Чăваш ваттисен (старейшинăсен) тĕп канашĕ 2021 çулхи юпан (октябрĕн) 21-мĕшĕнче, кĕçнерникун 14 сехетре, республикăн Наци вулавăшĕнче (яланхи пекех иккĕмĕш хутра) Чăваш халăх хуралĕн тата Ваттисен тĕп канашĕн анлă ларăвне пухать. Унта ял-хулари аслисен канашĕсенчи хастар çынсене ятарласа чĕнмесĕрех кĕртеççĕ.
Тĕп канаш ертÿçи Виталий Станьял ăсчах каланă тăрăх, пăхса тухмалли тĕп ыйтусене малтанах палăртнă. Вĕсен шутĕнче çaксем: Паянхи лару-тăру тата умри тĕллевсем (Н.М. Адерпа В.Г. Тяпкина каласа пама ыйтнă); Чăваш наци академийĕпе Чăваш таврапĕлýçисен союзĕн пуçлăхĕсем Е.Е.Ерагинпа С.Л. Сорокин çĕнĕлĕхсене пĕлтерме килĕшнĕ. Таврапĕлýçĕсен пĕлкĕчне (кĕнекине) кăларасси пирки Л.А. Федотова учительницăпа О.Н. Тимофеева библиотекарь, кулленхи ĕç-пуç çинчен Г.П. Соловьева, В.Д. Эльмен, В.М. Мартынов, А.О. Бойков, Л.А. Шартлами, О.М. Цыпленков, Н.А. Фомиряков тата ытти таврапĕлÿçĕсем хыпарлĕç. Ларура суйлав ыйтăвĕ пулать.
Нелли Пальмова