Вы сейчас просматриваете Краеведени сехечĕ: «Чăваш йăли- йĕрки»

Краеведени сехечĕ: «Чăваш йăли- йĕрки»

Раççей Президенчĕн гранчĕн фончĕ йĕркеленипе Чăваш таврапӗлӳҫисен союзĕ куллен-кун пире краеведени сехечĕсем ирттерме йыхравлать.
Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ П.Х. Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта краеведени сехечĕ иккĕмĕш хут иртрĕ.

Чи малтанах çак сехетре «Шырав» ушкăн ертÿçи И.В. Порфирьева сăмах илчĕ. Тĕрлĕ экспедицисенче пулнă 11-мĕш класра вĕренекенсен кăсăклă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа хăварчĕ. «Чăвашсем ĕмĕрсем витĕр» фестивальте те çак ачасем хастар хутшăннăччĕ.

Унтан «Чăваш йăли- йĕрки» проекчĕпе çыхăннă краеведени сехетне хамăр енчи чăваш туйĕн йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевпе шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ педагогика ĕçĕн ветеранне Е.М. Ильинана сăмах патăмăр. Вăл пире 2001-мĕш çулта Тăвайри вăтам шкул вĕрентекенĕсем чăваш туйĕн пĕр пайне артистсем пек выляса кăтартма еплерех хатĕрленни çинчен каласа пачĕ, кивĕ сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ.

Ачасем вĕрентекенсем вылянă «Туй, туй, туй тесе…» видеоролика та курчĕç.
https://youtu.be/cALmuDuKX-Q

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Г.А.Степанова, И.Н.Николаева, çавăн пекех кĕçĕн класра вĕрентекен Л.Н.Соколова йĕркеленипе 7,10-мĕш класра вĕренекенсем шкул ачисене Тăвай тăрăхĕнчи туй йăли-йĕркин хăш-пĕр пайĕсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем те вĕрентекенсенчен юласшăн пулмарĕç. Туй пуçлăхĕ, хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ, туй арăмĕсем, тухьяллă хĕр çуммисем, кăччă енчи илĕртÿллĕ яш-кĕрĕм куракансене тыткăнларĕ. Ачасемшĕн çак краеведени сехечĕ усăллă пулчĕ.

Виктория Сергеева, Кристина Табаева,
7 «Б» класра вĕренекенсем.
Источник: МБОУ «Янтиковская СОШ им П. Х. Бухтулова»

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.