Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ «автортан пулса кайман» тавралӑха историлӗх витӗмне парать, унӑн аваллӑхӗнче, вӑл ытлашши ватӑ пулмасан та, мӗн те пулин ҫӗнни, пахи тупса палӑртать».


«Таврапӗлӳ ҫын таврашӗнчи ӑс-хакӑла ӳстерет, унсӑрӑн этем мӗншӗн пурӑнмаллине ӑнланаймасть».

Дмитри Лихачёв академик

Сорокин Сергей Лазаревич 1973 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Шупашкарти 35 №-лӗ вӑтам пӗлӳ паракан шкултан, 1995 ҫулта – электромеханика техникумӗнчен, 2000 ҫулта – И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.  «Бытовкин» тулли мар тивӗҫлӗ обществин ертӳҫи. Ҫемьеллӗ, виҫӗ ача ашшӗ. Асли, 16 ҫулхи ывӑлӗ Виктор, хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ята тивӗҫнӗ, музей йӗркеленӗ, час-часах хулашсене чавса тӗпченӗ ҫӗртре хутшӑнать.

Сергей Лазаревич Шупашкар районне кӗрекен Атӑлъял ялӗнче клуб, этнографи комплексӗ, уҫӑ тӳпе айӗнчи бассейн, Станьял ялӗнче – Таврапӗлӳпе туризм центрне туса лартнӑ.

2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Сергей Сорокин Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн хастар ертӳҫи пулса тӑрать.