Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕ Чăваш çĕршывĕ Вырăс патшалăхне кĕнĕренпе 475 çул çитнине, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа «Чăваш Ен» Раççей истрийĕнче» ятпа регионсем хушшинче форум ирттерчĕ. Форума республикăри муниципаллă округсемпе хуласенчен, Пушкăрт Республикипе Чĕмпĕр облаçĕнчен таврапĕлÿçĕсемпе сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Ăна Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕн председателĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Наци библиотекин пайташĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕ.
Чи малтанах сцена çине Пĕтĕм Халăхсем хушшинче иртнĕ конкурссен лауреачĕ, опера юрăçи Валентина Двойнова юрă саламĕпе тухрĕ. Вăл Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши сăввипе кĕвĕленĕ «Амăшĕпе ывăлĕ» тата Наталья Селезнева сăввипе кĕвĕленĕ «Чтобы не было войны» юрăсене шăрантарчĕ». «Амăшĕпе ывăлĕ» юрра залра ларакансем ура çине тăрса итлерĕç. ЧР таврапĕлÿçисен Хисеплĕ ертÿçи Виталий Станъял çырупа тухрĕ, Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ Сергей Сорокин, Чăваш Республикинчи ăслăлăхпа ÿнер академийĕн вице-президенчĕ Николай Лукианов, Чăваш енри Туслăх çурчĕн пайташĕ, ЧР общество палатин членĕ Тимĕр Тяпкин сăмах тухса каларĕç.
Унтан истори наукисен кандидачĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Сергей Кодыбайкин «Чăваш Ен хăй ирĕкĕпе Раççей патшалăхне кĕни» çинчен, истори наукисен докторĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Леонид Таймасов «Таврапĕлÿçĕсен историпе этнографи наукисенчи ролĕ», Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн археологи уйрăмĕн ĕçченĕ, аслă наука сотрудникĕ Евгений Михайлов «Шупашкар хулинчи археологи тĕпчевĕсем», истори наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн археологи уйрăмĕн ертсе пыракан наука сотрудникĕ Николай Мясников «Чăваш территорийĕнчи «хура шыравçăсем» археологи палăкĕсене аркатни çинчен» докладсем туса ыйтусене çирĕппĕн çутатса пачĕç.
«Мăн маçаксем пилĕк ĕмĕр каялла пĕрле пурăнмашкăн, хаяр çапăçусем витĕр Раççей патшалăхне кам ирĕкпе, кам ирĕксĕр ĕмĕрлĕхе суйласа илнĕ те çирĕп шет тытнă. Вара хамăр Патшалăха юнпа та чунпа яланах çирĕп хÿтĕленĕ. Историре пурте тикĕс иртмен. Пирĕн Чăваш халăхĕ çут тĕнчене кăтартнă ăс-хал, паттăрлăх, ĕçченлĕх, чăтăмлăх хавхалантарса тивĕçлипе ăнăçлă тăрать пулсан та вăхăт татса паман ыйтусене паян та хускатать… Раççей пирĕн историри тĕп вырăнта»,- терĕ хăйĕн çырăвĕнче Виталий Станъял. Унăн халалĕ евĕр илтĕнчĕç çак сăмахсем.
«Таврапĕлÿçĕсем тунă ĕç вăл, ытти пĕрлĕхсемшĕн тĕслĕх. Виталий Станьял, унтан Сергей Сорокин йышăнчĕ – икĕ çын туса хучĕç çакăн пек организаци. Сергей Сорокин «Чăваш Керем» тата ыттине йĕркелерĕ. Паллах, пирĕн ветерансене тав тумалла»,- терĕ те Тимĕр Тяпкин Общество палати ячĕпе Леонид Морзова, Ольга Величкопа Любовь Матюковăна тав хучĕсем парса чысларĕ.
Унтан Чăваш Республикин Наци библиотекин наци литературипе библиографи уйрăмĕн заведующийĕ Галина Соловьева Наци библиотекин таврапĕлÿ информацийĕн ресурсĕсемпе, ЧР Культура министерстви çумĕнчи «ЧР Патшалăх истрийпе архивĕн» тĕп архивисчĕ Вероника Кочешкова Тăван çĕршыв Аслă вăрçин участникĕн, педагог-музыкантăн Иван Кузнецовăн архивĕпе паллаштарчĕҫ. Шупашкар муниципалитет округĕнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейĕн директорĕ Ирина Удалова Никита Бичурин çуралнă Типнер ялĕ çинчен тĕплĕн каларĕ. Пушкăрт Республикинчи Авӑркас районĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Юрий Леонтьев шкул ачисене музей хатĕрĕсемпе усă курса таврапĕлÿ енĕпе тĕпчев ĕçне явăçтарни çинче чарӑнса тӑчӗ. Чăваш таврапĕлÿçисен Куславкка округĕн уйрăмĕн председателĕ Михаил Андреев Куславкка муниципалитет округĕнчи Минкĕш ялĕн паллă çыннисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăваш таврапĕлÿçисен председателĕ Сергей Краснов Чĕмпĕр облаçĕн таврапĕлÿçисен ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса пачӗ.
Чĕмпĕрти паллă скульптор, художник Николай Кондрашкин хăйĕн ĕçĕсем çинчен фильм кăтартрĕ, Атиллăн палăкне ăсталасси пирки каларĕ.
Тăватă сехете яхăн тăсăлнă пухура 13 таврапĕлÿçĕ тухса калаçрĕç, докладсем турĕç, сĕнÿсем пачĕç. Таврапĕлÿ енĕпе çыхăннă кĕнекесем кашни çулах йышлăн тухса пыраççĕ. Кĕнекесен чи лайăх авторĕсене суйласа чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Ывăнма пĕлмен, хастар таврапĕлÿçĕсене 3 номинацире чысларĕç. Вĕсем Куçма Элле, Алексей Милли, Гурий Вандер ячĕллĕ дипломсене тивĕçрĕç.
Чăваш таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн Шупашкар муниципалитет округĕнчи Николай Смирнов ертсе пыракан уйрăм иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ. Никита Бичурин орденне «Бичурин тата хальхи самана» музейĕн директорĕ Ирина Удалова тивĕçрĕ. Хисеп хучĕсене тивĕçнисен шутĕнче Николай Смирнов, Галина Соловьева тата Екатерина Григорьева пулчĕç. Таврапĕлÿ аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ята илнисен шутĕнче «Тăван Ен» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, Раççей Журналисчĕсен Союзĕн членĕ Екатерина Григорьва та пулчĕ.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Земфира Яковлева ертсе пыракан «Эткер» фольклор ушкăнĕ хăйĕн авалхи юррисемпе савăнтарчĕ. Чаканарти таврапĕлÿçĕ Николай Фомиряков «Нимене» юрăра хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
Форум ĕçĕ тухăçлă иртрĕ, унта таврапĕлÿçĕсем çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Чăваш Ен Раççей историйĕн тĕкĕрĕнче мĕнле палăрни пирки калаçрĕç. Паллă çынсене, çавăн пекех хамăрăн халăхăн культура эткерлĕхне уйрăм тимлĕх уйăрчĕç. Таврапĕлĕвĕн историйĕ, этнографийĕ, археологи ăслăлăхĕсенчи пĕлтерĕшне палăртрĕç. Çулталăк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.
Николай Cмирнов, Атăлъял
