Патӑрьел районӗнчи Ҫӑл Атӑк ялӗн историйӗ питӗ пуян. Ун пирки темиҫе ҫул каяллах ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Н.Н. Осипов – филологи наукисен кандидачӗ кӗнеке те пичетлесе кӑларнӑччӗ.
Атӑксем тапса тӑракан ҫӑл ҫинче купель те турӗҫ, часовня та хӑпартса лартрӗҫ…
Акӑ ҫак кунсенче ял халӑхне тепӗр паллӑ пулӑм савӑнтарчӗ: ҫӑл патне каякан ҫул хӗрринче пысӑк палӑк ҫӗкленчӗ. Ҫур тонна таякан чул палӑк ҫинче ял 1638 ҫулта йӗркелекенсе кайни пирки ҫырнӑ. Ҫакӑнтах «Ҫӑл Атӑк ялне никӗслекенсене асра тытса тата сума суса хальхи ӑруран» тесе ҫырни хамӑр несӗлсене чӑннипех те чыслани тесе йышӑнмалла.
«Палӑк лартас шухӑш унчченех пулнӑ-ха, анчах мӗн манерлӗ тата ӑҫта. Кун пирки Э.К. Бахмисов краеведпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр. Вӑл кирлӗ сӗнӳсем пачӗ, ытти юлташсем, ӗҫтешсем, ентешсем чула Челябинск облаҫӗнчен илсе килсе вырнаҫтарма, палӑк йӗри-таврашне хӑтлӑх кӳртме пулӑшрӗҫ. Анатолий Александрович Трифонов предпринимателе, Александр Ильич Едриванов маҫтӑра, Борис Петрович Емельянов депутата, Юрий Федорович Ершов старостӑна ял-йыш ячӗпе тав тӑватӑп», — каласа парать ҫак пархатарлӑ ӗҫе пуҫласа вӗҫне ҫитерес тесе тӑрӑшнӑ Вениамин Николаевич Остроумов предприниматель. Иртнӗ вырсарникун вара Патӑрьел чиркӗвӗн пачӑшки Александр атте чул палӑка килсе сӑвапларӗ, ял халӑхне ҫак ырӑ ӗҫшӗн мухтаса малашне те сывлӑхпа пурӑнма пил пачӗ.
Надежда Квасова