Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».


«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».

Дмитри Лихачёв академик

 

Юлашки пилӗк ҫулта пирӗн районта ял тӑрӑхӗсен энциклопедийӗсем, тӗрлӗ кӗнекесемпе брошюрӑсем пичетленсе тухрӗҫ. Акӑ сӑмахран, Сӑкӑт ялӗ ҫинчен Иван Ильин ҫырнӑ «Сӑкӑт» тата «Память и памятник» кӗнекесем, Вӑтаелӗнчи Валентина Яковлеван «Пӑла шывӗ хӗрринче», Кивӗ Ахпуртри Александр Салминпа Алевтина Павлова «Асрах-ҫке,эс, тӑван кӗтес!», Тӑрӑнти Дмитрий Конновӑн «Тӑрӑн ял тӑрӑхӗ», Ҫӑл Атӑкри Николай Осиповпа Леонид Ершовӑн «Шлипшур ҫинчи Ҫӑл Атӑк», Ҫӗнӗ Ахпуртри Владимир Люкинӑн «Пӑла хӗрринче», Шӑнкӑртамри Памир  Салиховӑн «Шыгырдан», Кзыл Чишмари Загит Азизовӑн «Вспомним всех поименно» тата  Мирхат Шакировӑн «Родная земля» кӗнекисем        район историне ҫутатса параҫҫӗ.

Ҫулталӑк хушшинче районти таврапӗлуҫӗсен  уйрӑмӗ  ҫак ӗҫе ҫамрӑксене те явӑҫтарма тӑрӑшрӗ. Ку енӗпе шкулсенче тӗрлӗ кружоксемпе фестивальсем йӗркеленеҫҫӗ. Районта 2006 ҫултанпа поэзине юратакансен «Мехел» клуб ӗҫлет. Ӑна  Нина Мазякова ертсе пырать. Ҫамрӑксем те хӑйсен сӑввисен пуххисене пичетлеҫҫӗ. Акӑ  сӑмахран, Галина Хлебникова 3 кӗнеке кӑларма  мехел ҫитерчӗ, Галина Мулюкова – 2, Людмила Сорокина-4, Мария Мадюкова, Светлана Кулакова Гелюзя Пазюкова сӑвӑсен пуххисем тухрӗҫ.

Малашне те ҫак ӗҫре хастар ӗҫлекенсене ҫамрӑксем хушшинче анлӑлатассипе тӑрӑшмаллине тӗпе хуратпӑр.

 Д.Коннов, Чӑваш Республикинчи  Патӑрьел уйрӑмӗн таврапӗлуҫисен ертӳҫи