Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ ҫын таврашӗнчи ӑс-хакӑла ӳстерет, унсӑрӑн этем мӗншӗн пурӑнмаллине ӑнланаймасть».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

02.03.2020 16:22
Тÿскелте Çăварни кĕр кĕрлерĕ!

Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе уçă вулавĕсем" проекчĕпе килĕшÿллĕн, нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче эпир, чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, Елчĕк районĕнчи Тÿскеле çитрĕмĕр. Проект авторĕ - ЧНК культура комитечĕн председателĕ Вера Архипова.

Тÿскелти нумай енлĕ кану культура керменĕнче пире «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ тата ял халăхĕ çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова килнĕ хăнасене анатри чăвашсем патне çитнĕ ятпа саламларĕ, кĕскен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. ЧНК культура комитечĕн ертÿçи Вера Архипова проект çинчен каласа пачĕ, вăл мĕнле пурнăçланса пынине уçса пачĕ тата елчĕксене ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав турĕ. Культура керменĕн директорĕ Алина Ермолаева Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасемпе паллаштарчĕ, вăлах мероприятие ертсе пычĕ.

Тÿскелте виçĕ çул каялла çĕнĕ хăтлă культура керменне хута янă. Çавăнпа та кунта тĕрлĕ йăла-йĕрке уявĕсем час-часах иртеççĕ. Нумаях пулмасть Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккассин «Уяв» фольклор ушкăнĕ хăнара пулнă тата Шупашкар районĕнчи «Телей» халăх фольклор ансамблĕ те килсе хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарнă.

Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн ертÿçи Вера Архипова уява пуçтарăннисене тав сăмахĕ каларĕ, проект чăн та ăнăçлă ĕçленине, халăха кирлĕ пулнине палăртрĕ, конгресс хастарĕсене пурне те сăмах пачĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНК вĕренÿ комитечĕн председателĕ Геронтий Никифоров çулталăк çаврăмĕнчи кун тăрăм йăли-йĕрки çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, Тÿскел тăрăхĕнчи анатри чăвашсен уявĕсен уйрăмлăхĕсене уçса пачĕ. Чăвашсен паллă поэчĕ Раиса Сарпи хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ, ял халăхне сăвă çырас ăсталăха уçса пачĕ. Елчĕкре çуралса ÿснĕ ал ĕç ăсти Зинаида Воронова хăй ăсталанă ĕçсен куравне йĕркелерĕ, ăсталăх урокне те ирттерчĕ. Культура комитечĕн председателĕн çумĕ Надежда Васильева хореограф «Шуçăм» фольклор ансамбльне çÿрекенсене ташă хусканăвĕсене вĕрентрĕ. Тÿскелсем ташă вăрттăнлăхĕсене хаваспах алла илме пултарчĕç. Юрлама кăмăллакансемпе, уйрăмах ачасемпе, Людмила Кинер юрăç, композитор ăсталăх урокне ирттерчĕ. Шĕвĕрккесем чăваш юррисене çăмăллăнах, хăвăрт шăрантарма хăнăхрĕç.

Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ ЧНК президенчӗн Николай Угасловӑн пулӑшуҫи Зоя Яковлева "Шуҫӑм" фольклор ушкӑнне хамӑр культурӑна аталантарас тӗлӗшпе хастар ӗҫленӗшӗн конгресс Тав Хутне парса хавхалантарчӗ.

Тӗлпулӑва ЧНК Елчӗк районӗн уйрӑмӗн ертӳҫи, "Елчӗк Ен" хаҫат тӗп редакторӗ Николай Малышкин та ҫитрӗ, пурне те Ҫӑварни уявӗпе саламларӗ, тӳскелсене хӑнасене кӗтсе илме тӗплӗ хатӗрленнӗшӗн тав турӗ. «Тÿскеле иртекен уяв эпир хамăр чĕлхене, культурăна çĕнĕрен чĕртсе тăратассипе маттур ĕçлеме пуçланине кăтартать. Ял халăхĕ, ачасем çак мероприятисене хастар хутшăнни савăнтарать Сирĕн пултаруллăхăра курсан - савăнса хăпартланатăн, ял, район малашлăхĕ пуррине ĕненсе, туйса илетĕн»,- терĕ Николай Федорович.

Паллах, килнĕ хăнасене «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕнчи «Çăварни юрри», «Мăнкун» уявĕн йĕрки тата Тÿскел ялĕн «Ни сарă мар, ни хура мар» тĕп юрри хăнасен чунне уйрăмах пырса тиврĕç.

Аслă Çĕнтерÿ 75 çулне халалланă «Вăрçă чарăнни» инсценировкăна тÿскелсем уйрăмах пултаруллă хатĕрленĕ, ăна вĕсем ку çул иртекен тĕрлĕ мероприятисенче кăтартас шухăшлă. ЧНК хастарĕсемпе уява пухăннă ял халăхĕ ку сценкăна хумханса тата куççÿль кăларса ăша хыврĕç.

Çанталăк çуркунне енне кайсан хĕле ăсатса ăшă кунсене кĕтсе илмелли Çăварни уявĕ çитнĕ. Тÿскелсем ăна вырăнти йăлана шута илсе тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем Çăварни эрнине ирттерсе, пурнăç сыпăнса пытăрччĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетĕрччĕ тесе уява ял урамне тухса, тĕрлĕ йăласемпе, хĕвеле май катаччи чупса хĕле ăсатрĕç. ЧНК культура комитечĕн пайташĕсем те çăварни уявне хутшăнса лаша çуни çине ларса, юрла-юрла ял тавра çаврăнчĕç. Вĕсем те тÿскелсемпе пĕрле анатри чăвашсен йăли-йĕркипе:

«Хĕл уйăхĕ виç уйăх: раштав, кăрлач, пĕр нарăс. Çамрăк ĕмĕр – пĕр хуйăх, савăнар-ха пĕр харăс…» -- тесе юрларĕç.

Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕн «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ ЧНК хастарĕсене: «Пире малашне татах та пултаруллăрах ĕçлеме вăй-хăват парса хăвартăр»,- тесе ырă сăмахпа чĕререн тав турĕ.

Зоя Яковлева, Геронтий Никифоров.