Кӗнекере Тӑвай районне кӗрекен Енӗш Нӑрваш ялӗ никӗсленнине, кӳршӗри вырӑс ялӗсем ҫуралнине, ял-йышӑн тӗрлӗ тапхӑрти кун-ҫулне кӗскен сӑнласа панӑ, Аслӑ Отечествӑллӑ вӑрҫӑ ҫулӗсенчи халӑх патриотизмне кӑтартнӑ, ялти чи авалхи йӑхсене тишкернӗ.
Кӗнекене тӑван тавралӑхпа тата ялсен иртнӗ кун-ҫулӗпе кӑсӑкланакансем валли ҫырнӑ.