Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ ӑслӑлӑх кӑна мар, ӗҫ те вӑл».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

01.01.2020 15:10
Саламлатпăр!!!

Хисеплĕ Виталий Петрович!

Эпир, чăваш таврапěлÿçисем, Сире чун-чěререн сумлă юбилей ячӗпе саламлатпăр!

Сирӗн пӗтӗм пурнӑҫӑрпа пултарулӑхӑр тӑван халӑхпа ҫыхӑннӑ. Педагогика, журналистика, таврапӗлӳлӗх, этнологи, культурологи, фольклористика ыйтӑвӗсене тӗпчес, малалла аталантрас ӗҫре сирӗн тӳпе калама ҫук пысăк. Эсир хатӗрленӗ вӗренӳ кӗнекисемпе энциклопедилле хайлавсем пулӑшнипе ҫамрӑк ӑру пӗлӳ илет. Ӑслӑлӑхри ӗҫӗрсем студентсемпе вĕрентекенсемшĕн çеç мар, тĕпчевçĕсемшĕн те питĕ паха пулса тăчěç. Эсир Чӑваш наци конгресне, И. Я. Яковлев обществине, чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркелекенсенчен пӗри пулса тӑтӑр. 1990-мӗш ҫулсенчен пуҫласа паянхи кун таранчченех чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ӗҫне хастар хутшăнатăр, эсир пулӑшса пынипе районсемпе ялсен энциклопедийӗсем, ял-хула историйӗн кӗнекисем кун ҫути кураççě, чăваш таврапěлěвě аталанса пырать.

Хаклă Виталий Петрович!! Сире кӗреш юман пек ҫирӗп сывлӑх, тулӑх пурнӑҫ, тулли телей, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хӑват сунатпӑр. Хуйхӑ-суйхӑ аякран пӑрӑнса ирттӗр, ӗмӗтěрсем пурнӑҫӑ кӗрсе пыччӑр. Нумай-нумай ҫул пире савӑнтарса пурӑнмалла пултӑр.