Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».


«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».

Дмитри Лихачёв академик

02.03.2020 16:25
«Яндекс.Тăлмачă» сервиса чӑваш чӗлхине кӗртнине халалласа «Чӑваш чӗлхи — тӗнче уҫҫи» хӑтлав иртрӗ

Нарăс уйăхĕн пĕрремĕшĕнче «Яндекс.Тăлмачă» тĕрлĕ чĕлхерен чăвашла, чăвашларан тĕнчери 100 яхăн чĕлхене куçарма тытăнчĕ. Ĕнер Чăваш Республикин наци библиотекинче чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа «Чăваш чĕлхи — тĕнче уççи» хăтлав иртрĕ. 15 çул каялла тума палăртса хунă ĕç юлашки 4-5 çулта - 2016 тата 2019-2020 çулсенче - пысăк утăмсемпе аталаннă. «Яндекс.Тăлмачă» тĕрĕс куçартăр тесен ăна чăвашла-вырăсла ик чĕлхеллĕ предложенисемпе тата тулли текстсемпе пуянлатмалла. Халĕ унта "Яндекс" 250 пин ытла мăшăр предложени вырнаçтарнă, Николай Плотников ертсе пынипе ĕçлекен ушкăн тепĕр 50 пин ытла мăшăр хатĕрлесе хунă, анчах та предложенисене 500 пин мăшăртан иртсен тин "Яндекс. Тăлмачăри" предложенисен йышне ÿстересшĕн. Пултаруллă ушкăн çак ĕçе çулталăк вĕçлениччен пурнăçлама ĕмĕтленет. Ĕмĕт пурнăçлантăр тесен сканерлама, сканерланă текстсене вуласа тухса юсама, чăвашларан вырăсла, вырăсларан чăвашла куçарнă хайлавсен ăнăçлă тĕслĕхĕсене тупма, укçа-тенкĕпе пулăшма пултаракан маттурсем пулсан çак ĕç самаях хăвăрт пулассине пĕлтерчĕç хăтлава хутшăнакансем.

Маттур чăвашсем "Яндекс. Тăлмачă" лайăх ĕçлетĕр тесен ик чĕлхеллĕ текстсен корпусне хатĕрлемелли пирки те манмарĕç. Хăтлавра Чăваш Республикн вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов, Чăваш патшалах гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕсем Алевтина Долгова тата Геннадий Дегтярёв, «Хавал» чăваш халăх пĕрлешĕвĕн Килĕшÿ канашĕн пайташĕ, Тăван мар чĕлхесене вĕренмелли «Ăнăçу чĕлхи» шкулăн коммерци директорĕ Александр Блинов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Владимир Тяпкин, Мускав адвокачĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ Владимир Болгарский, Хусанти "Сувар" хаçат тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ Константин Малышев журналист, Чăваш Республикин наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрĕн ертÿçи Галина Соловьева т.ыт.те тухса калаçрĕç, "Яндекс. Тăлмачă" проект пĕлтерĕшĕ кашни чăвашшăн пысăк пулнине палăртрĕç.

ЧПГӐИ сайтӗнчен