Пирĕн ентешĕмĕр, Тăван çершывăн Аслă вăрçинче пуç хунă чăвашсен паллă поэчĕ Андрей Петтоки çуралнăранпа кăçал 120 çул çитрĕ. Поэтăмăр Москакасси тăрăхĕнчи Ахмане ялĕнче çуралнă, ÿснĕ, çунат сарнă, кунтах хăйĕн пĕрремĕш сăввисене хайланă.
Ҫак уява паллă тума Андрей Петтокие халалласа лартнă палăк умне сумлă та чыслă тĕпчевçĕсем, çыравçăсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ял çыннисем пуçтарăнчĕç. Хăнасене Петтокин тăванĕсем, ял старости тараватлăн кĕтсе илчĕç.
Чăваш Республикин Муркаш муниципаллă округĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Юрьевна Дипломатова поэтăн пултарулăхне пысăка хурса хаклани пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Муркаш муниципаллă округĕн депутатсен пухăвĕн депутачĕ Светлана Олеговна Расколова ентешĕмĕре хисеп туни çак тăрăхра пурăнакансемшĕн те чыслă пулнине, унпа мăнаçланнине пĕлтерчĕ. Галина Валериановна тăванĕн сумлă юбилейĕ тĕлне уçнă «Росинка» парка та çитсе курчĕç кунта пуçтарăннă хăнасем.
Уявăн иккĕмĕш пайĕ Москакассинчи вăтам шкулта иртрĕ. Шкул ачисем хаклă хăнасене авалхи йăлапа çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, Андрей Петтоки çырнă сăвăсене шăрантарчĕç, хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ĕçченĕсем Геннадий Анатольевич Дегтярев, Вера Витальевна Никифорова, Галина Геннадьевна Ильина Андрей Петтокин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ çинчен чылай каласа пачĕç. Чăваш Республикин таврапĕлӳçĕсен союзĕн хисеплĕ председателĕ, халăх академикĕ Виталий Петрович Станьял паллă поэтăн ятне малашне те çÿллĕ шайра тытса пымаллине, унăн пултарулăхне татах та тарăнрах тĕпчемеллине каларĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Ирина Владимировна Софронова, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ĕçтешĕ, «Халăх шкулĕ» журнал редакторĕ Леонид Порфирьевич Петров, Чăваш халăх çыравçи, ӳнер ĕçченĕ Светлана Васильевна Асамат Андрей Петтоки тĕлĕнмелле пултаруллă, хастар, маттур, çирĕп, çав вăхăтрах йăваш та кăмăллă, тăван тавралăха, тăван çĕр-шыва юратакан поэт пулнине çирĕплетрĕç. Уяв саманчĕсене Вера Макаровăпа Вера Ягунькина, Раиса Олангинăпа Галина Голубева шăрантарнă юрăсем илемлетрĕç. Пирĕн ентешĕмĕре сума сăвакансене, унăн литературăри ĕçĕсене пысăка хурса хаклакансене пурне те тав сăмахĕ калатпăр. Андрей Петтоки ячĕ малашне те халăхра пурăнĕ.
Пушкина И.И.
Москакасси вӑтам шкулӗн директор ҫумӗ
