Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ «автортан пулса кайман» тавралӑха историлӗх витӗмне парать, унӑн аваллӑхӗнче, вӑл ытлашши ватӑ пулмасан та, мӗн те пулин ҫӗнни, пахи тупса палӑртать».


«Таврапӗлӳ ӑслӑлӑх кӑна мар, ӗҫ те вӑл».

Дмитри Лихачёв академик

05.04.2019 16:31
«УШКĂН ÇĂЛТĂРĂН АСЛИ» викторина

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, конгресăн Йĕпреç районĕнчи уйрăмĕ тата чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер çуралнăранпа çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче 125 çул çитнĕ май «УШКĂН ÇĂЛТĂРĂН АСЛИ» викторина пуçараççĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер /Семен Васильевич Васильев/ Йĕпреç районĕнчи Мăн Упакасси ялĕнче ÿссе çитĕннĕ. Паллă çыравçăн Çемен Элкерĕн çавра çулне палăртма чăваш тĕнчи хатĕрленет.

Чăваш литературинче С.В. Элкер пултарулăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх поэчĕ сăмахлăхра хĕрĕх çул ытла ĕçленĕ. Çав тапхăрта ача-пăчапа çитĕннисем савăнса вуламалăх чылай хайлав çырнă. Унăн «Хĕн-хур айĕнче» поэми, «Шурăмпуç килсен», «Вутпа çулăм витĕр» романĕсем чăваш ĕç халăхĕн иртнĕ саманари йывăр пурнăçне анлăн сăнлакан, «Вун саккăрмĕш çул» драмипе «Вăл вилĕмсĕр» поэми граждан вăрçипе Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинчи пирĕн салтаксен паттăрлăхне кăтартакан паха хайлавсем шутланаççĕ.

Ăста çыравçă ача-пăча литературинче те паллă йĕр хăварнă. Вăл ачасем валли интереслĕ калавсем, очерксемпе юмахсем çырнă. Вĕсем йышĕнче «Унтри» калав, «Ешĕл хунав» очерк, «Улăпсем» юмахне уйрăмах палăртса хăвармалла. Вĕсене ачасем юратса вулаççĕ. Халăх поэчĕн чи лайăх хайлавĕсене шкулăн вĕренÿпе вулав кĕнекисене кĕртнĕ.

С.В. Элкер тăван чĕлхене питĕ лайăх пĕлнĕ. Чăннипех те илемлĕ сăмах ăсти пулнă вăл, çавăнпах ĕнтĕ вулакансем унăн «Хурапа шурă» повеçне уйрăмах килĕштереççĕ. Автор кунта икĕ тĕрлĕ çулпа пыракан çынсен пурнăçĕпе ĕçĕсене кăтартса панă. Ырăпа усал кĕрешĕвĕнче урă пурнăçпа тĕрĕслĕх çĕнтернине анлăн та витĕмлĕн çырса кăтартнă.

Пултарулăх ĕçĕнче çыравçа яланах «халăхпа пĕрле пулмалла, халăхшăн, унăн ырлăхĕпе телейĕшĕн тăрăшмалла» тенĕ шухăш хавхалантарса пынă. Тăван литературăна аталантарас тĕлĕшĕпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн С.В. Элкере 1940 çулта чăваш халăх поэчĕ ятне панă, 1945 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 1950 çулта вара Ленин орденĕпе чысланă.

Çемен Элкерĕн пултарулăхĕпе ăсталăхне хакласа ирттерекен вăйă-ăмăртăва 7–11-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисене, студентсене, учительсемпе библиотека ĕçченĕсене тата ытти кăмăл тăвакансене те хутшăнма чĕнетпĕр.

Литература викторинине хутшăнакансем! Хуравланă ĕçсенче хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, мĕнле шкулта тата миçемĕш класра/курсра вĕреннине, ăçта ĕçленине тулли çырăр. Вĕренÿ е ĕç учрежденин адресне чăвашла тата вырăсла çырма ан манăр. Çĕнтерÿçе тата призерсене ыйтусене тĕрĕс те тулли хуравланисенчен палăртăпăр, хутшăннисене сертификат парăпăр.

