Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

МУРКАШ РАЙОНӖ,

ЧУМАНКАССИ ЯЛ ХУТЛӐХӖН ЕРТӲҪИНЕ

Н.В. БЕЛОВА

Хисеплӗ ҫыннӑмӑр Николай Валерианович!

 Ҫӗршыври паллӑ ялта Исетерккӗре клуб ҫумне тӗртсе лартнӑ пуҫламӑш шкул ҫурчӗ япӑхса ларни ҫинчен республикӑри хаҫатсем темиҫе хут та ҫырчӗҫ. Пирӗн пата та хыпар-хӑнар килсех тӑчӗ. Эпир район администрацине ятарлӑ ҫыру ятӑмӑр, анчах хурав кӗтсе илеймерӗмӗр.

Ял ҫыннисем ҫав пушӑ ҫуртра Музей уҫма сӗнеҫҫӗ. Ку чӑнах та тӗрӗс сӗнӳ. Исетерккӗре эпӗ темиҫе ҫул каярах пулса курнӑччӗ. Вырӑнӗ - ял варри, унтах Амӑшӗн палӑкӗ, магазин, клуб, пӗве патне анакан ҫул… Тата мӗн кирлӗ?

Ҫурта администраци хӑй ҫине илеймест пулсан, ӑна ТОС (общественное самоуправление) аллине парӑр.

Ыйтӑва ял пухӑвӗнче пӑхса тухас тетӗр пулсан, пире йыхравлӑр. Эпир пырса кайма пултаратпӑр.

 

Ырлӑх-сывлӑхпа ӑнӑҫусем сунса – В.П. Станьял,

Чӑваш старейшинисен тӗп канашӗн ертӳҫи,

Таврапӗлӳҫӗ.