Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский
08.09.2020 15:57
Никифор Наумов мӑчавар ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ

Чӑваш мӑчаварӗсенчен пӗри — Никифор Наумов — ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Наумов Никифор Егорович 1936 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑхӗ ӑна ытларах енӗпе чӑваш йӑли-йӗркисене управҫи пек пӗлет. Вӑлах «Халӑх ҫӳпҫинчен» кӗнеке авторӗ.

1959 ҫулта вӑл Йошкар-Олари вӑрман техникин институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Инженер-строитель пулса ӗҫленӗ, Сӑра вӗретнин историйӗн музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшнӑ. Пурӗ вӑл 5 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Никифор Наумовпа ыран, авӑнӑн 9-мӗшӗнче 10 сехетре сывпуллашӗҫ. Сывпуллашу Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра иртӗ.

Аҫтахар Плотников