Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».


«Таврапӗлӳ — пӗр-пӗр япалана тӗпченипех унӑн сумне ӳстерекен ӑслӑлӑх дисциплини».

Дмитри Лихачёв академик

28.01.2020 09:50
Сиплевçĕ - драматург Петр Осипов 120 çулта

2020 çулхи кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тăван халăхăн мухтавлă ывăлĕ Петр Осипов çуралнăранпа 120 çул тултарчӗ. Петр Николаевича сума суса К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йĕркелерĕç. Мероприяти Чӑваш наци конгресӗ пуҫарса янӑ «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа (авторĕ Вера Архипова) килӗшӳллӗн иртрӗ. Ăна йĕркелекенĕсем – литература музейӗн ертӳҫи, ЧНК культура комитечӗн пайташĕ Ирина Вячеславовна Оленкина тата музейри наука сотрудникĕ Галина Еливанова.

Петр Николаевич Осипов – чăваш халăх писателĕ, драматургĕ, прозаикĕ, режиссерĕ, актерĕ, тăван тăрăхри сывлăх сыхлавĕн йĕркелÿçисенчен пĕри, медицина наукисен кандидачĕ, ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, граждăн вăрçин ветеранĕ. Республикăри сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче ĕçленĕ çулсенче вăл хĕрĕх ытла наука ĕçĕ çырса пичетленĕ. Вăрçă хыççăн темиçе çул хушши республикăра сывлăха сыхлас ĕç министрĕ пулнă. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Халăхсен туслăхĕ, «Хисеп палли» орденсене тивĕçнĕ. Унăн ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине çырса хунă.

Петр Осиповăн пултарулӑхне хак пама, ăна сума сума асăну каçне ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Чӑваш наци конгресӗн хастарĕсем, вĕрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ. Çыравçă-тухтăр иксӗлми пултарулӑхне Чăваш Республикинчи театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн ертӳçи, ЧР халăх артисчĕ Геннадий Медведев, Василий Сиплет çыравçă, Чăваш патшалăх истори архивĕн тĕп архивисчĕ Кристина Табункина, Чӑваш наци конгресӑн культура комитечӗн ертӳҫи, наци вулавӑшӗн тӗп специалисчӗ Вера Архипова хакларӗҫ.

Уява килнисем Петр Осиповăн кун-çулĕпе пултарулăхĕ çинчен туллин каласа пачĕҫ. Галина Еливанова вӑл чӑннипех те чӑваш чунлӑ çыравçă пулнине палӑртрӗ, хайлавӗсепе паллаштарчӗ. Петр Николаевич 1934 çултанпа СССР çыравçисен союзĕн пайташĕ пулнă. Литература ĕçĕнче утмăл çул ытла тăрăшнă, çирĕм ытла пьеса, опера либреттисем, музыка комедийĕсем çырнă. Паллăрах кĕнекисем: «Кушар» (драма, 1927), «Айтар» (драма, 1937), «Эльгей таврашĕ» (роман-эпопея, 1973), «Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт», «Пиччĕшĕпе шăллĕ» (2-мĕш кĕнеке 1977), «Тăван тавралăхра», «Павел Эльгеев» (3-мĕш кĕнеке 1984). Унӑн хайлавĕсем республикăри тата Чӑваш наци вулвӑшӗнчи Кӗнеке палатинче тата «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче тирпейлӗн упраннине палăртрĕ.

Ӑшӑ тӗлпулура Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин тата Шупашкарти С.М. Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕн вӗренекенĕсем, чăваш халăх артистки Галина Пуклакова, Земфира Яковлева ертсе пыракан «Çĕнял» фольклор ушкăнĕ чăваш юррисене шăрантарчĕç. Чӑваш наци конгресӗн культура комитетчӗн пайташӗ, паллă юрăç Роза Степанова хăнасене шăпчăк евĕр çепĕç сассипе В. Урдаш сăввипе А. Сергеев кĕвĕленĕ «Пĕрре курсах саврăм-ши» юррăпа савӑнтарчӗ.

Петр Осипов – чăвашсен профессилĕ театрне пуçарса яракансенчен пĕри. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн режиссерĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Наталья Сергеева П. Осиповăн театрпа çыхăннă кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Чăваш драма театрĕн артисчӗсем драматургăн «Икĕ каччăн пĕр шухăш» мыскарин тата «Сурхури сăри» спектаклĕн сыпăкĕсене кăтартрĕç. П. Осиповăн хайлавӗсене артистсем куракансем патне витӗмлӗн илсе ҫитерчӗҫ. Музейра «Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт» ятпа кӗнеке куравĕ ӗҫлет. Петр Осиповăн еткерлĕхĕн пуянлӑхне, паллах, кӗнекесем, сăнÿкерчĕксемпе документсем тата ытти курăмлă материалсем уçса пачĕç. Асăну каçĕ Петр Осиповăн сумлӑ ячӗ чӑваш ҫыннисен асӗнче пулнине тепĕр хут ҫирӗплетрӗ.

Вера Архипова