Чăваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ

Союз чувашских краеведов

Чăвашла Русский

Таврапӗлӳ вӑл...

«Таврапӗлӳ тӑван тавралӑха юратма вӗрентет, вӑл паракан ӑс вара вырӑнти культура палӑкӗсене упраса хӑварма май парать».


«Таврапӗлӳ культурӑн пӗр пайӗ пулнӑран вӑл культурӑна музей тата педагог ӗҫӗн архивӗсене тӑвассипе, пухусем ирттерессипе, ҫамрӑксене тӗрлӗ кружоксемпе пӗрлӗхсене пухассипе, туризма аталантарассипе, хорсем тата алӗҫ артелӗсене йӗркелессипе тачӑ ҫыхӑнтарать».

Дмитри Лихачёв академик

Умӗн калани

Ҫӗнӗ историн XVII-XVIII ӗмӗрӗсенче чӑваш тӗнчине патшалӑх тӳри-шари, ҫулҫӳревҫӗсем, тӗпчевҫӗсемпе уйрӑм историҫӗсем сӑнаса пӑхнӑ, паха еткер хӑварнӑ. Каярахпа чӑвашран та тӗпчевҫӗсем тухнӑ (Н.Я. Бичурин, С.М. Михайлов-Янтуш, В.К. Магницкий, Н.В. Никольский, Н.И. Ашмарин, И.Н. Юркин).

Тӑван тавралӑха сӑнама, халӑх пурнӑҫӗн тӗрлӗ енӗсене тишкерме «ют ӑру» ачисене Хусанти е Самарти тӗн шкулӗсенче вӗрентмен. Ку ӗҫе И.Я. Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пуҫарса янӑ. Унтан таврапӗлӳҫӗсен пысӑк йышӗ вӗренсе тухнӑ.

Чӑваш автономи облаҫӗн ертӳлӗхӗ пуҫарнипе 1921 ҫулта Шупашкарта Чӑваш ҫӗршывне сӑнакансен Обществине йӗркелесе янӑ. Малтанхисен ретӗнче М.П. Петров-Тинехпи, И.Т. Тихонов-Микуҫ, М.С. Спиридонов, Д.П. Петров-Юман, С.М. Максимов, Ф.П. Павлов, И.Е. Тӑхти, А.П. Прокопьев-Милли, Г.И. Комиссаров-Вантер, К.В. Элле, Н.К. Патман, Н.Р. Романов ячӗсене палӑртса хӑвармалла. Вӗсем хисепе тивӗҫлӗ. 30-мӗш ҫулсенчи хӗсӗрлӳ вӑхӑтӗнче таврапӗлӳҫӗсен обществине салатса янӑ. Анчах тӗпчев-сӑнав ӗҫӗ чарӑнман. Уҫҫӑнлӑх тапхӑрӗ ҫаврӑнса ҫитсен, 1991 ҫулхи ҫӗртмен 21 -мӗшӗнче, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн ҫӗнӗ уставне йышӑнаҫҫӗ.

Патшалӑх регистрацине ирттернӗ чухне Устав улшӑнса пынӑ.

I. Пӗтӗмӗшле ӑнлантарни

1.1. Чӑваш Республикинчи Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ («Союз чувашских краеведов», кӗскен — «Пӗрлӗх») обществӑлла организаци таврапӗлӳҫӗсен хӑйнехаллӗн, йышлӑ та ирӗклӗ пӗрлешӗвӗ шутланать, вӑл хӑйӗн ӗҫне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Конституцийӗсемпе, Раҫҫей Федерацийӗн «Обшествӑлла пӗрлешӳсем ҫинчен» саккунӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин ытти саккунӗсемпе, ҫак Уставпа килӗшӳллӗн туса пырать. Хӑйнехаллӗн тата хӑйтытӑнлӑхлӑ пӗрлӗх пулнӑ май, Пӗрлӗх ытти обшествӑлла пӗрлешӳсене кӗме пултарать.

1.2. Патшалӑх регистрациленӗ самантран пуҫласа Пӗрлӗх юридици сӑпатне илет, вӑл хӑйӗн харпӑрлӑхӗнче харкам пурлӑх тытма пуҫлать, хӑйӗн пурлӑхӗпе явап тытать; хӑй ятӗнчен хатӗр-хӗтӗре харкам пурлӑх шутланман япаласене туянать е илет, яваплӑх тытать, судра тавӗҫӗ тата явапҫӑ пулма пултарать.

