Вы сейчас просматриваете Чӗмпӗрти чӑваш таврапӗлӳҫисен уйрӑмӗн ҫӗнӗ ертӳҫӗ

Чӗмпӗрти чӑваш таврапӗлӳҫисен уйрӑмӗн ҫӗнӗ ертӳҫӗ

Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӗмпӗрти таврапӗлӳҫӗсемпе халӑх ӑсчахӗсен уйрӑмӗн пӗтӗмлетӳ-суйлав пухӑвӗ иртрӗ. Пухура хастарсем уйрӑмӑн ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе яврӗҫ, ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйларӗҫ. Чӗмпӗр филиалне ертсе пыма Сергей Михайловича Краснова шанса пачӗҫ. Сергей Михайлович 1967 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх меслечӗпе кӗрешекен “Кӗрешӳ” ятлӑ спорт юхӑмне Чӗмпӗр регионӗнче те чӗретсе тӑратма аталантаракан пуҫаруҫӑ, ытти регионсенчи Кӗрешӳ Федераци шайӗнчи спортсмен- тренерсемпе пӗрле тӑрӑшнипе ҫак спорт юхӑмне Раҫҫей спорт реестрне кӗртнӗ.
Уявра Елизавета Долгова Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин С.Л. Сорокинӑн тата Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академи президенчӗн Е.Е. Ерагинӑн хӗрӳллӗ саламне илсе ҫитерчӗ, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗсене тав хучӗсем, хисеп грамотисем парса чысларӗ.
Виктория Викторовна Аванмарт тата Василий Алексеевич Селендеева Иван Патмар ячӗллӗ медале тивӗҫрӗҫ.

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.