Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн авалхи сӑвӑҫ-юрӑҫĕсене асра тытать. Чи ӑста юрӑҫсенче пӗри вӑл — иртнĕ ӗмӗрте пурӑннӑ юрӑҫӑ Гаврил Федорович Федоров (1878-1962). Вӑл халăх ăсталăхне, унăн чун-хавалĕпе ĕмĕчĕсене палăртакан юрă-кĕвĕсене ырми канми пухса вĕсене пулас ăрусем валли упраса хăварнă. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн пуян еткерлӗхне сыхласа хӑварассишӗн нумай тӑрӑшать. Ҫак тӗллевпе тӑвакан ӗҫсенчен пӗри вӑл — Гавриил Федоров ячӗллӗ «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль. Çак конкурс-фестивале ирттерсе эпир чӑваш халăхӗн йăли-йĕркине, уйрӑмах авалхи чӑваш халӑх юррисене сыхласа хăвараса малалла аталантарасшăн. Унсăр пуçне ку ĕçре пултаруллă, пуçарулă ачасене хавхалантарасшăн.
Кӑҫал фестиваль пиллӗкӗмӗш хут, Республика кунне уявланă кун, «Аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе» тата «Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектсемпе (авторӗ Вера Архипова) килӗшӳллӗн иртрӗ. Унӑн тĕп авторĕ — Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ, фольклорист, «Телей» халăх фольклор ушкăнĕн ертӳçи Наталия Арсентьева.
Хальхи вăхăтра халăх юррисене фольклор ансамблĕсем шăрантарасси тепĕр хут вăй илсе пырать. Ентешсем юрă пурнăçра кирлине тепĕр хут ăнланса илсе уявсенче савăнса юрла пуçларĕç. Çавăнпа та пулĕ фестиваль Чăваш Енре тата ытти регионсенче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене пӗрлештерчӗ. Чӑваш тата Пушкăрт Республикисенчен, Иркутск тата Тюмень облаҫӗсенчен, Крымран, Самара тӑрӑхӗнчен чăваш ансамблĕсемпе уйрăм юрăçсем хӑйсен ӗҫӗсене тӑратрӗҫ. Тӳресем хутшăнакансене икĕ номинацире хаклĕç: «Пӗччен юрлакансем» тат «Фольклор ушкӑнӗсем».
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче тӑван республикӑран тата Раҫҫей регионӗсенчен килнӗ ентешсем умӗнче чысларӗҫ. Чи малтанах республика хӑнисене тата фестивале хутшӑнакансене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, пӗрремӗш вице-президенчӗ Николай Угаслов тата театр директорӗ Елизавета Абрамова ӑшшӑн саламларӗҫ. Культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова тата фестивалӗн йĕркелÿçи Наталья Арсентьева Гаврил Федоров пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ.
ЧНК культура комитечӗн пайташӗ, Чӑваш халӑх артистки Елена Шурту инҫетрен ҫитнӗ хӑнӑсем валли пыск парне турӗ. Театр труппипе пӗрле Ольга Туркай новелли тӑрӑх Юрий Филиппов лартнӑ «Санӑн йыхравна эп илтӗм» спектакль катартрӗ. Тӗп рольте – Елена Шурту.
«Авалхи юрӑсен сасси» фестивалӗн гала-концертне Шупашкарти Амазони паркӗнчи тӗп сцена ҫинчен ЧНК культура комитечӗн пайташӗ Алексей Иванов тата Маша Самделова ертсе пычĕҫ. Конкурса хутшăнакансем пурте хăйсене тивĕçлĕ шайра кăтартма тăрăшрĕç. Шупашкар районӗнчи «Телей» (ертӳҫи Наталья Арсентьева), Ҫӗмӗрле районӗнчи «Шанчӑк» (ертӳçи Людмила Григорьева), Йĕпреç районĕнчи «Ахах» (ертӳçи Ираида Ильина) халӑх ушкӑнӗсем, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕн «Мерчен» (ертӳçи Алевтина Петрова), Чăваш наци библиотекин «Эткер» (ертӳçи Земфира Яковлева) фольклор ушкӑнсем хӑйсен пултарулăхĕпе тыткăнларĕç. Уява килнисем Гаврил Федоров репертуаренчи «Ӑҫта каян чӗкеҫ», «Ух-ухлатса тӑмани», «Сад пахчинчи олмаҫҫи», «Тваткал пахчи», «Ай-я-ра-ра-я» юрӑсене итлесе киленчĕç кăна мар, вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.
Гаврил Федоров 1927-1957 ҫулсенче чӑваш халӑхӗн 800 юррине ҫырса илнӗ, вӗсене тӗрлӗ сборниксене кӗртнӗ. Вӑл юрланӑ юрӑсене 1934 ҫулта Мускавра уйрӑм кӗнекепе пичетлесе кӑларнӑ. Унта 146 юрӑ кӗнӗ. Каярахпа Степан Максимов композитор унран тата 382 юрӑ ҫырса илнӗ. Юрий Илюхин музыковед та Гавриил Федоровпа нумай тӗл пулнӑ, унӑн юррисене ҫырса илнӗ. 1969 ҫулта Юрий Александрович редакциленӗ «Чӑваш халӑх юррисем» кӗнекере 620 юрӑ пичетленсе тухнӑ. Юрӑсене ҫухатас мар тесе юрӑҫӑ кашни кӗвве хӑш ялта, камран илтнине палӑртнӑ, жанрне кура ушкӑнланӑ: Йӑлӑмкасси юрри, Шорчекассинчи Андриан юрри, Тунти кун юрри тата ытти те.
Гавриил Федоров юррисен кӗвӗ илемӗ ҫав тери пуян пулнине, вӗсем чӑваш халӑх музыкин наци уйрӑмлӑхне питӗ лайӑх палӑртнине пирӗн композиторсем тахҫанах туйса илнӗ. Вӑл ҫырса илнӗ чылай юрӑ-кӗвӗпе Мариан Коваль, Федор Павлов, Григорий Хирбю, Тимофей Парамонов, Самуил Фейнберг, Владимир Иванишин, Аристарх Орлов-Шуҫӑм композиторсем хӑйсен произведенийӗсенче усӑ курнӑ.
Чӑваш кĕвви-юррине тӗпчесе вӗренме Гаврил Федоровӑн юррисем калама ҫук хаклӑ материал пулса тӑраҫҫӗ. «Авалхи юрӑсен сасси» фестиваль чăваш халăхĕн юррисен пуянлăхне анлăн уçса пачĕ. Вӗсем тӑван халӑхӑн музыка культурине аталантарас ӗҫре татах та пысӑк вырӑн йышӑнӗҫ.
Вера Архипова, ЧНК культура комитечĕн ертӳçи