1.3. Пӗрлӗх банк учрежденийӗсенче расчет тата ытти шутсем (счетсем) уҫма, ҫавра пичет, штамп, хӑйӗн ячӗллӗ бланксем, эмблема, кӑкӑр палли тума пултарать.

1.4. Пӗрлӗхӗн ертӳлӗхе — Пӗрлӗх Канашӗ вырнаҫнӑ вырӑн: — 428003, Шупашкар хули, Ленин пр., 15-мӗш ҫурт, Чӑваш наци вулавӑшӗ.

1.5. Пӗрлӗх Чӑваш Реслубликинче ӗҫлет, хӑй тавра тулай чӑваш таврапӗлӳҫисене пӗрлештерсе тӑрать.

II. Ӗҫ-хӗл тӗллевӗсем

2.1. Пӗрлӗхен тӗп тӗллевӗ — Чӑваш Республикинче тата тулай Чӑвашра тавралӑх пӗлӗвне аталантарасси, ӑс-пурлӑха пуянлатасси, культурӑпа ҫутҫанталӑк палӑкӗсене упрама хистесси, таврапӗлӳҫӗсем хушшинче ҫыхӑну йӗркелесе ҫирӗплетесси, таврапӗлӳ ӗҫӗнчи ырӑ йӑласене упраса хӑварасси, Пӗрлӗх ҫыннисен интересӗсене хӳтӗлесси.

2.2. Хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлас тесе Пӗрлӗх ҫакӑн пек ӗҫсем тӑвать:

- таврапӗлӳ юхӑмӗн историне тӗпчет;

- таврапӗлӳ ӑстисене вӗрентсе хатӗрлеме пулӑшать, таврапӗлӳҫӗсен ҫӗнӗ ушкӑнӗсене йӗркелет; патшалӑх, халӑх е уйрӑм хуҫалӑхсен музейӗсене, вулавӑшӗсене, архивӗсене уҫма пулӑшать;

- культурӑпа ҫутҫанталӑкӑн палӑкӗсене тупассине, вӗсене пӑхса усрассине, тӗпчессине йӗркелет;

- халӑха кирлӗ чӑнлавсене палӑртассине, тирпейлессине, упрассине, усӑ курмалла тӑвассине йӗркелет, таврапӗлӳ тӗпчевӗсем, экспедицийӗсем ирттерет, халӑхӑн сӑмах вӗҫҫӗн еткерне упраса пурӑнать;

- калаҫусемпе тӗлпулусенче, пичетре тӑван тавралӑхпа халӑх историйӗ ҫинчен ӑнлантарса парать, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явать, таврапӗлӳҫӗсемпе конференцисем ҫавра сӗтелсем, кӑтартусем, ӑмӑртусем тата ытти ӗҫсем туса ирттерет;

- халӑхӑн авалтан килекен ӑспа алӑ ӑсталӑхне аталантарас ӗҫре пулӑшать;

- таврапӗлӳ ыйтавӗсемпе патшалӑхпа общество организацийӗсене тухать.

III. Пӗрлӗх пайташӗсем, вӗсен ирӗкӗсемпе тивӗҫӗсем

3.1. Таврапӗлӳ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ, 18 ҫул тултарнӑ кирек хӑш элтеш (гражданин) тата юридици сӑпатне илнӗ обществӑлла организаци, Пӗрлӗх Уставне йышӑнать тата ӑна пурнӑҫласа пырас тет пулсан, Пӗрлӗх пайташне (членне) кӗме пултарать.

3.2. Пӗрлӗхе Тӗп Канаш, ҫавӑн пекех вырӑнти уйрамсен ертӳлӗхӗ харкам ыйтни тӑрах илет. Пӗрлӗх пайташӗсене Канаш ҫирӗплетнӗ ӗнентерӳ (удостоверени) параҫҫӗ. Юридици сӑпачӗллӗ организацисене пӗрлӗхе хӑйсем ыйтнипе тата пуху протоколӗнчен ҫырса илнине кура илеҫҫӗ.

