Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ «автортан пулса кайман» тавралӑха историлӗх витӗмне парать, унӑн аваллӑхӗнче, вӑл ытлашши ватӑ пулмасан та, мӗн те пулин ҫӗнни, пахи тупса палӑртать».


«Таврапӗлӳ ҫын таврашӗнчи ӑс-хакӑла ӳстерет, унсӑрӑн этем мӗншӗн пурӑнмаллине ӑнланаймасть».

Дмитри Лихачёв академик

24.10.2019 08:33
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Асамлӑ кӗскӗ эрешӗсем» альбом пичетленчӗ

Чӑваш тӗрри – халӑхӑн мӗн авалтан упранса юлнӑ пуянлӑхӗ. Вӑл чӑвашсен ӗлӗкхи пурнӑҫне уҫса паракан тупра шутланать, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑсчахсем паянхи кун та тӗпчеҫҫӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче Наталия Захарова-Кульевӑн «Волшебные узоры кӗскӗ. Асамлӑ кӗскӗ эрешӗсем» альбом каталогӗ пичетленчӗ. Редакторӗсем – А.Г. Майорова, О.Г. Кульев, ӳнерҫи – Н.В. Андреева.

Ҫак кӗнекере хӗрарӑм кӗпин пӗвӗ ҫумне ҫӗлесе хума хатӗрленӗ мӑшӑр эрешлӗ пир татӑкӗсене илсе кӑтартнӑ. «Чӑвашсем ҫак татӑка сыпмалли («сып» глаголтан пулнӑ) тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна кӗпе пӗвӗн кӑкӑр умне хушса ҫӗленӗ... XIX ӗмӗр ҫурриччен ҫак пир татӑкӗсене елмен (эрмен) пурҫӑнӗпе анчах тӗрленӗ. Ҫемҫе те йӑлтӑркка ҫип эрешсене тата та пуянрах, селӗмрех кӑтартнӑ. ,лӗкхи чӑваш хӗрарӑмӗсем сыпмаллисене ҫав тери ҫыпӑҫуллӑ, килӗшӳллӗ, килпетлӗ ӑсталама пултарнӑ», – тесе ҫырать кӗскӗ эрешӗсем пирки Наталия Ивановна. Кӑларӑмра кӗскӗ эрешӗсен историне тӗплӗ пӑхса тухнӑ, кӗскӗн хӑйне евӗрлӗхне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ: кӗскӗ эрешӗсем тӗл пулакан вырӑнсем, кӗскӗ кӳлепи, ҫак эрешсене мӗнле материал ҫине тата мӗнлерех тӗрленӗ, кӗскӗ композицийӗсем тата ыт. те.

Кӑларӑмӑн иккӗмӗш пайӗ – кӗскӗ эрешӗсене ҫырса кӑтартни (описани) – пысӑк вырӑн йышӑнать. Кӗскӗ эрешӗн ӳкерчӗкӗпе пӗрлех унпа хӑш вӑхӑтра (ӗмӗрте) усӑ курнине, вӑл музея хӑҫан тата камран лекнине илсе панӑ, мӗнле пир ҫинче мӗнле ҫипсемпе усӑ курнине – пӗтӗмпех тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Кӗнекери эрешсем пурте Чӑваш наци музейӗн фончӗсенче упранаҫҫӗ, ҫавӑнпа та кашни кӗскӗн инвентарь номерӗсене те палӑртса тухнӑ. Ҫапла майпа вӗсемпе музейра ҫывӑхрах паллашма пулать. Кӑларӑм чӑваш халӑхӗн культурипе, историйӗпе, тӗрри-эрешӗпе кӑсӑкланакансемшӗн уйрӑмах паха парне пулӗ.

Ольга ФЕДОРОВА,

Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ.