Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский
04.09.2020 09:59
«Чӑваш Ен сӑррисем» фестиваль ҫӗршыв тӑрӑх саланнӑ чӑвашсене пӗрлештерчӗ

Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑҫал Чӑваш автономийӗн 100 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗҫ. Кăшăллă вирус алхаснипе чылай мероприяти онлайн мелĕпе иртрĕ. «Чӑваш ен сӑррисем» фестиваль те ҫӗршыв тӑрӑх саланнӑ чӑвашсене Интернет уçлăхĕнче пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма, ҫамрӑксене хутшӑнтарма, ҫывӑхланма май пачӗ. Конкурса пӗтӗмлетме, унӑн малашнехи тӗллевӗсене уҫӑмлатма йӗркелӳҫӗсем Чӑваш Наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.

Проект Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пуçарнипе 2016-мĕш çулта пурнăçа кĕме тытăннă. Унӑн тӗп тӗллевӗ – Раҫҫейре пурӑнакан чӑвашсен ăс-хакăл культурипе чӗлхине, йӑли-йӗркине сыхласа малалла аталантарасси, ăна ҫамрăксен хушшинче анлă сарасси, ачасен пултарулăхне ӳстересси.

Фестивале йĕркелесе пыракансен, пурнăçа кĕртекенсен шутне тĕрлĕ тытăмри учрежденисем, обществăлла организацисем кĕреҫҫĕ: Чăваш Республикин наци библиотеки, наци музейĕ, культурăпа искусствăн патшалăх институчĕ, патшалăх истори архивĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕ, Шупашкар хулин вĕрентӳ управленийĕ, Шупашкар хулин библиотекăсен пĕрлешĕвĕ, Мускав хулин хĕвел анăҫ административлă округĕнчи библиотекăсен системи, Санкт-Петербургри тата Мускаври чăвашсен культура пĕрлешĕвĕсем. Форум çулсерен вăй илсе пырать. Малтанхи ҫулсенче вăл ачасен хушшинчи ӳкерчĕксен конкурсĕнчен пуҫланнӑ. Кăҫалтанпа унӑн статусĕ те ӳсрĕ, халь вăл Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль шутланать. Тата тĕрлĕ номинацисем пуҫарса янă: ӳнерпе фотографи творчестви, ташăпа вокал ăсталăхĕ, литература пултарулăхĕ, тăван енпе генеалогине тĕпчес ĕҫ, вĕрентӳпе культура учреджденийĕсенче ĕҫлекенсен професси ăсталăхĕ. Фестивале хутшăнакансен шучĕ ҫулсерен ӳссе пырать. Кăҫал ҫĕршыври тĕрлĕ тăрăхри 189 ял-хуларан 9422 хутшăнакан пулчĕ. Ытларах ӗҫсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Мускав, Питӗр, Пермь, Хусан хулисенчен килчӗҫ. Конкурсра ача садне ҫӳрекен шӑпарлансем те, шкулта вӗренекенсем те, вӗрентекенсем те, регионсенче пурӑнакан ентешӗмерсем те хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ уҫса пама пултарнӑ. Чи нумай ӗҫ /4121/ А.А. Кокель ячӗллӗ илемлӗ пултарулӑх конкурсне, Г.А. тата А.А. Костинсем ячӗллӗ фотоӑсталӑх конкурсне /3581/, К. Иванов ячӗллӗ литература конкурсне /562/ килсе ҫитнӗ. Вӗсене наука, культура тата вӗрентӳ учрежденийӗсенчен 65 эксперт хакларӗҫ.

Кăҫал фестивале республикăн 100 ҫулхи юбилейне халалланӑ май, унӑн тĕп тĕллевĕ те пурнăҫланчĕ темелле. Конкурсантсен ĕҫĕсенче тăван ҫĕршыва юратни, пирӗн несӗлсем хывса хӑварнӑ йӑласене упраса хăварма тăрăшни палăрчĕ. Вӗсем чӑваш халахӗн иксӗлми культури, йӑли-йӗрки аталантарса пынине лайӑх ҫирӗплетеҫҫӗ. Ачасем хăйсен пултарулăх ĕҫне пурнăҫланă ҫĕре ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне явăҫтарни те савӑнтарать. Кунта эпир ҫемье традицийĕсене ҫирĕп тытса пыма тăрăшнине те куратпăр.

Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн те, инҫетри йӑхташӑмӑрсемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. «Вӑл мал ӗмӗтлӗ яш-кӗрӗме пӗр-пӗринчен ыррине вӗренме, туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме, ытти халӑх умӗнче хамӑрӑн культурӑпа йӑла-йӗркене кӑтартма май парать», - тесе пӗтемлетрӗҫ тӳресемпе йӗркелӳҫӗсем.

Вера Архипова, ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи