Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

31.12.2019 16:50
Çěнě çyл ячěпе!!

Хисеплӗ таврапěлÿçěсем!

Сире тата ҫывӑх ҫыннӑрсене çывхарса килекен Ҫӗнӗ Ҫул тата Раштав ячӗпе саламлатпӑр!

Килекен ҫулталӑк Сирӗншӗн ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ, ҫӗнӗ майсемпе ҫитӗнӳсен ҫулӗ пултӑр, ҫутӑ пулӑмсемпе тата ырӑ ӗҫсемпе палӑрса юлтӑр.

Сире чун-чӗререн ырлӑх, тӑнӑҫлӑх, иксӗлми вӑй-хал, чи ҫутӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлама сунатпӑр.