Асран кайми таврапӗлӳҫӗсем, яшшисем, тантӑшсем!
Халичченхи ҫулсем Таврапӗлӳ союзӗнче пӗр йӗрсӗрех иртсе каймарӗҫ. Чӑваш ялӗсен историне, хамӑр пурӑнакан тӑрӑхсен ҫул-йӗрне, паллӑ ҫыннӑмӑрсен сумлӑ ячӗсене кӗнекесене, эциклопедисене кӗртрӗмӗр.
Малашлӑх уяр пуласса, патшалӑхсем харкашса пурӑнма пӑрахасса кӗтетпӗр, этемлӗхӗн пуласлӑхне упрасси ҫинчен шутлама пуҫларӑмӑр.
Чӑваш чӗрӗлӗвӗ таврӑннӑчччӗ. Халӑх чуралӑхран тухнӑччӗ те каллех лачакана кӗрсе ӳкрӗ. Чӑваш чӗмӗ ҫухалса пырать. Нумай чӗлхене алла илсе чӑмӑртанас чухне ниҫталлисӗр таҫталла чупатпӑр. Ку — сӳтӗк халӑх шӑпи. Ҫавна тивӗҫ-тӗк чӑваш — ӑна республика ертӳлӗхӗ те чараймӗ.
Хальхи Путин самани тӗрӗслӗх патне туртать. Ҫӗршыва татса вакласа ҫаратнӑ либерал-олигархсем Донбаса каймарӗҫ. Унта нумай нацисен патриочӗсем — Раҫҫей Федерацийӗн таса чунлӑ элтешӗсем (гражданӗсем) ҫӗршыв пуласлӑхне хӳтӗлеҫҫӗ. Ҫӗршыв арканнӑ ҫулсенче те краеведсем патриотсем хатӗрлеме пӑрахмарӗҫ. Уншӑн савӑнма пултаратпӑр.
Умра тӗллевсем сахал мар. Краеведени тӗпчевне тарӑнлатса пыма, паллах, Республика ертӳлӗхӗ те вӑй хумалла. Пысӑк пулӑм хӑй тӗллӗн самотек шайӗпе пулма пултараймасть. Ҫулҫӳрев-туризм малашне сисӗнмеллех вӑйланать. Вӑл та пӗрлехи ӗҫ пулса тӑрӗ.
Вӑхӑт чарӑнмасӑр вӗҫет. Эпӗ хамӑн краеведени библиотекине — унта темиҫе пин кӗнеке пур — Краеведенипе туризм Центрне парса хӑварас тетӗп. Чӑваш Наци библиотекин пултӑр ҫапла тепӗр ятарлӑ филиал-вулавӑш!
Ӗҫлекеншӗн ӗҫ нумай. Тӑван ҫӗре пӗлме, юратма, хӳтӗлеме, ӑнлантарма тӑрӑшатпӑр. Эппин, Таврапӗлӳ шыравӗ пархатарлӑ та кирлӗ. Ӑнӑҫусем сунатӑп, вӑй-хал та, ӑс-хапӑл та сирӗн ҫителӗклӗ пултӑр, хастар тусӑмсем!
Виталий Станьял, ватӑ таврапӗлӳҫӗ