Вы сейчас просматриваете Чăваш ачи чăвашах

Чăваш ачи чăвашах

Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче, А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулта Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 9-мĕш фестиваль иртрĕ.

«Чăваш ачи чăвашах» фестиваль вăйă картинчен пуçланчĕ. Шкул ертӳçи Татьяна Ершова килнĕ хăнасене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Фестивалĕн тĕп тӳри, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова ку уявăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, чăваш ачи ачаранах чăваш пулса ӳсмеллине палăртса хăварчĕ, чăваш чĕлхи уйăхлăхĕ пуçланнине пĕлтерчĕ. «Чăваш ачи чăвашах» уява йĕркелесе пуçарса яраканĕсенчен пĕри – Эдуард Бахмисов – фестиваль пĕлтерĕшне палăрса хăварчĕ. Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин ячĕпе Культурăпа ӳнер институчĕн доценчĕ Раиса Васильева уяв ячĕпе саламларĕ, ăмӑртусенче хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Чăваш йăли-йĕркине ачарнах тытса пымаллине, чăваш халăх культурине малашне те аталантармаллине асăнса хăварчĕ. Геронтий Никифоров, Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенӗсен Ассоциацийĕн председателĕ, ăмăртăва хутшӑнакансене ăнăçу сунчĕ. 

Фестиваль ăмăртăвĕсем: 

• «Вĕрентетпĕр чăвашла». Ку ăмăртура чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартрĕç. Кăçал чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен 16 учитель хăйсен пултарулăхĕпе тупăшрĕç. 

• «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» ăмăртура кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартрĕç. Кăçал та хутшăнкансен йышĕ чылай пулчĕ. 

• «Сар каччăпа сарă хĕр» ăмартура 7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче палăртрĕç. 12 шкулти чи маттур ачасем хăйсен пĕлĕвĕсене çӳллĕ шайра кăтартрĕç. 

• «Тăвалла пулсан та малалла» ăмăртура чăвашлăх туйăмне аталантаракан шкулти (е ача садĕнче) чи ăнăçлă проектсене директор е директор çумĕ хӳтĕлерĕ. Хутшăнакансен шучĕ кăçал ӳсрĕ. 4 проекта та паянхи куншăн вырăнлă. 

«Тăван кил-йышран хакли çук, тăван чĕлхерен асли çук» çавра сĕтел 10 ытла вĕрентекене пĕрлештерчĕ. Хăйсен чун ыратăвне, ĕмĕтне каласа пачĕç, хӑйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Шкулсенче чăвашлăха аталантарас тесе мĕнле ĕçленине кăтартрĕç, ачасене тăван халăха юрăхлă ÿстерес тесе малалла мĕнле ĕçлемеллине сÿтсе яврĕç. 

Ҫӑлкуҫ: А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкассинчи вăтам шкул

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.