Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский
05.06.2019 13:37
Ăсчахсем поэтăмăра сума сурĕç

Кăçал «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа май уйăхĕн 27- мĕшĕнче 129 çул çитрĕ. Ырă йăлапа хамăрăн пултаруллă поэтăмăра Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем пуç тайрĕç. Çав шутра Пелепей тăрăхĕнче те.

Гимнази алăкĕ хăнасемшĕн уçă

Уяв кĕрекине вырăнти чăваш хастарĕсемпе пĕрле Чăваш Енрен килсе çитнĕ делегаци те илем кÿчĕ, уçă сывлăш кĕртрĕ. Сумлă хăнасен шутĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн пайташĕсем (çав шутра Евгений Ерагин ертÿçĕ тата 15 академик), Андриян Николаев космонавтăн тăван ялĕнчи «Çутă çăл» пултарулăх ушкăнĕ (ертÿçи - Алевтина Петрова ), Ĕпхÿрен ПР чăвашсен Канашĕн пуçлăхĕ Людмила Мурманская илсе килнĕ делегаци, Пишпÿлекпе Федоровка, Çтерлĕпе Давлекан тăрăхĕнчи чăваш хастарĕсем пулчĕç.

Чăваш литература классикĕн çуралнă кунне халалланă уяв май уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртрĕ. Чăн малтанхи тĕлпулу вырăнĕ Пелепей хулинчи Урал Батыр наци культурисен центрĕнче пулчĕ. Кунта ăсчахсем кĕскен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, халăхсен туслăх керменне пăхса çаврăннă май хак пачĕç, чăваш пÿлĕмне çитсе курчĕç. Ун хыççăн çул хулари чăваш гимнази енне выртрĕ.

Юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн пĕлÿ çурчĕ чăн та тĕпрен улшăнни алăк умне пырса тăрсанах куçа курăнать. Çакна хăнасем те сăнамасăр юлмарĕç. Гимнази директорĕ Елена Петрова аякран килнĕ йăхташсемпе хăйне евĕр кăсăк та анлă экскурси ирттерчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Çакăн хыççăн пурте акт залне пухăнса уяв программине пурнăçа кĕртме кăмăл турĕç.

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Пелепей тăрăхĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Рудольф Павлов малтан сăмах хаклă хăнана Евгений Ерагин академика пачĕ. Евгений Евстафьевич пичетре кун çути курнă хăш-пĕр кĕнекесем çинче чарăнса тăчĕ, наци академин пайташĕсем йышлă пулнине палăртрĕ, нумаях пулмасть академине йышăннă юлташсене удостоверенисем пачĕ. Вĕсен шутĕнче - Валентина Яковлева Пелепей хулинчи «Уяв» ачасен кăтартуллă ансамблĕн ертÿçи, Ирина Ильина педагогика ĕçĕн ветеранĕ (Давлекан районĕ, Чуйăнчă Николаевка), Полина Кирилова чăваш гимназин директорĕн çумĕ, Владимир Каранкин Пелепейĕнчи «Илем» халăх ансамблĕн аккомпаниаторĕ, Светлана Иванова вĕрентекен (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка).

Пухăннисен умĕнче Людмила Мурманская (Ĕпхÿ хули), Виталий Михайлов (Çтерлĕ хули), Алевтина Петрова (Чăваш Ен), Владимир Максимов (Пишпÿлек районĕ), Юрий Михайлов (Пелепей хули) тата ыттисем тухса калаçрĕç. Кашниех ăслăлăх ĕçĕнчи çивĕч ыйтусене хускатрĕç, тунă ĕçсене тишкерсе малашлăх планĕсене палăртрĕç, кĕнекесем парнелерĕç.

Савăнăçлă лару-тăрура тăван халăхшăн тунă пархатарлă ĕçсемшĕн тăрăшуллисем академин чыславне тивĕçрĕç. Рудольф Павлов çыравçă-академик «Хисеплĕ академик» ята, Владимир Максимов педагогика ĕçĕн ветеранĕ Г.Н.Волков ячĕллĕ медале, Людмила Мурманская Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн председателĕ тата Валентина Яковлева «Уяв» ачасен кăтартуллă ансамбль ертÿçи Хисеп хучĕсене илнипе мăнаçланма пултараççĕ.

Мероприяти вĕçĕнче гимнази çамрăкĕсем хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Юрă-кĕвĕ янрани, тăпăртатса ташлани, тăван чĕлхепе сăвă вулани, шăхличпе кĕвĕ шăрантарни пурте пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ, чăваш халăхĕ тулли те пуян йăла-йĕрке пурнăçĕпе пурăннине çирĕплетрĕ.

Шуршăлсем Слакпуçне

туслăх кĕперĕ хыврĕç

Мероприятийĕн тепĕр пайĕ Слакпуç ялĕнче иртрĕ. Ял çыннисем хăйсен пултаруллă ентешне манмаççĕ, унпа мăнаçланаççĕ. Çакна сăмахпа çеç мар, ĕçпе те çирĕплетеççĕ. Ялта поэтăн музей-çурчĕ ĕçлет, сăвăç ячĕллĕ урам пур. Çуралнă кунĕ тĕлне вара çулсеренех пысăк масштаблă мероприятисем иртеççĕ. Кăçал та кунта Константин Ивановăн поэзине, чăваш ташши-юррине, фольклорне кăмăллакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Тарават Слакпуç ял çыннисем сумлă хăнасене - Чăваш Енрен килсе çитнĕ йышлă делегацие, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи пултарулăх ушкăнĕсене, чăваш хастарĕсене - çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вĕсем поэт вилтăприйĕ умĕнче пуç тайса чечексем хучĕç, Кĕçтенттин палăкĕ патĕнче асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç, сăвăç çуралса ÿснĕ музей-çуртра, Яков Ухсайăн музейĕнче пулса курчĕç. Нарспипе Сетнер çăлкуçĕ патне çитсе унăн сиплĕ шывне ас тивсе пăхнă хыççăн ялти культура çуртĕнче республикăри «Чăваш юррисен» фестивалĕ пуçланчĕ. Унăн йĕркелÿçисем - Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ, Слакпуçĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕ.

Фестивале уçса сцена çине салам сăмахĕсемпе Пелепейĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев тухрĕ. Унтан вăл Чăваш халăх ăслăлăхпа ÿнер академийĕн президентне Евгений Ерагина сăмах пачĕ.

Малалли пулать.

Юрий МИХАЙЛОВ,

Надежда РОДИОНОВА.

Пелепей районĕ,

Слакпуç ялĕ.

Ҫӑлкуҫӗ: "Урал сасси" хаҫат, www.ursas.rbsmi.ru