн тупмалла тата районсенчи, регионсенчи пӗрлешӳсен сӑн-сӑпачӗ пулмалла. Интернет сайтӗнче пӑхӑр-ха, вырӑнти пӗрлешӳсен тытӑмне ҫӗнетесси курӑнать. Халех «о времени и о себе» отчет ҫыракан яваплӑ ҫынна кашни районтах уйӑрса, кӗнеке редколлегине кӗртсен аван пулатчӗ.

Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн Тӗп канашне, ӗҫтӑвкомне, Кӗрекине (президиумне) ҫӗнӗ ҫынсене кӗртме вӑхӑт. Районтан Кӗнеке редколлегине суйланӑ ҫынсенченех матуррисене Тӗп Канаша йышӑнма юрать. Нумай ҫулсем Союзра ӗҫтӑвкомпа кӗреке ҫыннисем Куратор тивӗҫӗсене туса пычӗҫ, районта ентешӗсемпе тӗлпулусем, ҫавра сӗтелсем ирттерчӗҫ. Ӗҫлӗ ҫыхӑну кирлех, ырӑ йӑлана пӑрахас ҫук.

5. Кун нумай та, ӗмӗр кӗске. Хамӑр тивӗҫе туллин пурнӑҫлама тӑрӑшӑпӑр, Тивӗҫлине пире патшалӑх мар, хамӑрӑн мӑнуксем хак парӗҫ.

В.П. Станьял

14.03.2019