2024 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш наци конгресӗн ҫулталӑкра пӗрре йӗркелекен Мӑн Канашӗ иртрӗ.
Мӑн Канаш ларӑвне Чӑваш Ен муниципалитет округӗсенчен, тӗрлӗ регионсенчи Чӑваш наци автономийӗсен ертӳҫисем ҫитрӗҫ. Мускав, Красноярск, Тюмень, Оренбург, Пушкӑрт, Пенза, Самара, Чӗмпӗр, Тутарстан тата ытти тӑрӑхсенчен, Франци ҫӗршывӗнчен те пулчӗҫ.
Мӑн Канаш чӑваш чӗлхине аталантарасси, патриотизм туйӑмӗсене ӳстересси, регионсенче пурӑнакан йӑхташсене ку енӗпе пулӑшасси тата ытти ыйтусене пӑхса тухрӗ. Кӑҫал конгресс туса ирттернӗ ӗҫсене уҫӑмлатрӗ, ҫитес ҫул валли ӗҫ планне палӑртрӗ.
Мӑн Канаш ӗҫне Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова, депутатсем, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑнчӗҫ.
Ҫӑлкуҫ: Чӑваш наци конгресӗ