Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».


«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».

Дмитри Лихачёв академик

17.11.2020 14:38
Кӗрхи уявӑн  хӑни – паллӑ композитор  Станислав Толстов

Паянхи тӗл пулӑва таврапӗлӳҫӗсем Чӑваш автономине йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнине палӑртма пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫак черетлӗ ларӑва Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи паллӑ композитора Станислав Толстова чӗнчӗҫ. Мероприяти хулари 17–мӗш номерлӗ Вулавӑшра иртрӗ. Пухура Чӑваш автономине йӗркелесе янӑ вӑхӑтри йывӑр ҫулсене каласа паракан «Великий Октябрь и образование Чувашской автономной области» кӗнекери (ӑна Шупашкарта «Новое Время» типографинче 500 экземплярпа кӑларнӑ) историне кӗскен каласа кӑтартрӗҫ.

Пухӑва таврапӗлӳҫӗсем кӑҫалхи ҫул пӗрремӗш хут пуҫтарӑнчӗҫ. Сӑлтавӗ - короновирус чирӗ анлӑ сарӑлса пынипе вӑхӑтра пуҫтарӑнса калаҫма май пулманни.

Пухӑва Николай Казаков уҫрӗ. Ҫак кунсенче пиртен паллӑ ентеш Пушкин В. К. ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайрӗ. Ҫавна шута илсе пухӑннисем пӗр минут ура ҫине тӑрса ӑна асӑнчӗҫ.

2019 ҫулхи таврапӗлӳҫӗсен ӗҫӗсем ҫинчен обществӑн яваплӑ секретарӗ Е. В. Александрова тӗплӗн каласа пачӗ. Отчетне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн Чӑваш таврапӗлӳҫисен Пӗрлӗхне ярса пама йышӑнчӗҫ.

С. П. Толстовӑн ҫуралнӑ кунӗ ирсе кайнӑ пулсан та таврапӗлӳҫӗсем ӑна ӑшшӑн саламларӗҫ, асӑнмалӑх Хисеп хучӗ тата хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ. Вӑл саламлакансене тав туса музыкӑри хӑйӗн ҫӗнӗ ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ.

Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисене ертсе пыракан Николай Казаков Алексей Мордовкина тата Анастасия Никитинӑна Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе наградӑларӗ.

Тӗл пулура таврапӗлӳҫӗсем ҫитес ҫулта ӗҫлемелли ӗҫ планне ҫирӗплетрӗҫ. Май уйӑхӗн 15 мӗшӗнче Раҫҫей патшалӑхӗн паллӑ ҫынни Александр Невский ҫуралнӑранпа 800 ҫул ҫитет. Ҫак датӑна палӑртса шкулта ачасемпе тӗл пулса калаҫмалла. Толльятинчи ҫар музейне, К. В. Иванов ҫуралса ӳснӗ яла - Слакпуҫне тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи паллӑ вырӑнсене ҫитсе курма палӑртрӗҫ.

Михаил Сазонов