Вы сейчас просматриваете Чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ:  Виталий Станьял  саламӗ

Чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ: Виталий Станьял саламӗ

Чӑваш ҫӗршывне,

ҫутҫанталӑкне,

халӑхне,

пурлӑх-ырлӑхне,

хамӑра  

тӗпчекен хастар чунлӑ тӑванӑмсем!

Мана пӗрлӗх ертӳҫи Сергей Сорокин, унӑн ҫумюлташӗ Галина Соловьева (эпӗ вӗсене пӗрне Чакак тус, тепӗрне Шӑпчӑкпи тетӗп) хамӑрӑн таврапӗлӳҫӗсене саламлама ыйтрӗҫ. Итлетӗп вӗсен сӑмахне, хӑйсене те, сире пурне те – палланисене те, ҫӗнӗрен хутшӑннисене те – саламласа чӗререн тав тӑватӑп. Аслӑ пуху Иван Яковлев улӑпӑн 175 ҫулне халалласа иртет. Ҫавӑнпа тӳрех калатӑп – эсир мухтава тивӗҫлӗ иваняковлевҫӑсем. Эпир унӑн халалне тӑрӑшса пурнӑҫлатпӑр!

Вӑхӑт сисӗнми вӗҫсе иртет. Халӗ кӑна Пӗрлӗхсен 100 тата 30 ҫулӗсене паллӑ турӑмӑр, ҫав хушӑрах ылтӑн пек хаклӑ ӗҫтешсене ҫухатрӑмӑр. Анчах тавралӑх пӗлӗвӗ вилӗмсӗр. Ҫӗр-ҫӗр тӑван ячӗ кӗнекесенче, энциклопедисенче упранать.

Вӗсен ячӗ умӗнче пуҫа туятӑп.

 Тӑван ҫӗршыв тинех сӗмсӗр аркатуран хӑтӑлса тухрӗ. Вӑл тасалатех! Эпӗ ватӑ пуҫӑмпа Владимир Путин президента шанатӑп, хамӑрӑн Олег Николаев элтепере ӗненетӗп. Уҫӑлса пыракан саманара сирӗнпе пӗр ретре пулайманшӑн пӑшӑрханма лекет. Пирӗн пархатарлӑ ӗҫе ҫамрӑксем малалла илсе кайӗҫ. Шкулсене, профучилищесемпе техникумсене, унивеситетсене, районсен вулавӑшӗсене таврапӗлӳ ӑмӑртӑвӗсем таврӑнчӗҫ. Виҫӗмкун мана пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Александра Григорьева буклетне пырса пачӗҫ. Вӑл Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче вӗренет. Пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ӗҫӗсене тишкернӗ. «Иван Тимофеевич Кокшин (1937-2005, Каҫал) – кӑнтӑр енчи чӑваш хресченӗн хуҫалӑх музейне тӑваканӗ». Куратӑр, йӗрсӗр ҫухалмастпӑр.

Таврапӗлӳпе туризм Центрӗнче «Таврапӗлӳ шкулӗ» ӗҫлет. Ку пирӗн вӑхӑт хистевӗ. Унӑн малашлӑхӗ анлӑ. Эппин, хӑюллӑнрах ҫаврӑнӑр шкул ачисем енне. Парса хӑварӑр вӗсене хӑвӑрӑн пӗлӗвӗре, юнпа та тарпа тасатнӑ, хамӑрӑн юратнӑ Тӑван ҫӗршыва. Ҫак Тивӗҫе чыслӑ тытни пире сӑвапласа тӑрать.

Добавить комментарий


Срок проверки reCAPTCHA истек. Перезагрузите страницу.