Вы сейчас просматриваете Виталий Станьял чӑваш таврапӗлӳҫисен форумне хутшӑнакансене саламлани

Виталий Станьял чӑваш таврапӗлӳҫисен форумне хутшӑнакансене саламлани

Хисеплӗ тус-тӑвансем, тӑван тавралӑха, ҫӗршыва, халӑха тӗпчекенсем, халӑха ӑнлантаракансем!

Эсир яланах асра тӑратӑр, ӗҫӗрсемпе савӑнтаратӑр. Ҫулсерен пӗрле пухӑнса, шухӑшӑрсене сӳтсе яватӑр. Ватӑ чунӑмпа эпӗ те сирӗнпех, Халӑхсен пӗрлӗхне халалланӑ «Чӑваш таври Раҫҫей иторийӗнче» ятлӑ ларура савса саламлатӑп сире, тусӑмсем!

Мӑн маҫаксем 5 ӗмӗр каялла пӗрле пурӑнмашкӑн хаяр ҫапӑҫусем витӗр Раҫҫей патшалӑхне – кам ирӗкпе, кам ирӗксӗр — ӗмӗрлӗхе суйласа илнӗ те ҫирӗп шерт тытнӑ. Вара хамӑр патшалӑха юнпа та чунпа яланах ҫирӗп хӳтӗленӗ.

Историре пурте тикӗс иртмен. Пире чӑваш халӑхӗ ҫут тӗнчене кӑтартнӑ ӑс-хал, паттӑрлӑх, ӗҫченлӗх, чӑтӑмлӑх хавхалантарса, тивӗҫлипе мӑнаҫлантарать пулсан та, вӑхӑт татса паман ыйтусене паян та хускатать.

Раҫҫейӗн Карамзин, Радищев, Державин, Пушкин, Соловьев ҫирӗплетнӗ историйӗнче Чӑваша таса хисеп панӑ. Погодинсем-Катковсем кӑкласа ывӑтмалли ҫум курӑкӗпе ҫеҫ танлаштарнӑ.   

Шӗкӗр ҫӗнелнӗ саманана – ытти халӑхсен тан йышне кӗме ирӗк илтӗмӗр. Раҫҫей пирӗн историре тӗп вырӑнта, унӑн пурнӑҫӗнче, паллах, чӑваш курӑмлӑ ҫӳле хӑпарса юлаймарӗ, эпир мар пысӑк пӗлтерӗшлине ӑнланмалла пулса тухрӗ. Эппин, тӑрӑшмали нумай-ха!

Малаш валли пахине, ҫӗннине тупма тӑрӑшасчӗ пирӗн, туссем!

Ӗҫре, пурнӑҫра ӑнӑҫусем сунатӑп, сывлӑх пур чухне тӗрӗслӗхе пуҫ тайма, Тӑван Ҫӗршыва – хамӑрӑн тӑван  ЧАЛТАНА (Отечествӑна)) юратма  пиллетӗп.

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.