3.3. Пӗрлӗх пайташӗн членӗн ҫакӑн пек ирӗксем (правасем) пур:

- Пӗрлӗхӗн ертӳлӗхне, тӗрӗслев-сӑнав органӗсене суйлама тата суйланма;

- пухусене (съездсене, конференцисене тата ыт.) хутшӑнма;

- сӗнӳсем пама, таврапӗлу ыйтӑвӗсем енӗпе ӑслӑлӑхпа хӑнӑху пулӑшӑвӗ илме;

- Пӗрлӗх ирттерекен кирек хӑш ӗҫе хутшӑнма;

- Пӗрлӗх Канашӗн тата унӑн ертӳҫин ӗҫне хак пама;

- Пӗрлӗх паракан ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курма, хисеплӗ ят илме тата ыт. те.

3.4. Пӗрлӗх пайташӗн ҫакӑн пек тивӗҫсем пур:

- Устав ыйтнисене тата съезд йышӑннисене пурнӑҫламалла, таврапӗлӳ ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа сарса пымалла;

- Пӗрлӗх ӗҫне пултарнӑ чухлӗ хӑйӗн тӳпине хывмалла;

- Пӗрлӗх программипе пуҫарӑвӗсене май пур таран пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшмалла, тавралӑха тӗпчемелле, пичетленмелле.

3.5. Пӗрлӗхрен хӑй ирӗкӗпе тухас тесен ыйту хучӗ ҫырса памалла е сӑмахпа пӗлтермелле.

3.6. Устава пӑснӑ тата таврапӗлӳҫӗҫен чысне вараланӑ тӗслӗхсем палӑрнӑ хыҫҫӑн Пӗрлӗхрен кӑларма пултараҫҫӗ, ӑна Канаш ларӑвӗнче татса параҫҫӗ; кӑларнӑ ҫын каялла кӗрес тесен съезд умне ыйту тӑратма пултарать.

IV. Йӗркеленӳпе тӗрӗслев органӗсем

4.1. Пӗрлӗхӗн аслӑ органӗ съезд шутланать, вӑл виҫӗ ҫулта пӗрререн кая мар пухӑнмалла. Суйланӑ делегатсем ҫурринчен ытларах пухӑнсан съезд тулли ирӗклӗ шутланать.

4.2. Съезд таврапӗлӳ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ыйтӑва та пӑхса тухма пултарать.

Ҫак ыйтусене съезд кӑна татса пама тивӗҫ:

- Устав йышӑнасси, унта улшӑнусем кӗртесси;

- Пӗрлӗхӗн тӗп ӗҫӗсене тата сулӑмӗсене палӑртасси, пурлӑх никӗсне мӗнле майсемпе йӗркелесси тата унпа мӗнле усӑ курасси;

- Пӗрлӗх пашханне (председательне), Канашне, ревизи ушкӑнне суйласси (виҫӗ ҫуллӑх), вӗсен ирӗкӗсене вӑхӑт ҫитичченех чарса лартасси, шайлавӗсене (отчетсене) итлесе ҫирӗплетесси;

- Пӗрлӗхе улӑштарасси е унӑн ӗҫне чарса лартасси.

4.3. Съезда хутшӑнакансен ҫурри ытла сасӑланӑ пулсан йышӑну вӑя кӗрет. Съезд кӑна татса памалли ыйтусене делегатсен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ сасӑласа татса парать. Вӑрттӑн, уҫҫӑн е урӑхла сасӑлассине съезд хӑй палӑртать.

4.4. Съездсем хушшинчи тапхӑрта ялан ӗҫлекен орган — Пӗрлӗх Канашӗ.

Пӗрлӗх Канашӗн тивӗҫӗсем:

- Канаш хӑйӗн ялан ӗҫлекен органне — тӗп ӗҫтӑвкомне йӗркелет;

- Пӗрлӗхӗн вырӑнти уйрӑмӗсене уҫасси-хупассине йӗркелет;

- Пӗрлӗхӗн ытти ӗҫӗсене туса пырать;

- Канаш пайташӗсен тата вырӑнти уйрӑмсен шайлавӗсене (отчечӗсене) итлет;

- тӑрӑмсемпе (положенисемпе) кӑтартусем (инструкцисем) кӑларать;

- черетлӗ сьезда пухассине тата делегатсен шутне палӑртать;

- таврапӗлӳ ӗҫӗнче хастарлӑх кӑтартнӑ ҫынсене тав сӑмахӗпе, хисеп хучӗпе, хаклӑ парнепе тата ытти майсемпе палӑртма пултарать (укҫа-тенкӗпе хавхалантарассине Канаш пӑхса тухмасть);

- ҫулталӑк шайлавне тата бухгалтерин ҫулталӑк балансне ҫирӗплетет;

- финанс планне ҫирӗплетет, унта улшӑнусем кӗртет;

- ытти организацисен ӗҫне хутшӑнассине пӑхса тухать.

