Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».


«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».

Дмитри Лихачёв академик

12.11.2019 18:53
«Çĕнĕ хум» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ

Кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература пултарулăх конкурсĕ вĕçленчĕ. Вăл акан 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литература ĕçне анлăрах явăçтарасси пулчĕ.

Пултарулăх ăмăртăвне Чăвашпа Тутар республикисен тата Чĕмпĕрпе Самара облаçĕсен шкулĕсенче 7–11-мĕш класĕсенче вĕренекенĕсем, колледжĕсемпе аслă шкулĕсен студенчĕсем хастар хутшăнчĕç. Вĕсенчен 100 ытла ал çыру хайлавĕ килчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри çамрăк авторсен сăвви-калавне, очерк-пьесине пăхса тухрĕ, хак пачĕ.

Жюри конкурс çĕнтерÿçисене тăватă номинаципе ачасен ÿсĕмĕ тăрăх уйрăм палăртрĕ: «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх калав», «Чи лайăх очерк», «Чи лайăх пьеса».

Тăван чĕлхене юратакансене, сăмах ÿнерĕпе кăсăкланакансене, вĕрентекенсене хастар пулнăшăн тав тăватпăр, çĕнтерÿçĕсене чĕререн саламлатпăр, малашне те пултарулăх ăмăртăвĕсенче çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат паратпăр, ăна Чăваш наци конгресне кĕрсе илмелле.

«Çĕнĕ хум» конкурс çĕнтерÿçисемпе вĕсен вĕрентекенĕсене чÿк/ноябрь 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекине (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15 çурт) пĕтĕмлетÿпе чыслава килме йыхравлатпăр.

Чыслав наци вулавăшĕн акт залĕнче 13.00 сехетре пуçланать. Поэзи уявне пурне те чăваш тумĕпе килме сĕнетпĕр.