«Ушкăн çăлтăрăн асли» викторина хуравĕсене çу уйăхĕн 11-мĕшĕччен çак адреспа 428032, ЧР, Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 10 çурт е электрон адресĕпе conqress21@mail.ru ярса памалла. Телефон: 62-35-61; 8-917-670-18-21.

ЫЙТУСЕМ:

1. С.В. Элкер пултарулăхне хаклакансенчен пĕри: «Элкер е Ĕлкер – пĕр ушкăн çăлтăрăн чăвашла ячĕ. Урăхла ăна Ала çăлтăр теççĕ... Элкер... Чăваш хушаматлă чăваш сăвăçи. Халăх ывăлĕ... Халăх йышăннă пĕр çăлтăр. Вăл – Элкер...», – тенĕ. Кам çапла каланă-ши?

2. Çемен Элкер ачалăхĕ йывăр иртнĕ. Çапах та тÿрĕ кăмăллă ача пысăк ĕмĕтпе пурăннă. Вăл мĕн ачаран илемлĕ сăмахлăха юратнă, нумай кĕнеке вуланă, хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме тăрăшнă. Пулас çыравçă ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

3. С.В. Элкер пĕр хайлавра Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче йывăр аманнине пула тыткăна лекнĕ салтак чăваш пулнишĕн вилĕмрен çăлăнса юлни, вăрçă унăн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварни çинчен сăнланă. Çав хайлав ятне, жанрне калăр, тĕп сăнарне аса илĕр.

4. Çемен Элкер хăйĕн эпикăллă поэмине «Хĕн-хур айĕнче» ятпа пичетлесе кăларнă. Ăна автор малтан урăхла ят панă пулнă иккен. Поэмăн малтанхи ячĕ мĕнле пулнă-ши?

5. «Хĕн-хур айĕнче» поэмăри чи витĕмлĕ сăнарсенчен пĕри – Чакка. Поэмăра ăна:

Ку çын – хут çинче Якку ятлăскер,

Ялта чăвашла Чакка тенĕскер, – тенĕ.

Мĕншĕн çак сăнар икĕ ятпа пурăннă? Икĕ ятлă пулнин сăлтавне ăнлантарăр.

6. Çемен Элкер «Унтри» калаври тĕп сăнар сăн-сăпатне, характерне калăпланă чухне чăн пурнăçри çынна тĕпе хунă. Эсир Унтри сăнарĕн пурнăçри прототипне пĕлетĕр-и?

7. Чăваш халăх поэчĕн чи лайăх хайлавĕсенчен пĕри вăл – «Хурапа шурă» повесть. Унăн малтанхи ячĕ урăхла пулнă. Хайлавăн пирвайхи ятне калăр. Повеçре автор хăй пурнăçĕн хăш-пĕр саманчĕсене тата лайăх пĕлекен çынсене илсе юратури тасалăх çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Повеçри сăнарсен прототипĕсене /пурнăçри чăн çынсене/ тупса палăртăр.

8. Семен Васильевич Элкер литературăра усă курма хăйне валли темиçе ят/хушамат/ та шухăшласа кăларнă. Вĕсен шучĕ вуннăран та иртет. Эсир унăн хăш-хăш хушма ячĕсене пĕлетĕр?

9. Халăх поэчĕн Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче çырнă хайлавĕсенчен чи курăмли – «Вăл вилĕмсĕр» поэма. Автор поэмăра çирĕп, маттур чăваш ывăлĕ çинчен, çапăçури ун паттăрлăхĕ пирки ĕнентерÿллĕ сăнласа кăтартнă.

Эсир çав паттăр ентеш командир çинчен мĕн пĕлетĕр?

10. Чăваш Енре, Шупашкарта С.В. Элкер ячĕпе хисепленекен вырăнсене тата поэтăн ырă ятне упракан ытти хисепсене палăртса тухăр.

Викторина йĕркелекенсем: Юлия Анисимова, Геронтий Никифоров, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем, ЧНК вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем.