Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чӑваш наци библиотекинче «Музыка фольклорисчĕ тата учитель Петр Пазухин» (çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май) темăпа«ҫавра сĕтел» иртрĕ. Ăна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн фольклористика секцийĕпе библиотекăн наци литературипе библиографи пайĕ пĕрле йĕркеленĕ.
Патӑрьел округĕнчи Анат Чакӑра ҫуралса ӳснĕ Петр Васильевич Пазухин чи малтарнах «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним. Часть II» юрăсен пуххине (1912 ç.) кăларнипе паллă. Унта 98 текст: вăйă (уяв), ĕçкĕ, çăварни, туй, салтак юррисем, такмаксем. Вĕсене Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва, Чĕмпĕр, Синкĕл, Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне, Чикме, Çĕрпÿ, Теччĕ, Шупашкар, Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Пелепей уесĕсенчи чăваш ялĕсенче çырса илнĕ.
Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем Г.Г. Ильина, Н.Г. Ильина, Н.Н. Осипов Петр Пазухин чӑваш халӑхĕ валли питĕ пысӑк ĕҫ туса хӑварнине палӑртрĕҫ. Вӑл юрӑ культурине тĕпченĕ, юрӑ сӑмахĕсене пухнӑ, асăннă кĕнекери текстсене цифра нотипе вырнаçтарнă.
Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ А.П. Леонтьев Петр Пазухин пурнăçĕпе ĕç-хĕлне сăнлакан çĕнĕ документсемпе паллаштарчĕ.
Источник: Чувашский государственный институт культуры