10 çул ытла ĕнте таврапĕлÿçĕсен союзĕн ĕçне хутшăнатăп, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Тăван Ен» хаçатра çырса кăтартатăп. Иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсем чăннипех савăнтараççĕ. Кĕнеке – пĕлÿ çăлкуçĕ кăна мар, таврапĕлÿ çăлкуçĕ те. Шупашкар округĕнчи таврапĕлÿçĕсемпе çыравçăсем иртнĕ çулта 9 кĕнеке çырса кăларнине тупса палăртрăм.
1-мĕшĕ – пирĕн паллă ентешĕн, Шупашкар районĕн Хисеплĕ гражданинĕн, академикăн, таврапĕлÿçÿсен Хисеплĕ председателĕн Виталий Петрович Станъялăн «Дневник прощальный» (записки, рецензии, статьи 2018-2023) вырăсла тата чăвашла çырнă кĕнеки. Унта пирĕн тăрăхри таврапĕлÿçĕсен ĕçĕсем çинчен, вырăнти паллă çынсемпе тĕл пулнă самантсене те çырса кăтартнă. Халĕ Виталий Станъял Шупашкар районĕн энциклопедин 2-мĕш томне хатĕрленĕ çĕре хутшăнать.
2-мĕш кĕнеке – Эрбина Никитина авторсен коллективĕпе пĕрле «Геннадий Трифонов, геолог, философ, педагог» (85 çул тултарнă ятпа) кăларнă кĕнеке.
3-мĕш – Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Раççей писательсен членĕ, «Тăван Ен» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Николай Платонов хăйĕн 9-мĕш «Хитрелĕх – виçĕ кунлăх» кĕнекине пичетлесе кăларнă. Унта Ишлейпе Шоркка тăрăхĕнчи историпе уявĕсем, çыннисем çинчен çырса кăтартнă.
4-мĕш – Геннадий Викторовăн «Встанем на защиту Веры и Отечества» – Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăр ентешсем çинчен.
5-мĕш – Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ Галина Соловьевăн «Чунри туйăмсем» ятлă вырăсла тата чăвашла çырнă сăвăсен пуххин кĕнеки. Унта пурнăç çулĕ çинчен çырса кăтартнă статьясем те пирĕншĕн питĕ паха.
Михаил Игнатьев 40 çула яхăн район тата республикăри хаçат-журналсемпе тачă çыхăну тытать. Хӑйӗн ҫӗнӗ кĕнекинче вĕсенче пичетленнĕ статьясене те кĕртнĕ.
7-мĕш – Шупашкар районĕнчи медицина ĕçченĕсем çинчен калакан «Во имя добра и милосердия» библиографиллĕ справочник. Ăна Шупашкар округĕн тĕп тухтăрĕ, медицина наукисен кандидачĕ, доцент, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов ертсе пынипе кăларнă. Халĕ 2-мĕш кĕнеке валли материал пухаççĕ.
8-мĕш – Шупашкар округĕнчи РФ вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ, таврапĕлÿçĕ Геннадий Леонидович Васильев кăларнă «Акрамовская волость в истории Чувашии» кĕнеке.Унта Екрем тăрăхĕнчи 19-20-мĕш ĕмĕрсенче ял хуçалăхĕн аталанăвĕ, ăсталăхĕ, социаллă сфера, ялсем, шкулсем, чиркÿ ĕçĕсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Екрем вулăсĕн 19-мĕш ĕмĕрти картти те пур.
9-мĕшĕ манăн «Тараватлă Дагестан» кĕнеке. Унта 2023 çулхи çулла Чăваш çамрăкĕсен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн хисеплĕ элтеперĕ Олег Цыпленков ертсе пынипе Дагестан Республикине çитсе курнине, Махачкала хулине, Уллубийаулĕпе, Дербент крепоçĕпе паллашнине çырса кăтартрăм. Çавăн пекех çул çÿревçĕсем Пенза тăрăхĕнчи чăвашсем патĕнче, Волгоград хулинче пулнине те вуласа пĕлме пулать. Чи пахи – кĕнеке хуплашкин тепĕр енĕнче Уллубийаулĕнчи Уллубий Буйнакский музейĕнче çакăнса тăракан 1613 çулта кăларнă Раççей картти. Унта Шупашкар хулине те шыраса тупма пулать. Шупашкар хули 555 çул тултарнă ятпа хăйне евĕрлĕ парне. Сире пурне те 2024 çулта çĕнĕ кĕнексем кăларма, лайăх ĕçлесе пыма, ырлăх-сывлăх, вăй-хал, ăнăçу сунатăп!
Николай Смирнов, Атăлъял