4.5. Пӗрлӗх Канашӗн ларӑвӗсене кирлине кура пухаҫҫӗ, анчах ҫулталӑкра пӗрререн кая мар пухӑнмалла. Канаш ларӑвӗн йышӑнӑвӗсем ҫурри ытларах ҫын хутшӑннӑ пулсан вӑя кӗреҫҫӗ. Канаш йышӑнӑвӗсене ытларах сасӑпа йышӑнаҫҫӗ. Сасӑсем тан чухне ыйтӑва Канаш председателӗ татса парать.

4.6. Пӗрлӗх Канашӗн пашханӗ (председателӗ):

- Пӗрлӗх тӗллевӗсемпе программисене кура Канаш ӗҫне йӗркелесе пырать;

- Канашӑн тата хӑй ӗҫӗн тухӑҫлӑхӗшӗн Пӗрлӗх съезчӗ умӗнче явап тытать;

- бухгалтер учечӗпе отчетне тӗрӗслесе тӑрать;

- Патшалӑх влаҫӗсенче, управленисенче, обществӑлла организацисенче Пӗрлӗх ячӗпе ӗҫ тӑвать;

- Пӗрлӗх ӗҫе ҫинчен юстици органӗсене хьшарласа тӑрать;

- укҫа-тенкӗпе тата пурлӑхпа усӑ курать, Пӗрлӗх аппаратне ӗҫе илет е ӗҫрен хӑтарать. Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ тата ытти хутсене алӑ пусать, ӗнентерӳсем парать, килӗшӳсем тӑвать е вӗсене пӑрахӑҫлать;

- Пӗрлӗх ячӗпе паракан хисеплӗ ятсемпе ытти чӑнлавсене (документсене) алӑ пусать.

4.7. Пӗрлӗхен ревизи ушкӑнӗ:

- хӑй йышӗнчен уҫҫӑн сасӑласа председатель, унӑн ҫумне тата ҫыруҫине уйӑрать; Пӗрлӗхӗн укҫа-тенкӗпе пурлӑх ӗҫне-хӗлне, сметӑпа штат дисциплинине, учетпа шайлавлӑха, ӗҫсене йӗркеллӗ тата вӑхӑтра татса панисене тӗрӗслет;

- съезд умӗнче шайлав тӑвать, ҫулленхи тӗрӗслевсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарать.

V. Пӗрлӗх тытӑмӗ

5.1. Пӗрлӗх канашӗ, тӗп ӗҫтӑвком, вырӑнти уйрӑмсем хӑйсен ӗҫне-хӗлне ҫак Уставпа йӗркелесе пыраҫҫӗ.

5.2. Вырӑнти (районсенчи, регионсенчи) уйрӑмсем ятарласа йышӑннӑ «Тӑрӑм» (положени) тӑрӑх ӗҫлеҫҫӗ.

5.3. Вырӑнти уйрӑмсем Пӗрлӗх Канашӗпе килӗштернӗ чухлӗ укҫа-тенкӗпе тата ытти пурлӑхпа уса кураҫҫӗ.

VI. Пӗрлӗхӗн пурлӑх никӗсӗ

6.1. Пӗрлӗх хӑйне ӗҫлеме кирлӗ чухлӗ харпӑрлӑх тытма пултарать, вӑл шутра — ҫӗр лаптӑкӗсем, ҫурт-йӗр, тӗрлӗ хуралтӑ, пурӑнмалли фонд, транспорт, ӗҫ хатӗрӗсем, культурӑпа ҫутӗҫе тата сывлӑха упрамалли хатӗрсем, укҫа-тенкӗ, акцисем, хаклӑ хутсем тата ытти тӗрлӗ харпӑрлӑх.

Пӗрлӗх хӑй укҫи-тенкипе туяннӑ е йӗркеленӗ учрежденисем, издательствӑсем, анлӑ хыпарлав хатӗрӗсем тата ытти харпӑрлӑх тытма пултарать.

