1.6. 2025
Хисеплӗ Хӗветӗр тӑванӑм – Федор Александрович!
Тулли сакӑр теҫеткӳпе сана ятарлӑ конференцире янрак одӑпа, ҫавра сӑмахпа, вӑрӑм докладпа пайтах саламлӗҫ. Чӑт, сӑпайлӑ тӑванӑм, санӑн ӗмӗр тӑршшинче чӑтмалли те, курмалли те, ӗҫне тумалли те пайтах пулнӑ.
Тимӗр пек ҫирӗп чун-хавалпа, шывлӑ юр ҫинче — хӗвел питтинче тасатнӑ пир пек таса кӑмӑлпа, тӳрӗ Чунпа та ҫивӗч Ӑспа, чӑн чӑваш ӗҫченлӗхӗпе эс ертӳлӗх ретӗнче те, тӑван халӑх умӗнче те чыс-хисепе тивӗҫ пултӑн.
Вӑтам та аслӑ шкулсенче, йывӑр та ҫӳллӗ вырӑнсенче Тӑван тавралӑх тасалӑхӗшӗн, Атӑлпа Сӑр хутлӑхӗнчи ҫутҫанталӑк управлӑхӗшӗн ҫунса пурӑнтӑн, вӑрман, шыв-шур, чӗрчун, этем илемне ҫӗклерӗн. Ытти тӳресем мехел ҫитереймен ҫӗрте эсӗ хапӑл тупма пултартӑн, Чӑваш ҫӗршывӗн сумне ҫӗртмерӗн, чӑваш ятне ямарӑн.
…Тӗнчен хӑйӗн йӗрки, вӑл чарӑнмасӑр улшӑнать. Санӑн вӗрентӗвӳ йӗрсӗр ҫухалмӗ, упрама хистенӗ пурлӑху иксӗлмӗ, эсӗ хатӗрленӗ «Экологи энциклопедийӗ» ӗмӗрсене юлӗ.
Ӗнтӗ ватта сулӑнтарать тесе эсӗ канӑҫ шырас ҫуккине пӗлетӗп. Эппин, чӑваш халӑхӗн малаш ҫул-йӗрӗ пирки халь ваттисен хытӑ шухӑшлама та уҫҫӑн калама тивет.
Тав халичченхи ӗҫӳсемшӗн, малашнехи пултаруллӑ кунусемшӗн!
Ватӑ таврапӗлӳҫӗ Виталий Станьял