6.2. Пӗрлӗхӗн пурлӑх никӗсне йӗркелемелли чахлӑх:

- Пӗрлӗхе уйрӑм ҫынсемпе юридици сӑпачӗсем хӑйсен ирӗкӗпе панӑ тӗрлӗ пурлӑх, акцисем, хаклӑ хутсем;

- рекламӑпа издательство, сутлӑх ӗҫӗнчен пухӑнакан пайта;

- Уставпа юрӑхлӑ тӗрлӗ ӗҫсем, лекцисем, кӑтартусем, аукционсем, суту-илӳ туни;

- саккунпа чарман ытти тӗрлӗ майсем.

6.3. Пӗрлӗх хӑйне кирлӗ фондсем тума, хӑйӗн пурлӑхӗпе ирӗклӗн усӑ курма пултарать.

6.4. Кашни фонд йӗркине, тытӑмне, тӗллевне, виҫине, ӗҫне-хӗлне Пӗрлӗх Канашӗ палӑртать.

6.5. Пӗрлӗх Чӑваш Республикинчи бюджетпа тата бюджет тулашӗнчи фондсемпе хӑйӗн ҫыхӑнӑвӗсене вӑйра тӑракан саккунсемпе килӗшӳллӗ туса пырать.

6.6. Пӗрлӗх хӑйӗн уставӗпе палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас енӗпе реклама сарма, хаҫат, журнал, кӗнеке кӑларма, хуҫалӑх юлташлӑхӗсем, обшествисем тата ытти хуҫалӑх организацийӗсем йӗркелеме пултарать, суту-илӳ ӗҫне туса пыма кирлӗ пурлӑх туянать. Йӗркеленӗ хуҫалӑх организацийӗсем, юлташлӑхсемпе обшествӑсем тивеҫлӗ бюджета РФ законодательстви палӑртнӑ чухлӗ виҫепе тата йӗркепе укҫа-тенкӗ хывса тӑраҫҫӗ.

Пӗрлӗхӗн пайталӑх ӗҫӗнче пухӑннӑ пурлӑхне уйрӑм ҫынсене пайласа пама юрамасть, унпа Устав палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама усӑ курмалла. Пӗрлӗхе хӑйӗн пурлӑхӗпе ыркӑмӑллӑх тӗллевӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ.

VII. Устава улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртесси. Пӗрлӗх ӗҫне чарса лартасси

7.1. Пӗрлӗхӗн черетле съездӗнче пӑхса тухмалли Уставра ҫыхӑннӑ сӗнӗвӗсене Пӗрлӗх пайташӗсем (членӗсем) Пӗрлӗх Канашне тӑратаҫҫӗ.

Устава улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртме йышӑннине съездӑн пӗтӗм делегачӗсен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ сасӑласа ҫирӗплетмелле.

12. Устава кӗртнӗ улшӑнусемпе хушӑмсене патшалӑх регистрацилемелле, вӑл унсӑрӑн вӑйра шутланмасть.

7.3. Пӗрлӗхе улӑштарасси е унӑн ӗҫне чарса лартасси съезд йышӑнӑвӗпе пулса иртме пултарать.

7.4. Пӗрлӗхе улӑштарас е пӗтерес тесен съезд делегачӗсен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ сасӑламалла. Улӑштарнӑ хыҫҫӑн Пӗрлӗх пурлӑхӗ, ирӗкӗпе тивӗҫӗсем ун вырӑнне йышӑнакан организацие куҫаҫҫӗ.

7.5. Пӗрлӗх ӗҫне вӑйра таракан саккунсем ыйтнӑ пек йӗркепе тата сӑлтавсемпе суд урлӑ чарса лартма пултараҫҫӗ.

7.6. Пӗрлӗхе пӗтернӗ чухне кредиторсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн юлакан пурлӑхпа Пӗрлӗх уставӗпе пӑхнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама усӑ кураҫҫӗ. Юлнӑ пурлӑхпа мӗнле усӑ курасси пирки мӗн йышӑннине пӗтерӳ (ликвидаци) комиссийӗ пичет урлӑ хыпарламалла.

7.7. Пӗрлӗхе хупма йышӑннӑ хута регистраци органне Патшалӑхӑн пӗрпӗтӗм реестрӗнчен кӑларма ярса памалла. Юридици сапачӗсен патшалӑх пӗрпӗтӗм реестрне ҫырса хунӑ хыҫҫӑн Пӗрлӗх хупӑннӑ, ӗҫлеме пӑрахнӑ шутланать.


 

Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ В.П. СТАНЬЯЛ.

Пӗрлӗхӗн яваплӑ ҫыруҫи В.И. КАРПОВ.